Кĕçнерникун, 07.11.2024, 06:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 166-170
Страницăсем: « 1 2 ... 32 33 34 35 36 ... 107 108 »

Красноармейскинче "Трак керамики” завод тăвакан хупă йышши "ТУС” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне, ЧР тава тивĕçлĕ строительне, "Мухтав Ылтăн Çăлтăрĕ” орденĕн кавалерне Николай Федорович Угаслова халалласа

Тюменьсемпе чăваш енсем,
Пĕр çулпалах утаç туссем.
Хитре, илемлĕ çурт-йĕрсем
Ку тăрахра та пур вĕсем.

Хастар чĕреллĕ тантăшсем, 
Чăваш ятне çĕклекенсем. 
Мухтава тивĕç ĕçченсем, 
Чыс-хисепре ыр ĕçĕсем. 

Трак ен чăвашĕ савăнать, 
Завод илемлĕ курăнать. 
Кĕçех вăл кирпĕч кăларать, 
Пурăнăç çĕнелсе пырать. 

Ятран калассăм ман килет, 
Çан тавăрсах халь вăл ĕçлет. 
Хĕветĕр ывăл — Микулай, 
Сан пултăр яланах вăй-хал! 

Кĕскен кăна çеç каласан —
Ĕçсем ăнса пыраççĕ сан. 
Шупашкарпа Мускав таран — 
Тĕслĕх илеç фирма "ТУСран!” 

Çут ĕмĕтпе эс пурăнан,
Хула çырмийĕнчи тăван. 
Тăван ялта чиркÿ уçсан, 
Манмĕ ял-йыш ĕмĕр сана! 

"Ылтăн Çăлтăр” кăкăр çинче, 
Тивĕçлĕ пултăн хисепе. 
Асра тытсан ваттисене, — 
Телейлĕ пулăн çĕр çинче. 

Трак енсем халь — тус-тăван, 
Чун савăнать ĕç-пуç ăнсан. 
Тюмень тăрăхсене ан ман, 
Туссем пĕрле пулсан аван.

Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 327 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Тюменьрен çĕр çухрăмра —
Илĕртÿллĕ вырăнсем, 
Курăнмаççĕ сăрт-тусем. 
Тура, Тавда шывĕсем —
Икçĕр ытла кÿлĕсем. 

Ылтăн-кĕмĕл карассем, 
Çаклатаççĕ пулăçсем. 
Пулăран пуян шывсем — 
Çирĕм ытла йышĕсем. 

Кÿлĕре ĕрчекенсем — 
Вăтăрсемпе ăтăрсем. 
Куянсемпе тилĕсем — 
Тайгара вăй илнисем. 

Çĕрĕ пуян вăрманпа —
Вун икĕ пин лаптăкра. 
Хырпа чăрăш, пихтăсем, 
Йăрăс вуллă хурăнсем. 

Хулари пек урамсем,
Пилĕк хутлă çурчĕсем, 
Асфальт сарнă урамне, 
Çĕклет ялăн илемне. 
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 297 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Пайсупинра çуралса ÿснĕ паттăр ентешĕмĕре — Давид Максимович Максимова

Раман Еккĕмч Петĕрне,
Полици полковникне 
Эп тĕл пултăм Тюменьре, 
Туйрăм ăшă кăмăлне. 

— Пĕлес килет сир(ĕ)н çинчен,
Ыйтрăм эпĕ Петĕртен. 
— Хавас калаçма ирччен, — 
Епле пурăнать Трак ен? 

Çĕпĕре Тавит кукка
Вăрçăччен килнĕ куçса. 
Çуртне-йĕрне çавăрса 
Тымар янă Канашра. 

Хĕрĕх пĕрремĕш çулта
Куккана илеç вăрçа. 
Çĕпĕр дивизийĕнче — 
Хăюллисен йышĕнче. 

Чăтăм-тÿсĕм çитерсе
Аркатаççĕ нимĕçе. 
Вĕсен шанăç-ĕмĕтне 
Çунтараççĕ вут-хĕмпе. 
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 302 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Симĕс çулçă касса тиенĕ урапа вăрман енчен тăкăрттарса килчĕ те яла кĕчĕ, куккасен умĕнче чарăнса тăчĕ. Урам алăкне яриех уçса хучĕç. Кил хушшинче çынсем уткаласа çÿрени курăнчĕ — анчах кÿрсе килнĕ çулçăллă туратсенчен шыльăк карти турĕç. Кил умне çулăксемпе шăлса тухрĕç. Ташланă чух тусан вĕçесрен чашлаттарса шыв сапрĕç. Сăнчăрти Хураçкана урăх вырăна куçарчĕç.
Паян куккасен аслă хĕрĕ, Лисук аппа, Çеçмере качча каять. Ăна илме туй килмелле. 
Эпир куккасемпе пĕр урамрах пурăнатпăр. Кăнтăрла иртсен пирĕн урама халăх пасарти пек пуçтарăнчĕ. Хамăр ялсем анчах-и? Çырмапуçсем, сурăмхĕррисем... Кÿлхĕрри каччисемпе хĕрĕсем кăшт аяккинерех кайса тăнă. Якур Мишки хут купăс калать. Каччăпа хĕр ташша çапаççĕ. 
Тахăшĕ: "Туй килет! Туй килет!” — тесе кăшкăрчĕ. Пĕр самант сывлăшра тăвăл умĕнхи пек шăпăрт пулчĕ, унтан пĕтĕм урам куккасем патне куçнă пек туйăнчĕ. 
Çеçмерсем Лисук аппана илме çăмăл кăвак машинăпа, автобуспа килчĕç. Уçă саслă туй арăмĕсем кăкăр умĕ тулли тенкĕсемпе. Туй ачисем мăн муркаллă пиçиххисем çыхнă. Юрри-ташши чун-чĕрене çĕклентерет. Ватă енне сулăннипе ниçтах та тухса çÿремен, тахçан пирĕн яла Çеçмертен качча килнĕ Анюк кинеми кулкаласа: "Çавăн пек çав вĕсем çеçмерсем”, — тет. 
Туй тĕттĕмчченех тăрас темерĕ пулмалла — кайма хатĕрленчĕ. Марку Михалĕ васкасах хăй тавра ял каччисене пухрĕ. "Уй хапхине кайса çыхмалла. Четвĕртсĕр хĕр парса ямастпăр”, — терĕ. 
Лисук аппана лартнă çăмăл кăвак машина куккасен умĕнчен тапранчĕ. Ăна çавăнтах пĕр каварлă ял каччисем кĕпĕр сырса илчĕç. Кошкин Витти купăс калама пуçларĕ. Хăшĕ ларса, хăшĕ ура хуçса ташлать. Пурте: "Четвĕрт! Четвĕрт!” — тесе кăшкăраççĕ. 
Уй хапхи патне çитерехпе Лисук аппана лартнă çăмăл кăвак машинăна каччăсем малтан та, кайран та тытса çĕклерĕç... 
Машинăран тулли четвĕрт йăтса пирĕн йысна тухрĕ. Хапха çăмăллăн уçăлса кайрĕ.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 283 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Кăвакарнă çÿçÿ тĕллĕн çех.
Улшăнман нимĕн чухлĕ сăнран. 
Кĕлеткÿ, чăн, унчченхи пекех — 
Ман савниччĕ вĕт-ха эс тахçан. 

Шухăша кайса тăкăрлăкра
Чылай тăтăм паян кăнтăрла. 
"Иртсе кайнă хитре çумăра 
Утпа, — терĕм, — ан та хăвала”.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 283 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.02.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz