Пĕчченех пурăнать пĕр хĕрарăм
Унччен пулнă сысна ферминче.
Вăтăр ик çулта çеç-ха, вăл çамрăк,
Уншăн пур пĕр кичем çут тĕнче.
Хăй ятпе килĕ çук — ăçта кайăн,
Пурăнать кăмакасăр пÿртре.
Пĕр тĕлте шăтса кайнă урайĕ —
Сивĕпе хăйĕн ÿчĕ чĕтрет.
Пĕр хусах арçынпа вăл çыхланнă,
Кунта килнĕ унпа вăл ерсе.
Анчах леш тахçанах ăна маннă,
Пурăнать çак хĕрарăм йĕрсе.
Ялти пуçлăх ăна ĕçе чĕнчĕ,
Кайма хушрĕ ĕне фермине.
Пурăнма унта пур хурал пÿрчĕ, —
Пĕтерет çав ăна ÿркенни.
Пулайман вăл никамăн та кинĕ,
Ачине ÿстерет ют çĕрте.
Хăш чухне ун ăна курас килнĕ,
Каяймасть пăрахса сив пÿрте.
Каччăсем ăна мĕншĕн тиркенĕ,
Мĕншĕн иртнĕ унран пăрăнса?
Халĕ тин ăна кам-ши хĕрхенĕ,
Кам ачашлĕ ăна юратса?