|
Хĕлле
Лăпкă таврара, хĕвеллĕ, Кавир витнĕн юр выртать. Тĕнче аслă та илемлĕ, Юмахри пек туйăнать.
Вăрмана пырса кĕретĕп, Йĕлтĕр йĕрĕ хăварса. Чăрăшсем ÿсеççĕ ретĕн Сиплĕ сывлăш кăларса.
Пилеш, шĕшкĕ — юнашар-мĕн, Вĕрене пур — юлташсем. Хĕл мучи вĕсене тивмĕ — Кĕрĕк витнĕ шеллесе.
Кăлтăр-кăлтăр, темĕн пулнăн Систерсе шавлать чакак. Ним те мар, улатаккашăн — Чарăнми текех шаккать.
Шăши, авă, чупса иртнĕ Пăрçа сапнăнах хыçран. Пакша мăйăр шĕкĕлченĕ — Шĕшкĕ тавра — хуп-хура.
Виçейми вăрман хăватлă, Мĕн-ши пур унпа пĕр тан? Уттуна чарсамччĕ, ватлăх, Хăв та ил канса пăртак.
Савнă ен, тăван тавралăх, Эс ялан ман чĕрере. Иксĕлми сан пархатарлăх Пултăр ĕмĕр-ĕмĕрех!
| Категори: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 (31.01.2013)
| Автор: Валентина Рудникова
| Миçе çын вуланă: 388
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|