|
Упи ен паттăрĕ
Пайсупинра çуралса ÿснĕ паттăр ентешĕмĕре — Давид Максимович Максимова
Раман Еккĕмч Петĕрне, Полици полковникне Эп тĕл пултăм Тюменьре, Туйрăм ăшă кăмăлне.
— Пĕлес килет сир(ĕ)н çинчен, Ыйтрăм эпĕ Петĕртен. — Хавас калаçма ирччен, — Епле пурăнать Трак ен?
Çĕпĕре Тавит кукка Вăрçăччен килнĕ куçса. Çуртне-йĕрне çавăрса Тымар янă Канашра.
Хĕрĕх пĕрремĕш çулта Куккана илеç вăрçа. Çĕпĕр дивизийĕнче — Хăюллисен йышĕнче.
Чăтăм-тÿсĕм çитерсе Аркатаççĕ нимĕçе. Вĕсен шанăç-ĕмĕтне Çунтараççĕ вут-хĕмпе.
Чыс тăваç куккасене — Мускава хÿт(ĕ)лекене. Тавит Макçимч кăкăрне Çакаç "Хĕрлĕ Çăлтăрне”!
Виçĕ орден пĕтĕмпе Илнĕ вăрçă хирĕнче. Мухтанатпăр куккипе, Упи ен паттăрĕпе.
Кукка хыççăн йĕрлесе Эп те çитрĕм Çĕпĕре. Питĕ кăмăллă Канаш, Кĕтсе илчĕ пит йăваш.
Вун саккăрти каччăна Шанса пачĕç трактор та. Пĕтĕм вăй-хала хурса, Эп ĕçлерĕм тăрăшса.
Утмăл пиллĕкмĕш çул Çитрĕç аттепе анне. Епле ырă пĕрле чух Пурăнмашкăн çут тĕнче.
Çумри çывăх çыннăмсем Уйрăлсан ĕмĕрлĕхе, Кунти Тюмень тăрăхне, Çитрĕм Каскара ялне.
Тура шывĕ çухрăмра Çĕклет пирĕн кăмăла. Илĕртет-çке çумăра, Ÿстермешкĕн тыр-пула.
Ÿсеç çĕнĕ урамсем, Кунта çамрăк мăшăрсем. Çĕпĕр ялĕ Каскара, Çĕкленет çулран-çула.
Манмăп нихçан туссене, Пĕрле вĕреннисене. Ваçли Васильч Йăванне — Пĕрмĕш ранг капитанне.
Ÿснĕ вăл Янмурçинра, Эпĕ вара — Мамçара. Пĕлÿ пухнă Упире, Пурăнать халь Питĕрте.
Мăшăрăмпала пĕрле, Ывăлпа хĕр ÿстерсе, Мăнуксемпе киленсе, Пурăнатпăр хисепре.
Академи пĕтерсе Пурнăçларăм тивĕçе. Халь тивĕçлĕ канура, Ял-йыш ялан асăмра.
* * *
Тав тăватăп ентеше. Манмăп ăшă сăмахне. Пурăнмашкăн малашне, Сунап çирĕп сывлăхне!
| Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (11.02.2013)
| Автор: Гурий Дубров
| Миçе çын вуланă: 305
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|