Тюменьрен çĕр çухрăмра —
Илĕртÿллĕ вырăнсем,
Курăнмаççĕ сăрт-тусем.
Тура, Тавда шывĕсем — Икçĕр ытла кÿлĕсем.
Ылтăн-кĕмĕл карассем, Çаклатаççĕ пулăçсем. Пулăран пуян шывсем — Çирĕм ытла йышĕсем.
Кÿлĕре ĕрчекенсем — Вăтăрсемпе ăтăрсем. Куянсемпе тилĕсем — Тайгара вăй илнисем.
Çĕрĕ пуян вăрманпа — Вун икĕ пин лаптăкра. Хырпа чăрăш, пихтăсем, Йăрăс вуллă хурăнсем.
Хулари пек урамсем, Пилĕк хутлă çурчĕсем, Асфальт сарнă урамне, Çĕклет ялăн илемне.
Çакă ялăн фермерпе, Макар мучин хĕрĕпе, Курнăçсассăн çак ялта, Чун çĕкленчĕ, тупата.
Сарă, хитре чиперкке, Кăвак куçлă хĕр-пике, Хĕвел евĕр йăл! кулса, Ăшшăн тытрĕ ал парса.
Вăй хурать вăл çĕр çинче — Ÿсет тулă уй-хирте. Тĕрлĕ пахча çимĕçпе Вăл малтисен йышĕнче.
Çăнăх тума арман пур, Кăмăл пулсан çитсе кур. Çăкăр завочĕ хăйсен, Чыс-хисепре пекарьсем.
Чăх-чĕп фабрикийĕнче Ÿстереççĕ чĕпĕсем. Тупăш параканнисем — Голландирен илнисем.
Выльăх-чĕрлĕхрен пуян,
Татăк тăмаç аш-пăшран.
Ÿстереç ăратлă хур — Пасарта сутмалăх пур.
Ял-йыш туслă пурăнать, Юмахри пек туйăнать. Юрă-ташă ăстисем, Мухтава тивĕçлисем.
Тура юхать сарăлса, Тыр-пул ÿсет кашласа Хура çĕрпе ыр курса, Пурăнаççĕ савăнса!
|