Красноармейскинче "Трак керамики” завод тăвакан хупă йышши "ТУС” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне, ЧР тава тивĕçлĕ строительне, "Мухтав Ылтăн Çăлтăрĕ” орденĕн кавалерне Николай Федорович Угаслова халалласа Тюменьсемпе чăваш енсем, Пĕр çулпалах утаç туссем. Хитре, илемлĕ çурт-йĕрсем Ку тăрахра та пур вĕсем. Хастар чĕреллĕ тантăшсем, Чăваш ятне çĕклекенсем. Мухтава тивĕç ĕçченсем, Чыс-хисепре ыр ĕçĕсем.
Трак ен чăвашĕ савăнать, Завод илемлĕ курăнать. Кĕçех вăл кирпĕч кăларать, Пурăнăç çĕнелсе пырать.
Ятран калассăм ман килет, Çан тавăрсах халь вăл ĕçлет. Хĕветĕр ывăл — Микулай, Сан пултăр яланах вăй-хал!
Кĕскен кăна çеç каласан — Ĕçсем ăнса пыраççĕ сан. Шупашкарпа Мускав таран — Тĕслĕх илеç фирма "ТУСран!”
Çут ĕмĕтпе эс пурăнан, Хула çырмийĕнчи тăван. Тăван ялта чиркÿ уçсан, Манмĕ ял-йыш ĕмĕр сана!
"Ылтăн Çăлтăр” кăкăр çинче,
Тивĕçлĕ пултăн хисепе.
Асра тытсан ваттисене, —
Телейлĕ пулăн çĕр çинче.
Трак енсем халь — тус-тăван, Чун савăнать ĕç-пуç ăнсан. Тюмень тăрăхсене ан ман, Туссем пĕрле пулсан аван.
|