Эпĕ, улттăри ача, çуркунне асаннепе ял çумĕнчи вăрмана серте татма кайнăччĕ. Вăрманти юр тĕллĕн-тĕллĕн ирĕлсе пĕтменччĕ-ха. Анчах асанне асамçă тейĕн — юртан тасалнă пысăках мар çутă уçланка илсе çитерчĕ: серте вара кунта ятарласа йăран çине акнă пекех — пуçтар та пуçтар. — Хĕрринчен пуçла татма, шала кĕрсе сиплĕ курăка ан тапта, — хушрĕ асанне. Эпĕ парка та сĕткенлĕ курăка татма пикентĕм. Ывăç тулсан ырă шăршăллă сертене пиччен шкула çӳремелли пир сумкине чышатăп. Асанне серте пуçтарма васкамасть-ха. Пуç çинчи хĕрлĕ-кĕрен тĕслĕ мăкăнь чечеклĕ тутрине хулпуççи çине хучĕ, унтан пилĕк таран ярăнакан сарă çӳçне тураса якатрĕ те: — Эсĕ, мĕн, сертине пуçтар-ха, эпĕ тепĕр уçланка çитсе килетĕп. Унта çапăсен хушшинче вĕлтрен пулаканччĕ, — терĕ. Эпĕ пĕлтĕрхи йывăç çулçисем çийĕн шăкăрин ларакан сертене пуçтаратăп та пуçтаратăп. Нумаях та вăхăт иртмест, асанне каялла кăштăртатса çитрĕ. — Вĕлтрен тухнă, тăват-пилĕк çулçа çитнĕ, — евитлет вăл. — Тусăмпа та курса калаçрăм, — ăшшăн кулать хăй. — Кам вара вăл санăн тусу, асанне? — ыйтатăп эпĕ. — Сана халех ун çинчен пĕлме иртерех-ха, ӳс-ха, тепĕр вунă çултан паллаштарăп унпа. Анчах ку — иксĕмĕр хушăри вăрттăнлăх. Ун çинчен никама та ан пĕлтер. Юрĕ-и?