Кăлава яленче çуралса ÿснĕ Юрий Никитич Степанова, техника наукисен кандидатне, Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультечĕн деканĕн çумне, доцента
Наукăн кăткăс çулĕ Чăн-чăн çынсем валли. Пустуй унта куççулĕ, Ют ăс, ют çын алли. Кам çав çула суйланă Чунпа, ăспа, тăнпа - Хăйне хăй, çук! сунман вăл! (Асап пулсассăн та!) Çав çул - ун ăсĕ, ĕçĕ! Хăй евĕр пултару! Тĕпчев, шырав пĕр вĕçĕм! (Ăс-тăншăн çук чару!). Çав çул ун - чысĕ, хакĕ! Хăçан мĕнле çунни! Малашлăхри ăс-хакăл! Çĕннишĕн ăнтăлни! Çав çул - ун чунĕ, юнĕ! Чĕре таппи! Кун-çул! Пулин тÿлевĕ йÿнĕ... Ун ĕçĕ - хаклă мул!
2002, 9/08
|