Чечняра пуç хунă салтаксен
чунĕсем пирĕнпе калаçни.
Эс пире вăрçа ăсатрăн...
Каймасан - ВĂЙПА хăратрăн...
Кайсанах... пире пăрахрăн...
Астăватăн-и, Раççей?
Эп вилменччĕ-ха, аттеçĕм!
Эп вилменччĕ-ха, аннеçĕм!
Эп вилменччĕ-ха, савниçĕм!
Çăлаймарăн эс, Раççей...
Халь эпир çĕрте выртатпăр...
Те начар салтак... Те паттăр...
Кам мĕнле шутлать... Шутлаччăр...
Эсĕ те шутла, Раççей!
Аттесем пире кĕтеççĕ...
Аннесем пире кĕтеççĕ...
Савнисем пире кĕтеççĕ...
Эс кĕтетĕн-и, Раççей?
Мĕн тума пире çак вăрçă...
"Кирлĕ!" - текенсем те пур çав!..
Халь пире кăшлать çĕр хурчĕ...
Эх! Раççей! Раççĕй! Раççей...
Аттесем! Тархасшăн чăтăр...
Аннесем! Ытлах ан йĕрĕр...
Савнисем! Пире ан кĕтĕр...
Эпир вилнĕ вĕт, Раççей!
Пурнăç вăл - ытла та ырă!..
Халь пулсассăн... Пурăн! Пурăн...
Ан пуçла эс вăрçă урăх!
Ан пуçла, Раççей! Раççей!
Е çапах... Пуçлас тесессĕн...
Чăнласах пуçлас тесессĕн
Аса ил пире, Раççей...
16.07.1998 ("Ял пурнăçĕ")