Юнкун, 06.11.2024, 10:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 66-70
Страницăсем: « 1 2 ... 12 13 14 15 16 ... 107 108 »

Ялта кашни килтех кушак пур. Тимруксен çемйи те кушака питĕ юратать. Вĕсен пурĕ виçĕ кушак. Вĕсем виççĕшĕ те пĕчĕкренех пĕрле выляса ӳсеççĕ. Вĕсем пĕринчен тепри хитререх. Çавăнпа та çурасене кайса пăрахма шел тесе виççĕшне те усраççĕ.
Пĕррехинче кӳршĕ хĕр ачи Лисук Тимруксем патне выляма пырать. Ачасен вăййине кушаксем те хутшăнаççĕ. Хĕрсе вылянă вăхăтра хура тĕслĕ кушакки Лисука чĕрмелесе пĕтерет. Лисук чăтайманнипе сасăпах макăрса ярать. Çакăншăн Тимрук кушака ятласа та илет, пӳрнепе юнаса: «Ачасене тивмелле мар, хитре вылямалла, вĕсем сире юратаççĕ вĕт. Акă эсĕ халь Лисука кӳрентертĕн, вăл сан пата урăх выляма килмест», — тет.
Хăй ашкăнса вылянишĕн кулянса кушак пӳртрен тухать те ансăр сукмакпа вăрманалла утать. Пырсан-пырсан вăрман хĕрринчи пĕр йывăç патне çитсе чарăнать. Пуçне çĕклесе пăхать те — хăй умĕнче йăмра тăнине курать. Савăнса кайнипе унпа калаçма пуçлать:
— Ырă кун пултăр, йăмра!
— Саншăн та кунĕ ырă пултăр, кушак!
— Сана кунта кунĕн-çĕрĕн пĕччен ларма кичем мар-и?
— Мана пĕччен ларма килĕшет. Эпĕ хăнăхрăм ĕнтĕ.
— Мана та вĕрент-ха пĕччен пурăнма.
— Юрать. Вĕрентетĕп. Хальлĕхе вара ман турат çине хăпарса вырт та çывăр. Эсĕ ывăннă, санăн канмалла.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 314 | Author: Джус Дарья, Красноармейски | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 16.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çуллахи вăхăтра Тавит пахчаран кĕме те пĕлмест. Мĕнле йывăç кăна çук унта! Улма-çырла йывăççисем çуркунне шап-шурă чечеке лараççĕ, çуллапа кĕркунне вара çимĕçĕпе савăнтараççĕ. Çак йывăçсене пурте юратаççĕ. Шăрăх çанталăкра вĕсене шăвараççĕ, çĕрĕ хытса кайсан — кăпкалатаççĕ. Кил хуçисемшĕн пĕтĕм савăнăç — пахчара.
Пахча вĕçĕнче пĕр йăмра тунсăхласа ларать. Ун патне пырсах та каймаççĕ, пăхмаççĕ те, ун çинчен аса та илмеççĕ. Ӳсет, çитĕнет йăмра. Темшĕн çак йывăç Тавита питĕ килĕшет. Пахчана тухсан вăл кашнинчех йăмра патне пырса тăрать те унпа калаçать. Тавит калаçать — йăмра чĕнмест. Майĕпен-майĕпен йăмра сасси те илтĕнкелеме пуçлать: паян — хулленрех, ыран — хытăрах. Çапла йăмрапа Тавит туслашсах каяççĕ. Арçын ача йăмра çинчен ашшĕ-амăшне пĕр сăмах та каламасть, каласан та — вĕсем ĕненмеççĕ.
Пĕр ирхине Тавит йăмра патне пырса тăрсан лешĕ тӳрех савăнăçлăн калаçма пуçлать: «Пĕлетĕн-и, манăн пĕр пысăк ĕмĕт пур. Тĕнче уçлăхне çул çӳреве каяс килет манăн. Санăн пĕрле пырас килмест-и?» — тет. Арçын ача савăнсах каять. Мĕнле каяс килмĕ-ха! Пурте тĕнче уçлăхне çитсе курма ĕмĕтленеççĕ. «Эпĕ никама каламасăр тухса кайсан аттепе анне мĕн калĕç? Вĕсем кулянаççĕ вĕт!» — тет Тавит. «Ан хăра, эпир тĕнче уçлăхне çитсе килнине вĕсем сиссе те юлаймаççĕ. Сана выляма кайнă тесе шутлаççĕ, эпĕ вара вĕсемшĕн — те пур, те çук», — тет йăмра. 
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 245 | Author: Екатерина Сидорова, Красноармейски | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 16.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1970-мĕш çулта Мăн Шетмĕри
вăтам шкултан вĕренсе тухнă
тус-тантăшсене, хамăра вĕрентнĕ
учительсене халаллатăп.

Анчахчĕ - Çутă Ир...
Умра - Хĕвеллĕ Çул...
Çав çул çинче - эпир...
"Сыв пул, юратнă шкул!"

Ах, Вăхăчĕ тăмасть...
Иртет çул хыççăн çул.
Анчах чĕре манмасть
Сана, юратнă шкул.

Пире вĕрентрĕн эс, 
Ăс патăн вунă çул.
Мĕнпе сана тÿлес...
"Сыв пул, юратнă шкул!"

Калаттăн яланах:
"Малтисенчен ан юл!"
Юлмарăмăр. Тавах
Сана, юратнă шкул.

Хăш чух ятлаттăн çав:
"Пĕлÿ вăл - пысăк мул!
Тÿрех кĕмест пуçа...".
Тавах, юратнă шкул.

Ах, Вăхăчĕ тăмасть...
Нивушлĕ вăтăр çул?..
Çук! Çук! чĕре манмасть
Сана, юратнă шкул.

Хаваслă Çутă Ир!
Умра - палланă Çул!
Çав Çул çинче - эпир!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 343 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 15.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

"Хĕрарăм... Кам вăл тĕнчере?" - 
Мĕльюн арçын хурав шыраççĕ.
Мĕльюн арçын... Мĕльюн чĕре:
"Вăл Турă вĕт!" - тесе калаççĕ.

Хĕрарăм Турă мар! Çук! Çук!
Эпир унран тăватпăр Турă!
Хĕрарăма пуç çапнă чух
Арçын этем хĕвел пек ырă:
Сăмахĕ - çу!
Алли ачаш!
Чарма хал çук!
Атя, аташ...

"Хĕрарăм... Кам вăл тĕнчере?" - 
Мĕльюн арçын хурав шыраççĕ.
Мĕльюн арçын... Мĕльюн чĕре:
"Шуйттан вĕт вăл!" - тесе калаççĕ.

Хĕрарăм шуйттан мар! Çук! Çук!
Эпир унран шуйттан тăватпăр!
Хĕрарăма "тăн панă" чух
Арçын этем темрен те паттăр:
Сăмахĕ - пăр!
Чышки - çур пăт!
Хăртсассăн - хăр!
Çапсассăн - чăт!

"Хĕрарăм... Кам вăл тĕнчере?" - 
Мĕльюн арçын хурав шыраççĕ.
Мĕльюн арçын... Мĕльюн чĕре:
"Тетте пуль вăл!" - тесе калаççĕ.

Хĕрарăм тетте мар! Çук! Çук!
Эпир унран тетте тăватпăр!
Выляс килет те тепĕр чух...
Йăлăхтарсан... пăрахатпăр:
Сăмахсăрах!
Çак алсемпех!!
Макăртăрах!
Сана пĕрех!

"Хĕрарăм... Кам вăл тĕнчере?" - 
Мĕльюн арçын хурав шыраççĕ.
Мĕльюн арçын... Мĕльюн чĕре:
"Хуравĕ çук!" - тесе калаççĕ.

Хуравĕ пур, арçыннăмăрсем!
Нивушлĕ халь те ăнланмарăр?
Саккун пĕрре çак çут Тĕнчен:
Арçын мĕнле - çапла хĕрарăм!
Сăмахăм - чăн!
Алли суйман!
Вула, арçын!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 281 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 15.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Владислав Михайлович Малинина

Туссем нумай ман Карайра,
Ун пек ял таврара сайра!
Çирĕплетсех калап çакна:
Çапла!

Карай вăл - хăйне май тĕнче!
Ĕçленĕ эп Карай енче,
Тĕлĕнмелле çынсем унта!
Чăн та!

Пĕри вăл эсĕ вĕсенчен - 
Михалыч! Пур сăлтав, ĕнен,
Сана аса илме паян!
Аван!

Хыçа хăвартăн аллă çул!
Малта та пултăр çавăн чул!
Ун хыççăн ĕнтĕ... Куç курать!
Юрать?

Сана пĕлетĕп эп аван,
Эс маншăн - тăванран тăван!
Мĕн-ма тесен пулать сана
Шанма!

Чун-чĕрÿпе эс - демократ!
Санран пулаймĕ бюрократ!
Санра Тур панă çынлăх пур!
Маттур!

Хăть çирĕмре, хăть... çитмĕлте,
Хăть районта, хăть килте - 
Эс улшăнмастăн! Çав-çавах!
Тавах!

Кам кунĕн-çĕрĕн çиле май
(Ун йышшисем паян нумай!) - 
Вĕсем... хăйсем те хăйсем мар!
Тавар!

Кам - сутăнать! Кам илĕнет!
Кам - хакланать! Кам... йÿнелет...
Илтес, курас килмест хăш чух!
Май çук!

Шыратăн пурнăç тупсăмне, 
Çурта лартатăн Тур умне,
Çунать çурта... Çунать хуллен...
Куллен.

Ан тив, вăл çунтăр нумай çул!
Сана - телей те ăнăçу
Ĕçре! Килте! Юратура!
Ырра!

2000, 07.03
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 284 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 15.12.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz