Салтака кайма ят тухрĕ. Эпĕ курсант тумне тăхăнма кăмăлларăм. Çар комиссариатĕнче манăн шухăша ырларĕç. Эпĕ Омскри çар аслă училищине суйласа илтĕм. Палăртнă вăхăтра Шупашкартан вунпилĕк çамрăк Канаша çул тытрăмăр: иккĕш-виççĕш — ял ачисем, ьптисем — хуларан. Эпĕ заводра ĕçленине шута илсе çар комиссарĕ мана çав ушкăнăн асли пулма палăртрĕ. Канашра çĕр каçнă хыççăн Омска çитекен пуйăс çине лартăмăр. Вакуна вырнаçсан кăнтăр апатне пуçтарăнтăмăр. Кашнин салтак кутамкки пур. Кам мĕнле апат-çимĕçпе пуян, çавна кăларчĕ. Халĕ ĕнтĕ эпир пĕр çемье. Пур — пĕрле, çук — çурмалла. «Кăлпасси санăн, чăкăчĕ манăн» тесе уйăрса тăмастпăр. Шупашкар районĕнчи Улати кутамккинчен сĕтел çине шăрттан кăштăрт кăларса хучĕ. Чăн-чăн чăваш шăрттанĕ. Салтак ачисем ку хура-хăмăр питлĕ чăмăрккана курсан: «Ку мĕн ара? — тесе Улатирен кулма пуçларĕç. — Çимелли япалах-ши ку? Вăркăнтар ăна кантăкран!» Эпĕ çакăн пек шăрттана Ехрем хуçа Чулхула ярмăрккинче сутса палăрнине пĕлтертĕм. Акăлчан купсисем тутанса пăхнă та ăна питĕ килĕштернĕ. Вара вĕсем шăрттан усламçипе çак çимĕçе тăтăшах туянса тăма алă çапаççĕ. Çавăн хыççăн Ехрем хуçа чăваш шăрттанне ют çĕрсене Атăл тăрăх пăрахутпа тăтăшах ăсатнă. Техĕмлĕ типĕтнĕ какай вĕт. Сивĕрен те, шăрăхран та хăрамасть. Виç-тăватă çул мар, вуншар çул та упранма пултарать тенине те илтнĕ. Çавăнпа чăвашсен салтак ачисене шăрттан парса ярасси йăлана кĕнĕ. Çавна шута илнĕ ĕнтĕ Улатин ашшĕ-амăшĕ.
Вăтăр çул каялла, хĕсметре тăнă вăхăтра, Хветура аппаран çыру илтĕм. «Отпуска килсен пирĕн пата кĕрсе тухма вăхăт туп-ха, — тет. — Аçӳ-аннӳне курманни те виçĕ-тăватă çул çитет. Питĕ пуплес килет. Тăвансем вĕт эпир». Ай, вăхăт шăвать. Хветура аппана курманни, чăнах та, çĕр çул та пулĕ. Çырура тăвансем çинчен тĕплĕн пĕлтерет. Асанне вунултă ывăлпа пĕр хĕр çуратнă. Кукамайăн та ратни питĕ йышлă. Ăçтан пĕлсе çитерĕн пурне те. Хветура аппа пурне те астăвать, паллать. Кам ăçта ĕçлет, мĕнле хваттер илнĕ, ачи-пăчи мĕнле пурăнать — ним те пытарай-мăн Хветура аппаран. Хăйĕн çемйи çинчен те манса хăварман. «Эпир чиперех пурăнатпăр. Çĕнĕ хваттер илтĕмĕр. Питĕ хăтлă! Ай-яй, ваçка, ĕлĕкхипе танлаштарсан пурнăç халĕ пыл та çу. Стенка текенни ялтăртатса кăна ларать, кавирсем, телевизор та тĕрлĕ тĕспе кăтартаканни. Мĕн тери ырлăх. Эп сана вăрттăн çакна та каласшăн: мана, карчăка, ваннăй çăтмахри пекех туйăнать. Ыраш пăтри пек шăмпăлтатса анчах вырт. Мунча çинчен те манма пуçларăм. Санпа пĕрле шкула чупнă Лёнькка ывăлăм пысăк пуçлăх. Халĕ кăна арăмĕпе курортран килчĕç. Мана валли тутăр туяннă. Тутри вара — чĕнтĕрлĕ, эрешлĕ. Ай, хитре-çке. Павлово-Посадра тĕртеççĕ ун пеккисене. Ку хула ĕлĕкех тутăр тĕртсе чапа тухнă...»
Эпĕ урамран выляса кĕтĕм. Пӳрт алăкне уçрăм çеç, асаннене курах кайрăм. Мĕнле савăнăç! Асанне патне чупса пытăм та ăна ыталаса илтĕм. Вăл мана хăй çумне лăчăртарĕ те: — Мĕнле ӳссе кайнă эс, — терĕ пуçран ачашласа. — Маттур. Акă асанне кутамккинчен пĕчĕк пир хутаç кăларчĕ. Эпĕ тӳрех ăнкартăм: вăл хĕвелçаврăнăшпе хутăштарнă мăйăр илсе килнĕ ĕнтĕ. Пирĕн пата килмессеренех — çулла-и, хĕлле-и — кашнинчех мана çав хутаçри сарă мăйăрпа сăйлатчĕ асанне, Халĕ те вăл мана пĕр пысăк ывăç хĕвелçаврăнăшлĕ мăйăр тыттарчĕ. Шăлна катса ан пăрах тесе мана анне мăйăр тукмакки пачĕ. Пуçларăм хайхи мăйăра шĕкĕлчеме. Асанне ку хутĕнче, юнашар ялта пурнаканскер, ик-виçĕ кунлăха анчах мар килнĕ. Атте аннене ыран Шупашкара больницăна илсе каять иккен. Вăл тĕп хулара пир-авăр комбинатне тунă çĕрте ĕçлет те. Анне ун чухне пилĕкпе питĕ хытă аптратчĕ. Тепĕр кунне эпĕ çывăрса тăнă вăхăтра эпир асаннепе иккĕнех. Аттепе анне тул çутипех тухса кайнă. Пуйăспа каймалла та-ха. Асанне тĕпелте кăштăртатать, çимелли пĕçерет. Эпĕ вырăн çинчен тăтăм анчах — асанне ман пата çитрĕ те.
Эпĕ шăм-шак вĕриленсе кайнипе вăрантăм. Кăмака çинче выртатăп-çке. Анне вут хутса янă иккен. Кĕçех сăмсана шаркку шăрши йĕкĕлтеме пуçларĕ. Шак-шак, шак-шак! шаккать стена çинчи сехет... Паян анне Трак пасарне кайма хатĕрленет. Ку вара маншăн телейлĕ кун. Ара, пасартан вăл нихăçан та пуш алăпа таврăнмасть, пĕремĕк, канихвет е сахăр туянса килет. Сутлăх услам çуне анне эрне каяллах хатĕрленĕ. Ĕни пирĕн çуллă сĕт парать. — Çур кĕренкке çупала кĕренкке çурă пĕремĕк килет, — тет анне. Чăхсем те çăмарта тума пуçланă. Эппин, çăмарта сутма та пулать. Укçипе сахăр туянĕ вăл. — Кил, шаркку антартăм. Уйранпа çи. Çĕрулмипе уйран çисен хăвăрт ӳсетĕн, пысăк пулатăн. Акă анне пасара кайма хатĕрленсе çитрĕ. Тумланнă май мана ĕç хушса хăварать: путексене утă памалла, шыв ĕçтермелле. Утта перекетлемелле, карçинккана кăшт кăна хумалла. Нумай хурсан путексем утта тăкса, таптаса пĕтереççĕ. — Сана кил хуçи вырăнне хăваратĕп. Нумаях тăмастăп. Акă лайăх пăхса юл сехет çине, — пӳрнепе тĕллесе калать анне, — пĕчĕк йĕппи — вуниккĕ, вăрăмми улттă тĕлне çитсен пасартан çаврăнса килетĕп.
Килте эпир виççĕн — Эпĕ, сăпкари Улентей шăллăм тата Ехвин мучи. Ехвин мучи — стена çинче çакăнса тăракан сăнӳкерчĕк. Аттен аслă пиччĕшĕ. Чикĕ хуралçи пулнă. Вăрçă пуçланиччен икĕ эрне маларах килтисем унран çар тумĕпе ӳкерĕннĕ сăнӳкерчĕк илнĕ. Çырăвĕнче вара вăл кĕçех таврăнасси çинчен пĕлтернĕ. Анчах вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех Ехвин мучи чикĕри ытти салтаксемпе пĕрле паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Атте Ехвин мучин пĕчĕк ӳкерчĕкне пысăклаттарса юман хашак ăшне вырнаçтарнă. Ехвин мучи салтак карттусĕпе, кăкăрĕ çинче — хастарлăх палли. Тути тăп-тăп. Анчах куçĕ шăппăн кулать тейĕн. Тĕлĕнмелле, унăн куçĕнчен ниçта та пытанма май çук. Кил картине тухакан е урам енчи кантăк патне пыратăн-и, тĕпеле каятăн-и — Ехвин мучи сан çинех пăхать. Çавна шута илсе анне ăçта та пулин кайнă чух Улентейпе иксĕмĕре: — Никамран та ан хăрăр. Ав Ехвин мучу яланах хуралта. Сире хӳтĕлетех вăл, — тесе лăплантарать. Анчах Ехвин мучи пире сыхланипе çырлахмасть иккен, аттепе аннене эпир килте хамăра мĕнле тытни çинчен евитлесе тăрать. Ун пирки анне мана хăй каларĕ.