Кÿкеç райпо канашĕн председательне, Раççей Аграри партийĕн Тĕп Канашĕн членне Нина Игнатьевна Правдинăна
Ăнланатăп эп Сире: Çăмăл мар пулма ертÿçĕ! Хăш чухне пулан... кĕтÿçĕ! Унăн çăкăрĕ ах! йÿçĕ! Эп калатăп пĕлнĕрен. Ĕненетĕп эп Сире: Сирĕн пур ăсталăх, тÿсĕм Ĕçĕрте тумашкăн ÿсĕм! Çавăн пек этем çеç тÿсĕ Çак пăтравлă пурнăçа. Хисеплетĕп эп Сире Кăмăлăр пулнишĕн уçă, Халăха кÿнишĕн усă, Ĕмĕтĕр пулнишĕн пысăк Çул тупма малашлăха. Ăмсанатăп эп Сире! Ыр сунса, паллах! "Ял сучĕ" Кăмăла хăш чух, тен, хуçĕ - Пур Сирте Тĕрĕслĕх Вучĕ Чăнлăха хÿтĕлеме!
|