Шăматкун, 28.12.2024, 20:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Исмай Исемпек пултарулăхĕ

Асанне тусĕ. Калав
Эпĕ, улттăри ача, çуркунне асаннепе ял çумĕнчи вăрмана серте татма кайнăччĕ. Вăрманти юр тĕллĕн-тĕллĕн ирĕлсе пĕтменччĕ-ха. Анчах асанне асамçă тейĕн — юртан тасалнă пысăках мар çутă уçланка илсе çитерчĕ: серте вара кунта ятарласа йăран çине акнă пекех — пуçтар та пуçтар.
— Хĕрринчен пуçла татма, шала кĕрсе сиплĕ курăка ан тапта, — хушрĕ асанне. Эпĕ парка та сĕткенлĕ курăка татма пикентĕм. Ывăç тулсан ырă шăршăллă сертене пиччен шкула çӳремелли пир сумкине чышатăп. Асанне серте пуçтарма васкамасть-ха. Пуç çинчи хĕрлĕ-кĕрен тĕслĕ мăкăнь чечеклĕ тутрине хулпуççи çине хучĕ, унтан пилĕк таран ярăнакан сарă çӳçне тураса якатрĕ те:
— Эсĕ, мĕн, сертине пуçтар-ха, эпĕ тепĕр уçланка çитсе килетĕп. Унта çапăсен хушшинче вĕлтрен пулаканччĕ, — терĕ.
Эпĕ пĕлтĕрхи йывăç çулçисем çийĕн шăкăрин ларакан сертене пуçтаратăп та пуçтаратăп.
Нумаях та вăхăт иртмест, асанне каялла кăштăртатса çитрĕ.
— Вĕлтрен тухнă, тăват-пилĕк çулçа çитнĕ, — евитлет вăл. — Тусăмпа та курса калаçрăм, — ăшшăн кулать хăй.
— Кам вара вăл санăн тусу, асанне? — ыйтатăп эпĕ.
— Сана халех ун çинчен пĕлме иртерех-ха, ӳс-ха, тепĕр вунă çултан паллаштарăп унпа. Анчах ку — иксĕмĕр хушăри вăрттăнлăх. Ун çинчен никама та ан пĕлтер. Юрĕ-и?
— Юрать, асанне. Эпĕ никама та каласа памăп.
Çуркунне хыççăн çу çитет. Каллех эпĕ асаннепе çав вырăна çĕр çырли пуçтарма каятăп. Ун чухне те асанне хăйĕн тусĕ патне çитсе килет.
— Ватăлман-ха, çавăн пекех армак-чармак, — тет асанне ун çинчен.
Кĕркунне, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçлансан, вăхăт тупса асаннепе яланхи пекех хамăрăн уçланкăна сарă мăйăр пуçтарма каятăп. Асанне та вара хăйĕн тусĕпе курнăçма манмасть.
Ун хыççăн хăш чухне лĕх-лĕх кулса илет.
Вăхăт шăвать. Эпĕ шкул пĕтерсе хулана çул тытрăм. Çитĕнсен те вăрмана çӳрерĕм. Часах салтака кайма та вăхăт çитрĕ. Повесткине вунă кун маларах панăччĕ те асанне патне яла кайрăм. Яланхи пекех вăл мана вăрмана çырлана илсе кайрĕ, хăйĕн вăрттăнлăхĕ пирки те манмарĕ.
— Мăнукăм, эсĕ ĕнтĕ ӳссе çитĕнтĕн, салтака кайма яту та тухрĕ. Халĕ хамăн тусăмпа паллаштарма вăхăт çитрĕ, — йăл-йăл кулса куçне хĕсрĕ асанне. — Итле, акă мĕн пулчĕ утмăл çул каялла çак уçланкăра...
Асанне, ялти хитре Елен, ашшĕпе амăшĕн вуннăмĕш хĕрĕ пулнă. Вун çиччĕри йăрăс пӳллĕ, сарă вăрăм çивĕтлĕ, юрра-ташша ăста, пур ĕçре те çыпăçуллă хĕре вăрманти те арçури, те шуйттан куç хывнă.
Арçури çинчен пĕлмен чăваш çук пулĕ. Ас тăватăр-и мухтавлă сăвăçăн йĕркисене: "качака пек мăйракаллă, ури вăрăм, куçĕ чармак..." тата тем те пĕр. Çав вăхăтрах вăл шур сухаллă старик те, таркăн салтак та. Асаттесем каланă тăрăх, арçури Энтри ятлă çынран пулнă.
Çав арçури вара асаннене ниçта та çул паман. Хура кăтра çӳçлĕ, кăвак куçлă, яштака та илемлĕ йĕкĕт пулса тăнă та асаннене качча тухма ӳкĕтленĕ. Хăй ирĕкĕпе пымасан вăрласа каяссипе хăратнă. Асанне хуйха ӳкнĕ. Ашшĕ-амăшне калама хăранă.
Салхуллă çӳрекен Елене кӳршĕри Урине аппăшĕ асăрханă. Унăн хуйхи-суйхи çинчен ыйтнă. Асанне ăна нимĕн пытармасăр арçури тапăнăвĕсем çинчен каласа панă.
— Хуйхăрма кирлĕ мар, Елен, — тенĕ Урине аппа. Арçурие тепре тĕл пулсан ăна пĕр ĕç хушма сĕннĕ. Енчен те арçури ăна тума пултарсан качча тухма шантарма хушнă.
Арçури ку сĕнĕве йышăннă:
— Ку маншăн ним те мар, туя хатĕрлен.
Асанне вара арçурие хыса çинчи çăм пĕрчине кăларса панă та пӳрне çине хурса тӳрлетме хушнă.
Арçури хаваслансах ĕçе пикеннĕ. Анчах хыса çăмĕ çĕрĕ пек çаврăнса ларнă. Лешĕ ĕçе çĕнĕрен пикеннĕ. Кун хыççăн кун иртнĕ. Анчах ниепле те ĕç тухман. Хыса çăмĕ тӳрленмен те тӳрленмен.
— Атя, кайса куратпăр тусăма, мĕнле тар юхтарса ĕçлет вăл, — терĕ мана асанне юнашар уçланкă енне пуçĕпе сĕлтсе.
Çитрĕмĕр кирлĕ вырăна.
— Тинкер лайăхрах, — тет асанне, — кур манăн туса, — тĕллет вăл аллипе уçланкăн тепĕр хĕррине.
Чăнахах та унта пысăк юман тункати ларать, анчах эпĕ ун çумĕнчи армак-чармак юман çапписĕр пуçне никама та курмастăп.
— Кунта никам та çук-çке, асанне, — тетĕп.
— Сана курсан тарчĕ, пулас салтакран хăраса ӳкрĕ пулмалла...
...Асанне çут тĕнчерен уйăрăлни вăтăр çул ытла ĕнтĕ. Ырă ят хăварчĕ вăл хăй çинчен. Йывăрлăхсене çĕнтерсе таврари паллă Кĕркури салтака качча тухса вунултă ывăл та пĕр хĕр çуратса ӳстерме мехел çитернĕ. Ывăлĕсем пурте çĕршыва юрăхлă пулнă, аслă вăрçă çулĕсенче тăшманпа хастар та хăюллăн çапăçнă, орденпа медале тивĕçнĕ. Мăнукĕсем те — паллă çынсем. Хĕрĕ те маххă паман — çичĕ ача çитĕнтернĕ.
...Ялта пурăнакан Олюш пиччен хĕрĕ, асаннен мăнукĕ ĕнтĕ, каланă тăрăх, арçури асаннене качча илес тесе çав уçланкăрах, çав тунката çинчех ларать тет. Хăйĕн ĕçне çаплах пĕтереймест тет...
Категори: Исмай Исемпек пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (14.12.2013)
Миçе çын вуланă: 359 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz