Ытларикун, 07.05.2024, 09:30
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 11-15
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 ... 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
26
Мартынккӑра ҫуралнӑ-ӳснӗ.
Учитель. Леонид Кузьмич.
Район хаҫачӗпе вăл туслӑ:
Ҫырать. Девизĕ: "Ҫиччӗ виҫ!"
(Паллах, ӗнтӗ: пӗрре касмашкӑн!)
Тӗрленчӗкӗ-очеркӗсем
Хӑйне май витӗмле! Чӑн саслӑ! —
Чуна кӗрет вуланăҫем.
Анчах... пули-пулми ҫырмасть вӑл:
Ик-виҫ ҫулта ҫеҫ... теплерен
Шӑрҫаланса тухать хӑватлӑн —
Ҫырас тенийӗ! — чӗререн.
Вара каллех... каллех пӗр тапхӑр
Сассийӗ унӑн илтӗнмест...
Пулин! Эпир ҫавах мухтатпар
Ӑна! (Хӑйне, тен... килӗшмест...)
27 
Мартынккӑ ывӑлӗ
Виталий Иванович тесессӗнех
Мӑн Шетмӗре кашнийӗ калӗ
Ӑна: "Тархасшӑн! Килĕрех!
Сӑлтавӗ? Вăл пире вӗрентнӗ
Ӗҫленӗ чух тахҫан кунта.
Пирӗн ачасене халь ӗнтӗ
Пӗлӳ парать аслӑ шкулта,
Ӗҫчен, сӑпайлӑ питӗ-питӗ! 
Талантлӑ! Ҫук пустуй шӑв-шав.
Ун пӗ-ӗ-чӗк ӗҫӗнче те 
Мӗн чухлӗ ҫӗн тӗпчев! Шырав!
Ахальтен мар ӑна каланӑ
Ялти пӗр юмӑҫ пӗчӗклех:
"Ӳссен — чӗлхеҫӗ эс пулатӑн!"
Юрать каланӑ! Тӗрӗсех!
28
Тата кам юлчӗ-ха... Галина!
Кӑшт ҫеҫ манса эп хӑварман
Ăна. Вӑл Кушкӑ ялӗн кинӗ,
А хӑй вара Кӳлҫырмаран.
Сасси — хӑйне кура ун — ҫепӗҫ,
Ахаль-им лирик? Ҫавӑнпа! 
Ӑна халь ытларах пӗлеҫҫӗ
"Ҫуткӳль" текен псевдонимпа.
Сӑвви-юррийӗ ун виҫеллĕ,
Тухса каймасть йӗрке-картран.
Те лайӑх ку, а... тен — ҫитменлӗх:
Пымашкӑн пӗр йӗрпе ялан...
Ӑна хӑйне те йӑлӑхтарчӗ,
Ман шутпала. Шӑп ҫавӑнпах
Вӑл хӑйӗн "лашине"... тӑварчӗ.
Пӗлместӗп: те... яланлӑхах...

(Вӗҫӗ пулать).

Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 334 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

                1
Вӗҫленчӗ акӑ ман калавӑм.
Вӗҫлесшӗн марччӗ те халех.
Нумай... Нумай кӗтсе эп лартӑм
Ҫӗн ят... Кӗтнийӗ — ахалех:
Çук. Курăнмасть никам утни те 
Пирӗн хыҫран... Пирĕн йӗрпе...  
Тен... куҫ ман... кураймасть пуль витӗр?
Пулсассӑн — курмаллах ӗнтӗ...
Нивушлӗ ҫук паян Мӑн Шетмӗн
Ҫырас талантлӑ хăть... пӗр ҫын? 
Нивушлӗ аякран кӗтетпӗр?
Эп хирӗҫ мар-ха... Килччӗрин... 
Кунта та, ав... пӑхкаласассӑн —
Кӑшт пур... тапаҫланакансем. 
Анчах... хӑйсем тӗллӗн утмашкӑн 
Ытла та вӑйсӑр-ҫке вӗсем...
                 2  
Паллах, пулӑшмалла. Пӗлетпӗр.  
Май пур таран! Шăл ҫыртсах! 
Ҫапла тӑвас тесех ӗҫлетпӗр.
Ҫитмест пуль ҫав... Сахалтарах...
(Ҫапла каларӑм-ха та... Уншӑн 
Мана ӗнтĕ... патак лекет: 
Кам яланах... "сахал" курасшӑн... 
Ҫынна... "тиркес тесе" тиркет... 
Ун пеккисен хуравӗ янтӑ: 
(Пĕрре кăна ҫеҫ эп илтмен!)
Кĕтес пулать ҫеҫ, чун кӑварӗ 
Амаланма тытăнасса. вара — каять. 
Вара — чараймӑн:
Ҫĕн сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ кӗт! 
Анчах... кашнинченех пулаймӗ —
"Ҫырма пӗлсессӗн" те — поэт. 
Ӑна валли панийӗ кирлӗ:
Ҫӳлтен... Туррийӗ... Суйласа!
Эпир вара... чылайӑш "чирлӗ"!
(Ҫыратпӑр-ха та ҫырасса...)
..........................................
Ҫапах шанас килет-ха манӑн
Кам та пулин; ҫӗкленессе!
Çак тӗнчене — паян... ыран-и...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 334 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.01.2014 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ларсан... шутлатăн тепĕр чух:
"Нивушлĕ пирĕн пурнăç çакă?
Пулма пултараймасть! Çук! Çук!
Пулать пулсан... Халех хăть çакăн!"

Пулать вĕт-ха. Пулать! Пулать!
Хуллен пурнатпăр, ав... Вилместпĕр.
Вилсессĕн те... Тĕнче юлать!
Тĕнче вăл - эпĕ... Эсĕ... Эс те!
8.07.2001
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 301 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Мана ан вăрçăр, тусăмсем,
Эп сирĕнпе пулайманнишĕн,
Эп сирĕн пек пулайманнишĕн, 
Сире хăш чух манса кайнишĕн
Мана ан вăрçăр, тусăмсем!

Эп пулаймастăп сирĕн пек:
Паян туслаш - ыран эрехçĕ,
Паян юлташ - ыран элекçĕ...
Ав, сирĕн юлташсем килеççĕ!
Эп пулаймастăп вĕсем пек.

Мана ăнланăр, тусăмсем!
Эп никам пек те пулаймастăп, 
Сире те хам пек тăваймастăп!
Тăвас тесе те тăрăшмастăп!
Мана ан вăрçăр, тусăмсем.
30.09.2001
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 295 | Author: Николай Петрович Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Каллех ӳстерчӗҫ вӗт ах, Турӑ!
(Миҫемӗш хут, ҫине-ҫинех)
Милиципе прокуратура 
Ӗҫченӗсен ĕҫ укҫине!

Сӑлтавӗ? Пур: "Ан илччӗр взятка 
Шалу ытла сахал тесе!" 
Кӑшт шутлӑр-ха, мӗн калаҫатӑр?!
Тархасшӑн шутлӑр, ҫӳлтисем!

Ҫынна — ҫитмест! Эсир пӗлетӗр:
Паян пани паянлӑх ҫеҫ!
Ыран каллех: "Илеҫҫӗ!" - тетёр!
Малаллине... калас килмест!

Эп хирёҫ мар шалу ӳснишӗн, 
Май пур пулсан ӳстермелле.
Анчах хӑть маншăн, хӑть теприншĕн
Ăна сӑлтавлӑр этемле!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 309 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz