Юнкун, 08.05.2024, 00:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 86-90
Страницăсем: « 1 2 ... 16 17 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Илетĕн чул. Перетĕн те -
Вӗҫет... Вёҫет... Ÿкет...
Сан пахчуна.
Илетӗн эс. Перетӗн те —
Вӗҫет... Вӗҫет... Ӳкет...
Ман пахчана.
Тӗпчевҫӗсем ҫӳреҫҫӗ таврара,
Шыраҫҫӗ тем...
Шыраччӑрах ара...
Чулмек алра.
Перетӗп те —
Вӗҫет... Вӗҫет... Ÿкет...
Сан пахчуна.
Эс турилкке перетӗн те —
Вӗҫет... Вӗҫет... Ӳкет...
Ман пахчана.
Тӗпчевҫӗсем ҫавна пӗлмеҫҫё! Мур!
Вӗҫет пулсассан—перекенӗ пур!
Илетӗн...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 347 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пилӗк кило иҫӗм.
Илнӗ тет Упрам
Виҫӗ килограмм.
Ҫиме ларнӑ иккӗн—
Унта пынӑ Никӑн:
—Иҫӗм! Иҫӗм! Ах!
Хӑшӗн тутлӑрах?
—Манӑн,—тет Униҫӗм,—
Пилӗк кило иҫём!
—Манăн,—тет Упрам,—
Виҫӗ килограмм!
—Тӑхтӑр! Тӑхтӑр! Тӑхтӑр!
Никӑн ҫисе пӑхтӑр!
Вӑл калать сире
Тӗп-тӗрӗссине!
—Санӑн,—. тет Униҫӗм,
Питӗ тутлă иҫĕм!
Санӑн, тет,— Упрам, 
Питӗ те шyлmpa! 
Ҫук! Халь сан, Униҫӗм!
Ҫук! Халь сан, Упрам!
Ҫук, Халь сан, Униҫӗм!
Ҫук! Халь сан, Упрам!..
Ҫирӗ, ҫирӗ Никӑн—
Пӑхса ларчӗҫ иккӗн:
—Иҫӗм! Иҫӗм! Ах!
Хӑшӗн тутлӑрах?
Ачасем кӗтеҫҫӗ!
Пӗлесси килет-ҫке! 
Никӑнӗ темме -
Шутламасть «пӗлме»...
—Пĕтрӗ!—тет Униҫӗм,—
Пилӗк кило иҫӗм!
—Пĕтрĕ! —тет Упрам,—
Виҫӗ килограмм!
—Ну! Кала халь, Никӑн!—
Ыйтрӗҫ харӑс иккён,—
Иҫӗм! Иҫӗм... Ах!
Хăшӗн тутлӑрах?
Ачасем кӗтеҫҫӗ,
Пӗлесси килет-ҫке!
Никӑнӗ вара
Ялт! сиксе тӑрать:
—Мӗншӗн чӑрмантартӑр?
Шухӑша вӗт тартрӑр!
Халь вара каллех
Ҫӗнӗрен йӑлт... Эх!..
Ил тепре, Униҫӗм,
Пилӗк кило иҫӗм.
Эс те ил, Упрам,
Виçĕ килограмм...
Малалла мӗн пулнӑ—
Эп пӗлмесӗр юлнӑ.
Кам-ха пӗлекен? 
Пире калӗ тен:
Илнӗ-ши Униҫӗм
Пилӗк кило иҫӗм..
Илнӗ-ши Упрам
Виҫӗ килограмм.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 292 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Телевизор! Эс мана
Питӗ кансӗрлетӗн.
Тухас тетӗп урама—
Эс: «Мультфильм кур!» —тетӗн.
А ун хыҫҫӑн —«Звездный час»
Е тата темтепӗр...
Уроксем хӑҫан тӑвас?
(Апатне ҫиетпӗр!)
Эп ларатӑп пӗр сехет...
Иккӗ... Виҫҫӗ... Пиллĕк!
Ну! Лекет сана! Лекет!
Анне ӗҫрен килтӗр!..
Вӑл каларӗ-ҫке ӗнер:
«Кун пекех пулсассӑн,
Мур илесшӗ ещӗкне
Хӑваратӑп сассӑр!..»
Е... унран та ытларах:
(Вӑт пулать пӗҫерккӗ!)
Чарса хурӗ самантрах
Электроэнерги...
Эп ҫапах та кӑшт сана
Вӑрттӑн хӗрхенетӗп:
Аннене курсассӑнах
«Атте хушрӗ»,—тетӗп.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 299 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Çырла пиҫнӗ пахчара—
Асанне ҫиме чарать:
Халех мар, тет, халех мар,
Тепӗр виҫӗ кун тӑхтар!
Ҫырлисем! Ах! Ҫырлиоем!
Шултрисем... Хӗп-хӗрлисем...
Мӗн унта тӑхтамалли—
Пурпӗрех мана валли;
Хӑть ыран ҫи... Хӑть —паян...
—Асанне, мӗнле шутлан?
—Ҫук, мӑнукӑм, паян мар,
Тепӗр виҫӗ кун тӑхтар.
—Тепӗр виҫӗ кун? Ай-я-а-ай!
Виҫӗ кун ытла нума-а-ай...
Юрӗ... Пултӑрах эппин...
«Виҫӗ кун иртсессӗн ти-и-ин...».
Иртсе кайрӗ виҫӗ кун.
—Ман паян ҫуралнӑ ку-у-у-уннн!
Асанне! Эй! Асанне!
Питӗ тутлӑ сан парне-е-е-е!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 258 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

(Хама ҫуралнӑ кун ячĕпе саламлани)

Ҫутӑ—тӗттӗм... Тĕттӗм—ҫутӑ... 
Хирӗҫӳлӗхре.
Ырӑ — усал... Усал — ырӑ... 
Эпӗ — хӗрӗхре.
Пурлӑ — ҫуклӑ... Ҫуклӑ — пурлӑ...
Хуйхӑратпӑр: «Ах!»
Пурнӑҫ — Вилӗм... Вилӗм — Пурнӑҫ... 
Пурӑнатпӑрах!...
Пур-и — ҫук-и... Çук-и — пур-и...
Эпӗ ҫӑтмахра!
Ҫутӑ—тӗттӗм... Тӗттӗм—ҫутӑ... 
Шайлашулӑхра...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 274 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 22.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 ... 76-80 81-85 86-90 91-94


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz