Ытларикун, 19.03.2024, 08:33
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                


Салам кĕтесĕ
500




"Трак Ен" сайт хыпарĕсем

Доска объявлений Красноармейского района Чувашской Республики

Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕн Н.К.Янкас ячĕпе хисепленекен культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн уставĕ

I. ПĔТĔМĔШЛЕ ЙĔРКЕ

Пĕрлĕх Красноармейски муниципаллă округĕн администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕ çумĕнче хăй тĕллĕн ĕçлекен  ирĕклĕ пĕрлешÿ пулса тăрать, хăйĕн ĕçне Раççей тата Чăваш Республикин Конституцийĕсемпе, вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн туса пырать, обществăлла организацисене паракан мĕн пур йышши правасемпе усă курать.

Пĕрлĕх районта культурăна, литературăпа искусствăна малалла аталантарма, ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕсен культурăри хастарлăхне ÿстерме тăрăшакан, çĕршыври наци культурисен çитĕнĕвĕсене сарма тата халăхсен туслăхне çирĕплетме хутшăнакан уйрăм çынсене пĕрлештерсе тăрать.

Пĕрлĕх вырăнти тата муниципаллă округ тулашĕнчи тĕрлĕ парти уйрăмĕсемпе, обществăлла организацисемпе, юхăмсемпе тата ирĕклĕ пĕрлĕхсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.

II. ПĔРЛĔХĔН ТĔЛЛЕВĔСЕМ ТАТА ĔÇĔ-ХĔЛĔ

Пĕрлĕх чи малтанах чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, тăван ен культурин тата историйĕн палăкĕсене упрас, çĕршыври халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, чăваш, вырăс тата ытти наци культурисен çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас тата муниципаллă округ территорийĕнче çуралса ÿснĕ, наци культурин аталанăвĕнче палăрнă ентешсемпе çыхăну тытас енĕпе ĕçлеме тивĕçлĕ. 

Пĕрлĕх халăх уявĕсем, пултарулăх фестивалĕсем, наци культурин паллă деятелĕсен юбилейĕсене паллă тума хутшăнать; тĕлпулусем тата пултарулăх концерчĕсем йĕркелет; художество пултарулăх коллективĕсене, халăх музейĕсене пулăшать;наци тумĕсем, кил-çуртра тыткаламалли япаласем, декоративлă çум искусство произведенийĕсене хатĕрлеме тата вĕсене аваллăхран тавăрма пуçару тăвать; çуртсене илемлетме, çĕнетме, выставкăсемпе рекламăсем йĕркелеме, хуçалăх расчечĕпе ĕçлекен кооперативсене пуçарма, талантлă уйрăм çынсене халăха кирлĕ таварсем кăларма май туса пама пулăшать. Пĕрлĕх халăхра Раççей тата  ют çĕршыв литературипе культура çитĕнĕвĕсене сарма пур енлĕ хутшăнать, ĕç çыннисене тăванла халăхсен культура пуянлăхĕпе паллашма пулăшать.

Пĕрлĕх çамрăк ăрăва кăмăл-сипет, этика тата эстетика тĕлĕшĕнчен, çавăн пекех патриотла тата интернационалла воспитани пама хутшăнас тĕллевпе муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн социаллă аталану ыйтăвĕсемпе ĕçлекен секторĕпе килĕштерсе ĕçлет, уйрăмах ача сачĕсенче тата шкулсенче ÿссе çитĕнекен ăрăва тăван халăх культури урлă лайăхрах воспитани парасси çине тимлĕ пăхать.

Пĕрлĕх Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен Преми фондне йĕркелет, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памалли йĕркене çирĕплетет. Преми илме тивĕçлĕ çынсене палăртать, вĕсене сумлă чыслать.

Пĕрлĕхĕн уйрăм çынсемпе тĕрлĕ организацисене  хăйĕн ячĕпе "Чăвашлăха аталантарнăшăн" ("За развитие чувашской культуры") медальпе тата "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" ("За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры") орденпа чыслама ирĕк пур. Пĕрлĕхĕн чи хастар пайташĕсене Хисеп хучĕпе тата Тав хучĕпе чыслаççĕ. 

Пĕрлĕх хăйĕн пĕтĕм ĕçне уççăнлăхпа демократи принципĕсем шута илсе йĕркелесе пырать, çавăн пек тума массăллă информаци хатĕрĕсемпе, çав шутра Интернетпа та туллин усă курать.

III. ПĔРЛĔХ ЧЛЕНĔСЕМ, ВĔСЕН ПРАВИСЕМПЕ ТИВĔÇĔСЕМ

Пĕрлĕх пайташĕ пулма устава йышăнакан тата унпа çыхăнса тăракан тĕллевсене пурнăçлама хăй ирĕкĕпе килĕшекен кирек епле гражданин та, çав шутра шкул ачи те, пултарать. Пĕрлĕх пайташĕн хăйĕн пултарулăхне çирĕплетекен материалсем пурри кирлĕ, сцена ăстин е культура ĕçченĕн ятне тивĕçлĕ пулнине кăтартмалла. Ÿсĕмпе 75 çула çитнĕ янкасçăсене чăн пайташран хисеплĕ пайташа куçараççĕ, вĕсенчен чи хастаррисене "Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ" ("Почётный член общества имени Нестера Янгаса") паллăпа чыслаççĕ.

Пĕрлĕх членĕн прависем:

  1. Пĕрлĕх ирттерекен мĕн пур ĕçсене хастар хутшăнма, кирлĕ пулсан, пĕрлĕх тĕллевĕсене пурнăçламашкăн пурлăх енĕпе пулăшу илме пултарать.
  2. Ертсе пыракан органсен ĕçне хастар хутшăнма, вĕсене суйлама тата суйланма пултарать.
  3. Пĕрлĕх уставĕнче палăртнă тĕллевсемпе ĕçсене пурнăçлас тĕллевпе пĕрлĕхĕн ертсе пыракан органĕсене, тÿре-шарапа власть органĕсене тата ытти обществăлла организацисене сĕнÿсем тăратать, вĕсене пурнăçа кĕртме хутшăнать.
  4. Пĕрлĕх ыйтнипе граждансене, предприятисен, учрежденисен, обществăлла организацисен коллективĕсене пĕрлĕх палăртнă ятарлă тĕллевсене татса пама пулăшать.
  5. Пĕрлĕх ячĕпе тĕрлĕ ĕçсем йĕркелет, ĕç çыннисем социаллă пурнăçпа культура аталанăвĕ енĕпе тунă усăллă пуçарусем çинчен пĕрлĕх членĕсене пĕлтерет, çав пуçарусене вăя кĕртме хастар хутшăнать.

Пĕрлĕх членĕн тивĕçĕсем:

  1. Пĕрлĕх ĕçне хастар хутшăнмалла, хушнисене уставпа килĕшÿллĕн пурнăçламалла, пĕрлĕх членĕн ятне чыслă тытмалла.
  2. Чăн пайташсен çулталăкра пĕр хутчен взнос укçи тÿлемелле.
  3. Хисеплĕ пайташсене, вĕсен ÿсĕмĕ 75 çултан иртнĕ пулсан, взнос укçи тÿлессинчен хăтараççĕ.
  4. Чăваш культурин сумне çĕклессишĕн яланах тăрăшмалла, ăна пултарулăхпа çирĕплетсе тата пуянлатса пымалла, кăмăл-сипет, патриотизм тата интернационализм енĕпе çуллĕ шайра тăрса ырă тĕслĕх кăтартмалла.

IV. ПĔРЛĔХĔН ЕРТСЕ ПЫРАКАН ОРГАНĔСЕМ

Пĕрлĕхĕн ертсе пыракан органĕсем - конференци тата правлени. 

1. Пĕрлĕхĕн ертсе пыракан ча аслă органĕ конференци пулса тăрать, ăна виçĕ çулта пĕр хутран кая мар пухаççĕ. Унта пĕрлĕхĕн пур членĕ те хутшăнма пултарать. Конференци пĕрлĕх членĕсен çурринчен кая мар пулсан ĕçлеме пултарать.

Пĕрлĕх конференцийĕн тивĕçĕ:

  • пĕрлĕх правленийĕн тата ревизи комиссийĕн отчетне итлесе сÿтсе явать, ăна çирĕплетет:
  • пĕрлĕх уставне çирĕплетет, унта улшăнусемпе хушса çырнисене кĕртет;
  • Нестер Янкас ячĕллĕ премине памалли йĕркене çирĕплетет;
  • пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕн тĕп çул-йĕрне палăртать;
  • уççăн е вăрттăн сасăласа пĕрлĕх правленийĕн йышне тата ревизи комиссине суйлать, вĕсене миçе çынран суйлассине палăртать.

2. Пĕрлĕх правленине виçĕ çуллăха суйлаççĕ. Вăл конференцисем хушшинчи тапхăрта пĕрлĕх ĕçне ертсе пырать, çулталăкра икĕ хутчен кая мар пухăнать.

Пĕрлĕх правленийĕн тивĕçĕ:

  • уççăн е вăрттăн сасăласа пĕрлĕх правленийĕн председательне, председателĕн çумне тата яваплă секретарьне суйлать, правленири ытти çынсен тивĕçĕсене палăртать;
  • конференци йышăннă ыйтусене пурнăçа кĕртмелли ĕçсене йĕркелесе пырать;
  • конференцисем хушшинче пĕрлĕх Уставне улшăнусем кĕртет;
  • пĕрлĕхĕн ĕç планне хатĕрлет, ăна хăйĕн ларăвĕнче çирĕплетет;
  • пĕрлĕхĕн ĕç планĕ мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăрать;
  • Нестер Янкас ячĕллĕ преми пама ятарлă комисси йĕркелет.

Правлени хăйĕн членĕсенчен çурринчен кая мар пухăннă пулсан ĕçлеме пултарать. Йышăнусене ларăва пухăннисенчен ытларахăшĕ сасăланипе çирĕплетеççĕ. Правлени секцийĕсем тĕрлĕ енпе ĕçлекен комиссисен ĕçне ертсе пыраççĕ. Асăннă комиссисем тĕрлĕ енлĕ пултарулăх проекчĕсене пăхса тухса хак пама пултараççĕ.

V. ПĔРЛĔХĔН ПУРЛĂХĔ ТАТА УКÇИ- ТЕНКИ

Пĕрлĕх пурлăх тата финанс ĕçĕсене коммерциллĕ банк урлă йĕркелесе пырать. Çак тĕллевпе ятарлă перекет хывăмĕ-счечĕ уçаççĕ. Хывăм-счета тытса пырассишĕн яваплă çын пĕрлĕхĕн яваплă секретарĕ пулса тăрать.

Пĕрлĕх бюджечĕ çак çăлкуçсенчен пухăнать:

  • уйрăм çынсем хăйсен ирĕкĕпе укçа хывнинчен;
  • коммерцилле ĕçлекен уйрăм предпиринимательсемпе фирмăсем укçа хывнинчен;
  • обществăлла организацисемпе  ирĕклĕ юхăмсем укçа хывнинчен;
  • укçапа япала лотерейинчен, аукционран, выставкăсенче сутса пухăнакан укçа-тенкĕрен;
  • тÿлевлĕ концертсенчен пухăнакан укçа-тенкĕрен;
  • член укçи тÿленинчен: уйрăм членсенчен çулталăкра - 100 тенкĕ, коллективлă членсенчен - 500 тенкĕ;
  • ытти саккунлă çăлкуçсенчен.

VI. ПĔРЛĔХĔН ПРАВО ЙĔРКИ

Пĕрлĕх юриспруденцин мĕн пур прависемпе усă курать.

Пĕрлĕхĕн эмблемине ÿкернĕ тата чăвашла "Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ", вырăсла "Общество литературы, искусства и культуры имени Нестера Янгаса Красноармейского муниципального округа Чувашской Республики" тесе çырнă пичет, фирма хучĕ тата кăкăр çине çакмалли паллă тата член (пайташ) билечĕ пур.

Пĕрлĕх конференци тата правлени йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн хăйне кирлĕ информаци хатĕрĕсем уçма тата тытса тăма пултарать. Пĕрлĕхĕн пĕтĕм тĕнчери Интернет тетелĕнче хăйĕн чăвашла сайчĕ пур. Унăн адресĕ: http://nesterjankas.ucoz.ru/. Пĕрлĕхĕн "Ял пурнăçĕ" район хаçатĕнче уйрăм страница пур, вăл çулталăкра икĕ хутчен тухать.

Пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕ çакăн чухне пĕтме пултарать:

  1. пĕрлĕхĕн конференцийĕ йышăннипе;
  2. пĕрлĕх правленийĕ йышăннипе;
  3. муниципаллă округ администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕ йышăнăвĕпе;
  4. муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе.

Пĕрлĕх правленийĕн ларăвĕсене пуçтарăнмалли вырăн: Красноармейски ялĕ,Ленин урамĕ, 26/1 çурт, библиотекăн вулав пÿлĕмĕ.

(Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх Уставне
пĕрлĕхĕн учредительнăй конференцийĕнче
1989 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче çирĕплетнĕ,
2000, 2009, 2016, 2017, 2018, 2021, 2022 çулсенче улшăнусем кĕртнĕ.)


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz