Кĕçнерникун, 25.04.2024, 16:00
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Георгий Тусли пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 11
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 3 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Сурăх тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕкне Хĕлимун çамки çине пусарарах лартнă. Хăлхине салтса антарман пулин те, капла ăшăрах. Раштав сивви, çилĕ хăть ытлашши хуçаланаймасть пулин те, ытлашши пăркăчлаймасть арçынна. Ял çине, пусма картлашкисем евĕр, кăвак çут улăхса хăпарсанах урасем çинче Хĕлимун. Ватă çыннăн ыйхи кĕске çав. Хăть çитмĕл çул çине капашать пулсан та, аптрамасть-ха вăл. Шăмшакĕ çăмăл, чусынккă тăхăннă урисене çăмăллăн яра-яра пусать. Кĕçĕр çĕрĕпех юр канăçсăрлантарчĕ тата. Пĕтĕм кил-çурта, хуралтăсене ахах, мерчен пĕрчисем хупларĕç. Çавăнпа та иртерех ĕç-пуçа тытăнчĕ кил хуçи. Йывăç кĕреçе тытнăскер çурт таврашне, кил картине юр кĕрчĕсенчен тасатрĕ. Кил умне те, чĕркуççи таранах ашса, пăштик-пăштик! сывласах йĕркене кĕртрĕ. — Хĕлимун, Хĕлимкка, ясар куçĕсене тăруках мăчлаттарчĕ калитке умне тухнă Хреççи. — Манăн кил умĕ те пулăшу кĕтет... Лутрарах çан-çурăмлă, пит çăмартисем ăмăртмаллах пăт! путакан хĕрарăма куç хывнă-ха кỹрши. Пĕррехинче мунчара çурăмне те тикĕслесе янăччĕ. Курăс мунчалапах, супăньпе кăпăклантарсах ĕнтĕ, ырлăх кỹнĕччĕ. Тепрехинче тата, така пусса тирпейленĕ хыççăн, эх, çав хаяр шĕвеке, Хреççине сĕтел хушшинче тутинчен чуптуса та илнĕччĕ. Юрать-ха ку хыпар Варуççи хăлхине çитмен... Унсăрăн тĕк тăкма хатĕрленнĕ автан евĕр, самаях тĕк-çăмне вĕçтеретчĕ пулĕ арăмĕ. — Хĕлимун, Хĕлимчик... — сылтăм аллисене çил арман çунаттисем пекех çавăрттарчĕ Хреççи. — Ман пата юр уçма, вперед! Ачисем ỹссе çитĕннĕ, çын пулнă ĕнтĕ Хĕлимунăн. Ашшĕ килĕнче тĕтĕм-çулăм сỹнтермен. — Паян пĕр пăта çапмасан, ыран вара вуншар пăта çапма тивет, — хаштах сывлать арçын. — Чăн-чăн арçын пулмалла. — Чăн-чăн арçын пулмалла тенине ытахальтен каламасть вăл. Çавна ĕçĕпе те çирĕплетет, паллах... Пĕччен пурăнакан, качча тухман хĕрарăма алăран вĕçертесшĕн мар-мĕн... Ун патне çăмăллăнах çыпçăнать. — Çурăмне çунă, такине пусса тирпейленĕ... Халь, арăм çуккипе усă курса, Хреççи килне кĕрсе çаврăнса тухмаллах. Юрне те хырса парăпăр, кăмăл тăвăпăр, — пуçра шухăш çуралчĕ Хĕлимунăн. — Куç курать те алă тăвать... Лутрарах çан-çурăмлă хĕрарăмпа хăвăртах пĕр сак çине вырнаçрĕ Хĕлимун. Автан çулталăкĕ çывхарса килет тенĕн, ай-вай, ку-ка-ре-ку тукмакĕсем, газ кăмакинче ăшаланнăскерсем, пỹрт-çуртра техĕмлĕ шăршă сарнă. — Пĕрер стакан пыл сăри, Хĕлимухха...Тĕл пулнă ятпа хаклă ентешĕм, юратăвăм! — чăпăрт! чуптурĕ арçынна пĕчĕкрех хĕрарăм. — Раштав сивви пире нипочем! — Çуралнă кун ячĕпе кĕпе... Мана килĕшекен кĕлетке-çурăма, кĕпе... — иккĕмĕш стакана алă ытамне çаклатиччен килне чупса кайса килчĕ сăн-питне палан тĕсĕ çапнă арçын. — Çулталăкра пĕрре çаврăнакан уяв вĕт... Кĕпи чăнах та капăр. Чечеклĕ, унăн илемĕ чуна тыткăнлать, кĕлетке-çурăма та туххăмрах çамрăклăх сăн-сăпатне парнелет. Хакĕ-шывĕ те йỹнех мар çав... Тĕрĕссипе, кĕпине мăшăрĕ валли илнĕччĕ. Ара, унăн çуралнă кунĕ Автан çулĕнчи кăрлач уйăхĕпе сыпăнать-çке. Район центрĕнчи “Инесса” лавккара туяннă Хĕлимун хăтлă парнене. Арçынăн çемçе кăмăлĕ... Халь çав кĕпе, икĕ пин тенкĕ патне тăраканскер, лутра Хреççи çан-çурăмĕнче вырăн тупрĕ. Виççĕмĕш стакана, Турă калашле виççĕмĕшне, сарлака тути патне çывхартнăччĕ Хĕлимун... Алăка шак! шак! шаккарĕç... — Эпĕ-ха ку, Сухви почтальонка... Çĕнĕ çул умĕн ватлăх укçине парасшăн. Илме хатĕрех пуль... — хĕвел шевли евĕр йăл! кулăпа çиçекен Варуççи çине ăмсанса пăхрĕ хĕрарăм. — Вăт, ку кĕпепе чăннипех те патша майри пек ларатăн эсĕ Хреççи. Хамăр çын, лайăх çын тесе, шалт! çеç йăвантарчĕç тутлă сăрана. Алăкра каллех сасă пулчĕ. Йывăç пỹртре çитмĕлелле çывхаракан, туллирех сăн-питлĕ хĕрарăм курăнчĕ. Хĕлимун арăмĕ Варуççи иккен... Сĕтел кукринче, икĕ хĕрарăм хушшинче ыталанса ларакан Хĕлимуна асăрхасан тăруках чышкисене чăмăртарĕ Варуççи...

Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 295 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.02.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хамăр ял — Пайсупин — тĕлĕнче пĕчĕк автобуса вырнаçрăм. Яланхиллех, ир-ирех халăх йышлă салонта. Пĕр ватă хĕрарăмпа çума-çумăн лартăм. Типшĕмрех сăн-питлĕ хăй. Тути хĕррисем кушăхнă. Аллинче — туя. Куçĕсене енчен енне çавăрттарса сăнаса пырать. Чĕмсĕр пыма аванах мар. Иксĕмĕр хушăмăрта сăмах хутаççи сÿтĕлме тытăнчĕ. 
Çамрăках мар-ха çумри хĕрарăм. Виçĕ çул каялла сакăр вуннă урлă каçнă. Трак тăрăхĕнчи Мăн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринчи пĕчĕк ялта пурăнать хăй. Калаçма, паллах, кивçене каймасть. Турра ĕненет иккен. Аллă çула яхăн алла эрех-сăра таврашне тытман. Хăй мĕншĕн кăмăлсăр пулнине те пытармарĕ. Вăрнар чиркĕвĕнче пулнă иккен ĕнер… 
— Пачах ĕçместпĕр тени, тен, хăвăр Турра ĕненнипе çыхăннă? — ыйтуллăн пăхрăм сенкер куçĕнчен. — Чăннипех те патриот пекех, хăвăра чун-чĕререн парăннă çын, эппин.. 
— Чун-чĕререн хама парăннă, парăнман-и… ăна çÿлти Турă пĕлет. Çавах та ĕçкĕçсене çав тери кăмăлламастăп эпĕ. Ух, çав тери кураймастăп, — сассине хăпартса каларĕ ватă. — Кураймастăп…
Хаçат çине çырма мар, паллах… Э-э-э, тепĕр майлă шутласан, çыр, çырса кăлар, хам ят-хушамата çеç ан палăрт, — куçĕсене мăчлаттарчĕ 83 çулхи ватă. — Турă çыннине чуна уçса каланăшăн… 
Мĕн пирки чуна уçса калаçрĕ-ха ватă манпа? Акă мĕн ыраттарать чуна!.. 
Пĕрремĕшĕ — хăй пĕчĕк ялта хăлтăр-халтăр çуртра пурăнни… Иккĕмĕшĕ — йăмăкĕн килпетсĕр кун-çулĕ, кĕске ĕмĕрĕ. Виççĕмĕшĕ — унăн çурма тăлăха юлнă ачисен хÿтлĕхсĕр пурнăçĕ. 
Ялта, ятне асăнмăпăр ĕнтĕ, паян-ыран йăтăнса анас çуртра тĕпленнĕ ватă. Ырлăх-пурлăх ытлă-çитлĕнех мар унăн. Вутăпах хутса ăшăнать. "Сенкер çулăмпа” усă курма шутламан та пуль…
Ватлăх укçи-тенкипе, тен, саплаштарма та май пулнă хăй вăхăтĕнче. Çине тăман-ши? Тĕрĕссипе, çине тăрсан та кама юлĕ-ха пур-çук пуянлăх? Хăй вăхăтĕнче çемье çавăрманни те ура хурать халь. Эх, юнашар юратнă мăшăр пулсан халь… Епле çирĕп тĕрев пулĕччĕ вăл ватлăхра… Çамрăклăха аса илсен куç лакăмĕсене туххăмрах вĕри тумламсем капланаççĕ.
Аллă çула яхăн хаяр шĕвекрен писни. Никам та чарман, никам та пăрахтарман… Ирĕке, харпăр хăйне шанни, харпăр хăйĕнчен çирĕп ыйтни ютшăнтарнă çеç ĕçкĕ-çикĕ ытамĕнчен. 
Шел, йăмăкĕ урăхларах çул-йĕр хывнă çав. Эрех-сăра серепине çакланниех тĕп тунă ăна. Икĕ ачи пĕчĕклех хăрах çунат айĕнче юлнă. Мăшăрĕн хевтинче ăçтан-ха ăслă-тăнлă, тăрăшуллă, кăмăллă ача çитĕнтĕр? Арçын арçынах пуль, темле ăш пиллĕ пулсан та, ача-пăча ун патне ытла туртăнмастех. Арçынăн пепкисем валли кăмăл-сипечĕ урăхларах-çке. Хĕрарăм ачана çуратнă…
Кинемин чун ыратăвĕ йăмăкĕн ачисен пуласлăхĕпе, ыранхи, паянхи шухăш-кăмăлĕпе çыхăннă тата. 
— Ашшĕ ĕçмест-ха. Унăн кăмăл-туйăм савăк чун-чĕрере. Уйрăм тепĕр кăшлакан, ăша çав тери вăркаттаракан тĕслĕх канăç памасть-ха мана, ватăна. Йăмăкăн ачисем çав териех ĕçме юратни чун-чĕрене ыраттарать. Халь вĕсем çитĕннĕ, салтакра та пулчĕç иккĕшĕ. Чи асли авланса та пăхрĕ, ачи те пур. Эх, çав хаяр шĕвеке пула мăшăрĕ уйрăлса кайрĕ, — хаштах сывларĕ хĕрарăм. — Ман патра пурăнать-ха вăхăтлăха. 
Чи асли эрех-сăрапа туслашнă пулсан… Шăллĕ, тен, пурнăç çине урăлла, урă куçпа пăхать? Çук иккен… Ÿсĕрĕлсен пачах латти çук унăн. Хирĕçме, тавлашма яланах хатĕр вăл. Шел çумри мăшăрне пĕрле пурăнма, ĕçлеме тата ача-пăча пăхса çитĕнтерме. 
Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, тенĕ ваттисем. Тĕп-тĕрĕсех те каланă пуль… Ашшĕ-амăшĕ ăмăртмаллах ĕçсен, хирĕçсен, ăçтан-ха кил-çуртра тивĕçлĕ йĕрке пултăр. Паллах, хăналăхри пурнăçра кил ăшши хаклăрах пуриншĕн те… Эпĕ çапла шутлатăп.
Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 323 | Author: Гнорги Тусли | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 26.10.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

— Юркка, атя кăмпана, — куç хĕсрĕ кÿршĕ хĕрарăмĕ. — Ĕнер эпĕ самаях майлаштарнă. 
Майлаштарнине ĕнтĕ кăмпа ытларах татнипе ăнлантарать Суюк. Мăшăрĕнчен уйрăлнă та пĕр-пĕчченех пурăнать. Кăмпа тесен каçсах каять вара. Акă, ĕнер Ухванеçпе кайнă та коммуна текен вырăна... Миххипех çĕклесе килнĕ уплюнкка. 
— Пыратăн-и? Мĕн мăшлатса, турткалашса тăратăн, — подăезд умĕнче пирус паклаттаракан арçынна куç хĕсрĕ сарă хĕрарăм. — Пуçтарăн, кайрăмăр... 
Çумăр çине-çинех шăпăртатрĕ кăçал. Кăмпашăн чун уççи ĕнтĕ. Ăçта нÿрĕк, çавăнта шăкăринех кăмпасем шăтса тухнă. Юманлăхра, паллах, уплюнккасем... Тункатасем çинчен халь çĕр çине куçнă. 
Пĕчĕкрех шăмшаклă кăмпаçă суймасть иккен. Вăл малтанхи кун çÿренĕ лаптăкра кăмпине хăть çавапа çул. Туххăмрах пĕрер витре тултарчĕç арçынпа хĕрарăм. 
— Атя кăштах ларса канар, — Юрккана çепĕç аллисемпе хул пуççинчен сĕртĕнчĕ Суюк. — Çамрăклăха аса илер...
— Аса илер... — çири халатне юман тункати çине сарчĕ Юркка. — Пире халь никамах та чăрмантарас çук. 
Меллĕн, çума-çумăн вырнаçрĕç иккĕш. Вĕсен туслă калаçăвне çулçисем тĕллĕн-тĕллĕн саралнă юмансемпе ăвăссем çеç хăлхана чикрĕç темелле. Çамрăклăха таврăнчĕç... 
— Эпир пĕрле пĕр класрах вĕреннĕ вĕт. Юнашар ларнă. Ах, çав типшĕм пит-куçлă Кулюка, — тарăннăн сывларĕ Суюк. — Сирĕн яла виçĕ çухрăмри шкула çÿренĕ. 
— Халь тин ахлатнипех çавăраймăн пурнăçа. Хăвах айăплă... Качча тухмалла марччĕ, — куç айĕн шăтарасла пăхрĕ ĕлĕкхи савнине Юркка. — Кÿршĕ ялтан пирĕн яла килтĕн... 
Пĕр çур сехет ытла пуль шухăшсен хумне путрĕç вĕсем. Иртнине каялла тавăраймăн ĕнтĕ... 
— Юркка, давай тепрер витре çавăрса хурар, — хĕвĕнчен икĕ михĕ кăларчĕ Суюк. — Пĕри сан валли, паллах...
— Ман валли... Ман валли, — хĕпĕртенипе пĕр вырăнта çăмăллăн тапăртатрĕ Юркка. — Мĕнле хĕпĕртерĕм... 
Каç пулттипе арçынпа хĕрарăм умлăн-хыçлăн кашниех çуршар михĕпе те витрепе вăрмантан тухрĕç. Самаях пусать çав хул пуççине чĕрĕ кăмпа... Иккĕшĕ те лачкам тарланă, тар çан-çурăма та тапса тухнă. 
Тепĕр кун та иккĕшĕ кăмпана васкарĕç. Ара, Юрккан арăмĕ ялта, чăрмантаракан çук. Суюкăн та вăрмана утма алăк уçă.
Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 334 | Author: Георгий Тусли | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 05.10.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Юр çине-çинех хуçаланать кăçал. Ĕнер кăна-ха кил хушшине хырса тасатрĕ Василий. Урама, çырма хĕррине пĕр вăтăр ванна ытла туртрĕ. Халĕ тухса кĕме кăмăллă кил-çурта. 
Çуртпа хуралтăсен тăрринче те юр купи... ăна çанталăк ăшăтсан сĕтĕрĕп-ха урамалла...
Каç пулттипе кăмака хутса ячĕ. Эх, хурăн вутти самаях ăшăтать çав çурта. Хĕрÿлĕхĕ йăмрапа çăкаран вăйлăрах.
Вĕри чейпе сипленчĕ çапла. Тураса типĕтнĕ пан улмирен хатĕрленĕскер ăша та пымасть. Улмуççисем йышлă-ха унăн. Хурлăханĕ те тĕрлĕрен. Вĕсенчен хатĕрленĕ чейĕ те сиплĕ...
Çапла шухăша кайнă самантра тăруках кĕсье телефонĕ сас пачĕ.
— Итлетĕп, — кăмăллăн хăлха патне илсе пычĕ ăна Василий. — Кампа калаçатăп?
— Василий, Василек, эсир пултăр-и? — çепĕç сасă тăруках вăратрĕ ăна. — Сире курманни...
— Тăхта-ха, тăхта... Уйăраймарăм... — ÿслĕке хырчĕ Василий. — Паллаштарăр-ха эппин...
Çак сăмахсене çеç калама ĕлкĕрчĕ телефонри çепĕç сасă тăруках çĕтрĕ. Кам пулчĕ-ши ку? Ара номерне пăхса илем-ха эппин...
— Василек, сассу кăштах улшăннă санăн. Манăн вара ĕлĕкхиллех таса та уçă... — каллех çепĕç сасă тыткăнларĕ арçынна. — Мĕн хăвăртах мантăн-и?
Утмăлалла çывхаракан арçын пĕр-пĕчченех килте. Урама тăрăхла йывăç çуртăн ытамĕнче Василий. Пĕр-пĕчченех мар-ха вăл. Арăмĕ те çумра пур. Халь канмалли куна кÿршĕллĕ яла кайнă. Тăван аккăшĕ пурăнать-ха çавăнта. Сакăр теçетке урлă каçнă та хутран-ситрен чир-чĕр пăркăчласшăн-мĕн. Йăмăкĕ вара çуралнă килне çул çухатмасть.
Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 347 | Author: Тусли | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.02.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

"Колхозная" урам… Манăн урам вăл. Çакăнта эпĕ çуралнă кил урам урлă çырманалла пăхса ларать… Виçĕ чÿрече çине пăхатăп та куç умне аттепе апай тухаççĕ. Ачашшăн, ăшă туйăмпа йышăнаççĕ вĕсем хăйсен пĕртен-пĕр ывăлне. Халь хамăр хушăра çук пулин те хаклă çыннăмăрсем асрах. 
— Эпир ĕмĕр-ĕмĕр пурăнаймăпăр сирĕнпе. Хăналăхра кăна… Эпир çĕре кĕрсен ан пăрахăр-ха кил-çуртăма, — тесе апай калани паян та манăçмасть маншăн. — Тăван киле ан сÿнтерĕр.
Сÿнтерес мар-ха тăван киле. Унăн ытамĕнче манăн ачалăх тата çамрăклăх…
"Колхозная" урампа анаталла анатăп. Сылтăмра, çул кукринче 21-мĕш çурт вырнаçнă. Натали кинемейĕн ку йывăç çурт. Сакăр вуннă урлă каçнă-ха Наталия Егоровна. Унпа хире-хирĕç, çырма леш енчи пÿртре сакăр вуннă тултарнă Зоя Пахомова пурăнать. Иккĕшĕн те мăшăрĕсем вилнĕ ватăсен. Йышлă ача-пăча çуратса пăхса çитĕнтернĕ иккĕшшĕ те. Мухтаççĕ вĕсене. Çапла пулмалла та.
Çул малалла тăсăлнăçемĕн çын кĕмен-тухман пÿрт-çуртсем кăмăла хуçаççĕ. Уйрăмах анчахрах, пуçласа юр çунă хыççăн, палăраççĕ çаксем. Чылайăшĕн кил хуçисем çĕре кĕнипе тата вĕсен ачи-пăчи, тус-тăванĕ кунта йăх-несĕл никĕсне малашне аталантарайманнипе çыхăннă ку. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен…
Акă, эпĕ çуралнă кил-çуртри урамра та çын кĕмен-тухман пÿртсем вуннă ытла. Хăшне-пĕрне сутма та хатĕрленнĕ. Шел, туянакан тупăнмасть-ха хальлĕхе.
Пÿрт-çурт çын сассипе пуян, ача сассипе илемлĕ. Çапла пуласса, ял çĕнелсе вăй илессе шанатăп эпĕ.
Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 376 | Author: Георгий Ефимов-Тусли | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 07.12.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 11-11


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz