Тунтикун, 23.12.2024, 14:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 96
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 3 ... 19 20 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Ку вырăна униче тенĕ. Халĕ унчченхи уничен палли çукпа пĕрех. Аллăмĕш çулсенче çÿллĕ вышкăллă пушар деповĕ, унпа юнашарах тăват-пилĕк автомашина лартмалăх кирпĕчрен гараж турĕç. Кунтах диспетчер пÿлĕмĕ те пурччĕ. Алăкне хĕрлĕпе сăрланăччĕ. "Хĕрлĕ алăк”, — тесен, такам пĕлнĕ. Ку гараж. Лайăх астăватăп, "хĕрлĕ алăкра” "Комиссар” ятлă кино укçасăр кăтартрĕç. Халăх йышлă пухăннăччĕ. Ĕçсем граждан вăрçи вăхăтĕнче пулса иртеççĕ: хĕрлĕ армеецсен пĕр ушкăнĕ хĕлле вăрманта вутă хатĕрлет. Комиссарĕ пурттине алăран та ямасть — йывăç хыççăн йывăç касса ÿкерет. Ăçтан тульккăш тухать вăйĕ!
Эпĕ колхозри ĕç çумне ялти шкултан вĕренсе тухсанах çыпçăнтăм. Ĕç хушнă — тунă. Турткалашса тăман. Вăл кун ял варринчи пĕве çурхи шывпа татăлса каясран канавсенче юр уçрăмăр. Кайран бригадир: "Çĕньял ферминчи сурăхсене кăшлама ăвăс кирлĕ”, — терĕ. Хамăр ялтан тăватă çухрăмри вăрмана çуналлă тракторпа ăвăс касма кайрăмăр.
Малтанах юр тытатчĕ. Кăнтăрлапа ăшăтса пăрахрĕ. Утнă чухне юр путрĕ. Юр айĕнче шыв! Кăçатăсене иккĕшне те шыв витрĕ. Пăрахса каяс — ĕç кунĕ шутланмасть. Килнĕ-тĕк — ĕçлемеллех! Тарлă пуçран çĕлĕке хыврăм. Ăна сулкаласа çамрăк юман çумне кайса тайăнтăм. Турат çине чакак пырса ларчĕ. Чак-чак-чак! чакăлтатрĕ вăл. Эпĕ ăна темĕн каласшăн пултăм. Калаймарăм. Çывăхра асли пулса килнĕ вăрăм Йăван сасси янăрарĕ: "Тавай сĕтĕрĕр! Тийĕр!” Анакан хĕвел çине пăхса илтĕм. "Васкамалла!” — хыпăнтартăм хама хам. Сасартăк шухăшламан туман çĕртенех кинори комиссар сăнĕ куç умне тухрĕ. Манран вăл: "Ывăнтăн та-и?” — тесе ыйтнă пек илтĕнчĕ. "Ывăнман!” — кăшкăрса ятăм эпĕ.
Каснă ăвăс турачĕсене сĕтĕрсе, йăтса мĕн чухлĕ утмарăм-ши эп вăрманта! Тумтир шыва кĕрсе ÿкнĕ чухнехи пек йĕп-йĕпе. Пит тăрăх тар юхать. Куçа кĕрет.
Каç пулттипе хура тĕтĕм кăларса трактор яла кĕчĕ. Эп çуна çинчен анса юлтăм. Кил хушшине кĕрсессĕн тин хырăм питĕ выçнине, çип татма та вăй юлманнине туйрăм. Мана хирĕç аннепе аппа чупса тухрĕç. Пÿрте çавăтса кĕчĕç. Урасенчи кăçатăсене касса хывса илчĕç.
— Тĕлĕкре çĕрĕпех такампа калаçрăн. Темиçе хутчен те: "Ывăнман”, терĕн, — пĕлтерчĕ ирхине анне.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 386 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.08.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Регина иртерех вăранчĕ. Çутă çутса ячĕ те сĕтел çинчи уçă конвертпа юнашар выртакан хура-шурă сăн ÿкерчĕке илчĕ, чăп! чуп турĕ те ăна кăкăрĕ çумне тытрĕ. Çакна амăшĕ асăрхарĕ.
— Кĕтетĕн пулĕ та-ха, — терĕ.
— Кĕтетĕп. Куç пекех кĕтетĕп, анне, — хуравларĕ хĕрĕ.
— Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ, теççĕ. Кĕтех, — кăмăллă пулчĕ амăшĕ.
Ку сăн ÿкерчĕке Ваçук ярса панăччĕ. Вăл Инçет Хĕвел тухăçĕнче тинĕс çар службинче тăрать. Мĕнле кĕтсе илет-ши Регина чун савнине? Паллах, таса чунпа, юратупа!
Утмăл турат чечекĕ пек кăвак куçлă хĕре куç хывакан каччăсем пурччĕ ялта. Колхозăн тĕп бухгалтерĕ: "Регина манăн мăшăр пулас пулсан, вĕсен килĕпе хамăр кил хушшинчи çула пин тенкĕлĕх хут укçапа сарса тухатăп”, — тесе каланă сăмах та тухнăччĕ. "Чуп тунă чухне аллисене пилĕкрен аялалла яракан каччă — ырă каччă мар. Ун пеккисене çывăха та ан яр”, — тенĕччĕ амăшĕ вĕрентсе Регинăна. Ют каччăсем çине алă сулчĕ вăл. Ваçука кĕтме çех чĕре алăкне яр уçса хучĕ.
Ваçук юр çусан килчĕ. Яштака. Якорь ÿкернĕ лентăллă сăмсасăр карттуспа. Хуп-хура моряк тумĕпе. Униççе аппа ывăлĕ çине пăхать, пăхать — пăхса тăранаймасть.
— Амăшĕ, ывăла ман валли те хăвар. Атту пăхнипех çисе яратăн, — шÿтлерĕ мăшăрĕ.
Кукăль шăршиллĕ пÿрте Ваçук юлташĕсем килсе тулчĕç. Калаçрĕç, кулчĕç. Унтан ушкăнĕпех шкула ачасен концертне курма кайрĕç.
Ваçук сăмсасăр карттусне апла та, капла та лартрĕ. Хĕл сивви çав-çавах хăлха тăррисене çăтăр чĕпĕтрĕ.
— Учительсен пÿлĕмне ăшăнма кĕрĕр!— сĕнчĕç вĕсене шкулта.
— Ай-уй, хам ăшăтмасан... Шăллăма ăшăтам-ха, — пырса çупăрларĕ Ваçука Надежда Васильевна, математика учителĕ. Ăна хăлхисенчен, питĕнчен çемçе аллисемпе сăтăрчĕ. Тулли кăкăрĕ Ваçука перĕне-перĕне илчĕ. Халиччен хĕрарăм ачашлăхĕн илемне курсах кайман каччăн унччен Регинăна "юрататăп” тенĕ сăмаха халь Надежда Васильевнăна калас килчĕ. Каларĕ те.
Ялта нимĕн те пытараймăн. Надежда Васильевнăпа Ваçук çинчен тĕрлĕрен сăмах вакларĕç.
— Лайăх ĕнтĕ. Пыр та кĕр. Аслашшĕн пÿрчĕ пушах, — терĕç.
— Сăкăтран ик-виçĕ хутчен те килчĕç. Çураçмарĕ, — ÿпкелешрĕ хĕр пултăрне инкĕшĕ.
Регина чĕри çунмаллипех çунчĕ.
— Ваçук ни санăн упăшку мар. Эс те унăн арăмĕ пулман. Вăл та, эс те ирĕклĕ, — кăмăлне çемĕçтересшĕн пулчĕ хĕр тантăшĕ.
Регина темле пулсан та Ваçукпа курса калаçасшăнччĕ. Мĕн каласшăнччĕ-ши вăл ăна? Надежда Васильевна хваттерне хирĕç пурăнакан Анна карчăк патне кайрĕ.
— Ваçук унта, — пĕлсе килчĕ лешĕ.
Нумай кĕтмелле пулмарĕ. Ваçук урамри колонкăран шыв илме тухрĕ. Регина, чунне хытарса, ун патне чупнă пек пычĕ. Ăна вăл хăйне службăран ярса панă сăн ÿкерчĕке тыттарчĕ.
— Эсĕ хăв валли тупрăн пулсан, эп те хам валли тупрăм, — терĕ.
— Кама? — кăшкăрнă пек ыйтрĕ Ваçук.
Регина унран вăрт пăрăнчĕ те вĕлтĕр-вĕлтĕр юр вĕçекен урампа каялла çаврăнса пăхмасăр утрĕ. Пĕр юр пĕрчи ун пичĕ çине пырса ларчĕ, ирĕлсе тути хĕррине çитичченех йăр юхса анчĕ. Регинăшăн ку уйрăлу куççулĕ пултăрччĕ кăна.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 335 | Author: Николай Карай-Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.08.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

(Шӳтлер-и те кулар-и)

"Арăму пульницӑра
Тунӑ,—терӗҫ,—виҫ ача".
Пӗри ывӑл пул ара, —
Виҫҫӗшӗ те—хĕр ача.

Тӗлӗнтерчӗ Хӗветӳҫ, —
Ҫуратмарӗ этемле. 
Сӑмала пек хура ҫӳҫ 
Чӑшӑл тӑчӗ вирелле.

Виҫ ача—виҫ чӑмӑркка, —
Ӗҫлӗ пултӑм кашнинпе.
Виҫ ачашӑн виҫ сӑпка 
Пӳрте ҫакрӑм йӗркипе.

Кутӑнлашрӗҫ макӑрса
Ҫӗрӗпе тем ҫитменрен.
Куҫ курман ҫӗре тухса
Тарас килчӗ вӗсенчен.

Хама, ассӑн сывласа:
'Тӳсехӗнтӗ,— терӗм,—тӳс".
Ман ҫине кулса пӑхса:
"Ашшӗ эс,— тет,—Хӗветӳҫ".

Ялти латсӑр чӗлхесем
Сӑмах сарчӗҫ епресе:
"Хӗветӳҫӗн ачисем
Микуҫпа пулман",—тесе.

Шалт аптрарӑм ун чухне
Арăма ним калама.
Качака Мархви патне
Кайрӑм юмӑҫ пӑхтарма.

Эп пӗлетӗп юмӑҫа 
Пуш алпа кайманнине.
Хӗрлӗ вӑрӑм хут укҫа 
Кӑшӑрт хутӑм ун умне.

"Арам ман кӗтмен ҫӗртен
Typĕ виҫ ача ҫулла. 
Ашшӗ,—терӗм,— кам вёсен?
Пӗлме кирлӗ эс. Кала!"

"Калӑп. Me, чик укҫуна, — 
Терӗ вӑл хулран тытса. —
Хӗл сивви умра. Мана
Пар-ха ҫав вутта ҫурса".

Вут ҫурса тем хушӑра
Купаларӑм пӗр ҫӗре.
Качака Мархви вара
Куншӑн савӑнчӗ сӗре.

Тем тесе мана куҫран
Вӑл кӑн-н! пӑхрӗ виҫ хутчен. 
"Микуҫ,—терӗ ан кулян, —
Ашшӗ эс вӑл ачасен".

Килтӗм юмӑҫ патӗнчен
Кӑмӑла ҫӗклентерсе.
Ыталарӑм сисиччен 
Арăма: "Эс ман!"—тесе.

Тӗлӗнсе вӑл: "Ку мӗне
Пӗлтерет?"—терӗ мана.
"Эп сана юратнине", —
Терӗм чуптуса ӑна.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 364 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кирука ирех тем пулнӑ? —
Аллипе хӑлаҫланать.
Кӑнтӑра каймасӑр юлнӑ
Куракпа вӑл калаҫать.

"Халь ӑҫта, —тет, — ҫӗр каҫатӑн?  
Кӑнтӑрти пек мар кунта.
Сан валли пӳртре кӑҫатӑ
Пур ман — сивӗ вӗт тулта.

Сана эп ак мӗн каласшӑн —
Хутӑм ҫӗлӗк те тупса.
Тӑхӑнса ҫуре, тархасшӑн, —
Ан чирле, курак, шӑнса".
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 430 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Анна карчӑк умӗнче
Чӑх-чӗп каҫӑртнӑ пуҫне.
Ҫулте, ват йӑмра ҫинче,
Куртӑм кайӑк ушкӑнне.
Хӗвӗшеҫҫӗ, шӑпланаҫҫӗ —
Пикенсех тем ӑстапаҫҫӗ.
Пӗр улатакка тук-тук
Тутарать мӑлатукпа.
Кунта ӗҫсӗр кайӑк ҫук:
Пӑрчӑкан мӑн савапа.
Кӑсӑя линейкӑпа.
Шӗвӗртет патак ҫерҫи, —
Ытла ҫивӗч ун ҫӗҫҫи.
Хӑма кар та кар татса
Хытах ывӑннӑ курак.
"Кан-ха кан! Кӑшт кан ларса!
Кӑшкӑрать ӑна чакак.
Шӑнкӑрч сарӑ кайӑка
Вӗрентет: "Ҫапларах кас!"
Урам урлӑ аякка
Шӑхӑрса вӗҫет турпас.
Кайӑксен ӗҫне курма С
ӗтӗрет кушак пусма. Прис!
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 349 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz