Тунтикун, 23.12.2024, 13:27
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Валентина Рудникова

Категорире миçе материал: 13
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 3 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

"Тимĕр тылă", "Тăлăх арăм" —

Пур пеккинех асăнмарăм,

Калăпланă Кĕçтенкки,

Çамрăк, яш чăваш каччи.

 

Шухăшăма пĕлтересшĕн

(Чăннине сиртен кĕтес-ши?):

Иванов — Чăваш патши,

Чăваш чĕлхин тĕп тĕшши.

 

Пурах "Нарспин" пархатарĕ,

Кам халь калама пултарĕ:

Миçе хут çак кĕнеке

Хальччен тухрĕ ирĕке?

 

Илемленчĕ вăл, çĕнелчĕ,

Вутлă çулăмпа хĕмленчĕ.

Халь вулаççĕ тĕнчипех

Хăйсен тăван чĕлхипе.

 

"Нарспи" вилĕмсĕр тееççĕ,

Çут кун-çулĕн пулмĕ вĕçĕ, —

Пурнăçа вăл вĕрентет

Нарспипеле Сетнертен.

 

Вăхăтлăх, чăнах, пуянлăх,

Шăпапа утмасть вăл танлăн.

Çынлăх — пурнăç тымарри,

Чун çуначĕ, чун варри.

 

Ачаран Кĕçтенкки сиснĕ —

Чăваш ĕçпеле вăл пиçнĕ.

Ăсран та нихçан юлман,

Ĕлĕк, шел, шкулсем пулман.

 

Чирпе чăваш асапланнă,

(Леш тĕнчене хăй ăсаннă

Вăй питти, яш каччăллах,

Саманан тертне пула).

 

Ытарми шевли çĕн ирĕн,

Пусмăра çĕнтерчĕ вирлĕн.

Çиçĕм евĕр çуталса

Тĕпрен ячĕ çунтарса.

 

Тĕттĕмлĕх çумран çухалчĕ —

Чăваш классикĕ пур халĕ.

Мăшкăлаймĕç чăвашран —

Тĕнчепе паян вăл тан.

 

Итлĕрсем мана, тархасшăн,

Эп те çирĕппĕн каласшăн:

"Кĕçтенкки вăл, чăн-чăнах,

Ертỹçĕ те патриарх".

 

Иксĕлми ун чун кăварĕ,

Тарăн йĕр пирте хăварчĕ.

Вăл ялан хĕмпе çунать,

Яшсене парса çунат.

 

PS.

Манар мар Иванова,

Тивĕç вăл юратăва.

Мухтанса ĕç-хĕлĕпе

Утар малаш çулĕпе.

 

Вăл пулнишĕн чăвашра,

Савнă, тăван çĕршывра.

Чунăм ыйтать ыр сăмах,

Турри чыслăн Тав тума!

Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 343 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 02.11.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Такăр мар вăл нихçан вăрçă çулĕ —

Чĕтренет, хумханать тинĕс пек.

Кашни çынăн куçра куççỹль тулĕ,

Мĕн пулса иртнине курнипе.

 

Х/ю:

Пурнăç хакĕ шутра вăл пулман —

Кĕç пултарнă салтак çухалма.

Вилĕм пынă ялан юнашар,

Чунсенче хыптарса хĕм пушар.

 

Нимĕç танкĕ шăвать шăлтăр-шалтăр,

Айĕнче таптанать çĕр-анне.

Хуçăлать яштак хыр шăтăр-шатăр,

Сирпĕнет вутлă хĕм пур енне.

 

Лăпкă мар чун-чĕрийĕ аттемĕн,

Хурçă утăн айне ыткăнать.

Чĕр юнпа хулпуççийĕ йĕпеннĕ,

Пурпĕрех вăл гранат ывăтать...

 

Çук атте, тĕнчере тек пурнаймĕ,

Илчĕ çĕр ăна хăй ытамне.

Асăмра çут сăнарĕ упранĕ,

Нихăçан та эп ямăп ятне.

Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 490 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 02.11.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

(Çĕнĕ Выççăлккă ялĕ 125 çул тултарнă май)

Шăнкăр-шăнкăр Ункă шывĕ

Шăрантарать юррине.

Кунта пĕчĕк ман çĕршывăм

Епле манăн ырлăхне?

 

Тăван ялăм — чун ăшшийĕ

Илĕртсессĕн те кĕтрет.

Çут ачалăхăм ĕшнийĕ

Ытамне ялан кĕтет.

 

Умăмра, ак, ешĕл улăх

Асăмран тухмасть утçи.

Çырмара тытатпăр пулă

Ăнăçу парсам, ăш çил.

 

Çичĕ тĕслĕ асаматăн

Кур, пит вăрăм кĕперри.

Пĕр хĕрри кунта пулсассăн

Ăçта выртрĕ-ши тепри?

 

Асамлать тăван уй-хирĕм,

Тăри юрлать каçăхса.

Чунĕ ирĕклĕ яш-хĕрĕн

Пурăннă чух савăнса.

 

Вырăнта тăмасть-çке яшлăх

Вĕçĕм таçталла васкать.

Çухалмарĕ, тав, яланлăх,

Чĕрере халь упранать.

 

Пур ялта полковник, летчик...

Ялăм паллă хулара.

Хутлă керменсем çĕкленчĕç,

Курăнаççĕ катаран.

 

Урампа иртсе пыратăп

Чун-чĕре вылять сиксе.

Çĕкленет вăй-хал, туятăп, —

Кĕç хăпарăттăм вĕçсе!

 

Ах, епле сăмах тупам-ши

Сана, ялăм, тав тума?

Юрă мухтаса юрлам-ши

Пуç тайса ял-йышăма?

 

Ĕмĕр-ĕмĕр ялăм пурăн,

Чечеклен те аталан.

Илемли тек çук та вырăн

Шанăç эс паран ялан.

 

Çирĕп никĕс эсĕ пирĕн

Кашнине пиллен çунат.

Сывлăш пек пурне те кирлĕ

Чĕрере хушан хăват!

Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 379 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

(Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче пурăнакан Вера Васильевна Матвеевана Аслă вăрçă асапĕнчен кил-йышăма хăтарнишĕн чысласа)

Аппаçăма эп сăнласшăн,

Килĕр, çепĕç сăмахсем!

Кил-йышна тертрен çăласшăн

Иртрĕç сан яш кунусем.

 

Вăрçă хирĕ кĕр-кĕрлерĕ,

Вилĕм сапрĕ çĕр çине.

Çын куççулĕпе тĕрлерĕ

Гитлер хăйĕн тĕррине.

 

Вăтанмас чуна уçмашкăн —

Умран нишлĕх çухалман.

Ялсенче çỹрерĕ кашкăр —

Хăратма арçын пулман.

 

Лашапа çĕр сухаланнă,

Тытнă эс чĕлпĕрĕнчен.

Çĕнтерỹшĕн нушаланнă

Манса çамрăклăх çинчен:

 

Тырă вырнă, утă çулнă,

Парăннă сана вăрман.

Пахча тунă, шоссе тунă,

Шикленсе нихçан ларман.

 

Эх, хăçан-ши эсĕ каннă?

Кил-йыш та ыйтать йĕрке.

Пăрчăкан пек кускаланă

Пĕр тухмасăр ирĕке.

 

Шак, шаккаççĕ ултă кашăк...

Тĕлĕнеп халь шутласан.

Тарнă çумран юрă-ташă...

Çапла килчĕ шăпу сан.

 

Сăпка хуçи те эс пулнă,

Эпĕ выртнă-çке унта.

Хăв кулсан, тен, эп те кулнă.

Çумра çывăх çын пуртан.

 

Апая шеп хисепленĕ,

Йăл тутам халь сарăлать.

Фермăра чысне çĕкленĕ,

Шутласан, пыр капланать.

 

Костер-курăк хулăн, çỹллĕ,

Çулатчĕ вăл ир-ирех.

Пулин хамăр ача пỹллĕ,

Вăй-хал хунă пурпĕрех...

 

Сар хĕвеллĕн çуталатăн

Эс, аппаçăм умăмра.

Юратуллăн пуç таятăп

Ыр тунишĕн пурнăçра! В

 

ăрăм ĕмĕр эсĕ пурăн

(Илчех вăрçă сывлăха)!

Кунĕсем пурах-мĕн Туррăн,

Çăтмах та парнелĕ-ха!

Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 307 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

(Геннадий Сергеевич Сергеева 80 çулхи юбилейĕ ячĕпе)

Шурăм пуç ир шăранать-и
Çĕр питне ярса шевле.
Саламлать сана, Геннадий,
Çитнипе пуль юбилей.

Чыслă-сумлăн та хисеплĕн
Кун-çулу пырать шуса.
Ĕç-пуçна тăватăн тĕплĕ,
Калаçсан та юптарса.

Тăрăшан ялан ăш пиллĕн
Вăй-хăват парса пире.
Куракан итлет пит тимлĕн
Хыптарсан вут чĕрере.

Сассупа çунат хушатăн
Пит мăнаçлăн юрласа.
Рольсене те калăплатăн
Чуну витĕр кăларса.

Тăван кил пек сцена саншăн.
Вут-хĕлхем илсе çынран
Пĕр вĕçетĕн, ярăнатăн
Кăйкăрпа пулса пĕр тан.

Халăхпа эс пурăнатăн
Пайласа ун хуйхине.
Йăпанатăн, савăнатăн
Туйса çут пуласлăхне.

Ачусем ÿссе саланчĕç
Кайăк пек тĕнче тавра.
Çич енчен халь саламларĕç
Малашне шанса ырра.

"Тавта пуç, сана, — калатпăр, —
Чыс-хисеп сана, мухтав.
Эс пуртан пуль тĕнче капăр,
Панăнах сасне Мускав!”

Юлташсемĕр, тантăшсемĕр,
Ялан пултăр-и çапла.
Ят ямасăр, ĕмĕр-ĕмĕр
Пурăнар-и тăванла!
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 346 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.08.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 11-13


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz