Тунтикун, 23.12.2024, 13:53
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 3 ... 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
6
Мӑн Шетмӗ шкулӗнче ӗҫленӗ
Сатирик — Сӳпенкке Илли.
Ҫырма ӑна вара пилленӗ
Иван Мучин ҫӑмӑл алли.
Тусĕсемпе — Шавли, Сироткин,
Уяр, Колюшкинпа Нямань –
Тĕл пулнă, ҫырусем ҫÿретнӗ,
Пĕрне-пĕри вĕсем манман!
Сÿпенккене юратнă «Капкăн»
Хăй ачи пек. Мĕн-ма тесен
Пулнах çав хăйне май талантлă
Ун шÿчĕ-фельетонĕсем.
Шкулта та ӑннӑ унӑн ӗҫӗ.
Директор пулнӑ. Тивĕҫпех.
Анчах та шел: ылханлӑ вӑрҫӑ
Татать ҫыравҫӑ пурнӑҫне.
7
Манман-ха кӑшт астукалаҫҫӗ 
Мӑн Шетмӗ шур сухалёсем!
Хӗветёр Уяра. Ҫыравҫӑ,
Синкерлӗ вӑхӑтсем ҫитсен,
Кунта ачасене вӗрентнӗ
Тӑван чӗлхемӗре кӑштах.
Шупашкарта вăл тем тесен те
Ĕҫ тупайман ӗнтӗ, паллах.
Вӑл вӑхӑтра: камсем элекҫӗ —
Ҫавсем ҫеҫ пулнӑ хисепре.
Чӑвашӑн чӑн интеллигенчӗ!
Чӗтре вӗсем умне тӑрсан! Чӗтре!
Ҫук! Ҫук! Вӗсем... хӑйсем чӗтренӗ
Пулнишӗн вӑйсӑр Уяртан!
А вӑл ҫав "ҫынсене"... хӗрхеннӗ,
Пĕр сив сăмах та каламан...
(Малалли пулать).
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 333 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

8
Художник Алексей Григорьев -
Профессор пулнă. Четриксем.
Картинăсем ăста ÿкернĕ.
Поэзи чунĕллĕ этем.
Шкултах, Супенккене пула вăл,
Пуçланă сăвăсем çырма.
Ун пулнă псевдоним - "Бывалый"!
Кăшт... çапларах-ши курăнма...
Анчах сăввисене нихçан та
Вăл пичете паман пулас.
Хăй пуçĕпе хăех ăнланнă:      '
Поэт пулмашкăн... кирлĕ сас!
Вара вăл каснă урăх алăк
Тăван культурăна кĕме:
Мĕн чуль тĕпчев, статья, каталог...
Никам хаяймĕ тиркеме!
9
Трофимов Прохор: Çap çыннийĕ.
Полковник. Пулнă вăрçăра.
Ку темăпа вăл мĕн çырнийĕ
Выртман библиотекăра.
Эпир ача чухне: вуланă
Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла.
Мĕнле-ха савăннă, мухтаннă
Ун кĕнеки лексен алла!
Вара... вара алран ямасăр,
Çыврас килсея те — çĕрĕпе
 «Çÿренĕ" чăлкăм куç хупмасăр
Кĕнекери геройсемпе.
Ирпе ирех, шкула кайсассăн,
Сăмах — çав кĕнеке тавра!
Çапла вĕрентнĕ юратмашкăн
Пире çуралнă çĕр-шыва.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 310 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

10
Редакторччĕ Хисеплĕ Анна
Васильевна. Кушар енчен.
Вăл хăйĕн пурнăçне йăлт панă
Хаçат ĕçне. Ним юлмиччен.
Тракра ĕçлерĕ вăл пĕр хушă,
Каярахпа, ав - Сĕрпуре.
Пĕлместĕп: пулнă-ши ун пушă
Самант хăть хăй валли пĕрре?
Пулман! Пулман тесех калатăп
Ăна эп çывăх пĕлнĕрен.
(Турти кăштах лекет-мĕн-ха та
Мана Çĕньял Шетмĕ енчен).
Ялан - шырав! Ялан - çĕннийĕ!
Мĕн канăва тухичченех!   
Вăл пулнă самана сассийĕ!
Алла тăк — хăй вырăнĕнчех!
11
Учитель-фронтовик Георгцй
Трофимович тесен, эпир —
Шетмĕ енсем — пĕлетпĕр пурте:
Хăварнă вăл çапах та йĕр
Поэзире. "Çырни сахал ун —
Тесе ÿпкелеме пулать.
Анчах вăл... пурăнман кахаллăн!
Ăна кашни савса вулать:
Сăввисене... çу пек шăратнă!
Пиçсе çитмесĕр васкаман
Тÿрех редакцие чупмашкăн!
Çынпа та пулнă вăл аван:
Калаçнă, кулнă е шÿтленĕ, 
Анчах та... виçине тытса.
Черкке те, май пулсан, çĕкленĕ
Пире пурне те ыр сунса!
(Малалли пулать).
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 326 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

12
Анат Типçырмаран  - Леонтий
Семенович. Чăн-чăн этем!
Таçта ун пек çын пур тесен те
Эп ĕненместĕп. Ма тесен
Ун пек учитель, сăвăç, юрăç,
Сăпайлă, кăмăллă чăваш
Тупма май çук. Мĕн чухлĕ ыр eн
 Хăварчĕ вăл - чунĕпе яш! —
Ĕçпеле вăрçă ветеранĕ!
Анчах та çав терт-нуша мap
Ун ырăчĕринче упраннă:  
Вăл — юрату! Сÿнми кăвар!
Ăна хаçан, мĕнле вут тивнĕ,
Мĕнле пултарнă вăл çунма —
Çавна йăлтах юрра вăл хывнă
 Пире валли. Çапла пулма.
13
Четрик ялнех тепре килер-ха:
Василий. Турккă йăхĕнчен.
Ăна та иртнĕ вăрçă терчĕ
Тÿпкенĕ чунĕ каниччен:
Аманнă икĕ хут. Çĕнтернĕ: 
Виç орден! Медальсем, паллах.
Вăл хăйĕн ĕмĕрне ирттернĕ -
Мĕнле цуçланнă - шофертах.
Сăввийĕсем чылай ун пурччĕ,
Эп хам вуланă вĕсене.
Анчах пĕри çеç "Арман пÿрчĕ» -
Тухайрĕ çутă тĕнчене.
Ытгисене... ĕлкĕреймерĕ.
Пичетлемешкĕн вăхăтра...
Поэзире хăварнă йĕрĕ
Çухалмĕ уншăн халăхра.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 333 | Author: Н.П.Петров (Мăш Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

14
Василин шăллĕ пулнă — Петĕр.
Петрович, ашшĕ ячĕпе.
Çырма пуçланă вăл, пĕлетпĕр,
Тур панине хурса тĕпе.
Турри ăна чăнах та панă:
(А вăл памасть пули-пулми!)
Шкул çумĕнчех вăл калăпланă
Поэма – «Якувар çырми».
Унтан – салтак, колхоз ĕçченĕ:
Çÿретнĕ трактор, каярах
Бухгалтера кăштах вĕреннĕ.
Ĕçне пултарнă – Тур çырлах!
Çырма вăл, чарăнса тăман-тăк –
Пĕр-пĕр поэт пулатчĕ, тен…
Анчах… хастарлăхĕ вăраннă
Вăл пенсие тухсассăн тин.
15
Ун ывăлĕ (паллах, Петрович.
Ятран калас тăк - Николай) -
Хăйне кура... чĕлхеллĕ сăвăç.
Учитель. Пуçлăхра самай
Вăл тĕрлĕ щкулсенче ĕçлерĕ
Пĕр щеллемесĕрех хăйне.
Анчах... поэзипе карьера
Ура хураççĕ пĕр-пĕрне.
Шел, каярах юлса ăнланчĕ
Çавна вăл. (Тен... шăп вăхăтра!)
Начар-и, лайăх-и - халь ĕнтĕ
Поэзи лаççинче, штатра.
Çырать пĕр вĕçĕм, чарăнмасăр, 
Хуса çитес пек иртнине...
Хăй хыççăн йыхăрать, кам харсăр,
……………………………………….
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 338 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz