Вырсарникун, 19.05.2024, 15:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 21-25
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 7 ... 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
С.А.Николаева, Красноармейски районĕн
хăй тытăмлăхĕн пуçлăхне

"Кашни çын шăпи куллен ман чĕре çумĕнче пулĕ".
(С.А.Николаевăн суйлав умĕнхи программинчен).

Шухӑшсем — ҫӗнӗлле,
Тинкертӗн инҫе —
Малашри пурнӑҫа тӗмсӗлесшӗн.
Кашни ҫыннӑн шӑпи сан чӗрӳ ҫумӗнче,
Эс яваплӑ куллен ҫав ҫынсемшён.
Ҫав яваплӑх сана
Лӑпкӑ пурнӑҫ памасть;
Тепӗр чух, тен, ырса та ҫитетӗн.
Пӗрре тупнӑ ҫултан пӑрӑнма юрамасть,
Ӑна хӑв та эс лайӑх пӗлетӗн.
Ҫав яваплӑх пуртан
Ҫав ҫулпах эс утан—
Ҫулё йывӑр, тумхахлӑ, сӑваплӑ!
Чап тени камшӑн пурнӑҫ тӗллевӗ пулман—
Чунӗпе пуринчен те хӑватлӑ!
Эс ҫынна тарават,
Санӑн пур вӑй-хӑват
Хамӑр ен тӑрӑхне хӑпартмашкӑн.
Халӑх ВӐЙЁ санра халь, ӑна ан ҫухат;
Ҫухатсан... тепĕр хут тупаймастӑн,
Яланах ҫынсемпе,
Яланах ҫын ҫинче —
Пур ҫӗре те ҫитесшӗн, пӗлесшӗн.
Кашни ҫыннӑи шӑпи сан чӗрӳ ҫумӗнче,
Эс яваплӑ куллен ҫав ҫынсемшӗн!
2001, пуш, 2
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 233 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Карай ялĕнче пурăнакан
Риммăпа Валери Малининсене
халалласа

Ан васкӑр каймашкӑн! Ларар-ха кӑштах! 
Халь ВӐХӐТ ҫитмен-ха! Ҫитсессӗн — каятӑр! 
Малинин Валера, кала купӑсна, 
Малинина Римма ҫӗн юрӑ юрлатӑр!

Ҫулталӑк ҫитет пуль сире курманни...
Мӑн Шетмӗ енне час-часах килейместӗр.
Хут купӑс сасси...Мӑшӑру юрлани...
Эп халь те эсир кунтине ӗненместӗп...

Ах! Юрлӑр-ха! Юрлӑр! Юррийӗ хитре!
Тата тепӗр хут! Эп ыйтатӑп...Тархасшӑн...
Ман мӑшӑрӑм, курӑр, юрлать сирӗнпе —
Эсир кайиччен вӗренсех-и юласшӑн...

Ик туслӑ ҫемье ҫак сӗтел хушшинче!
Тавах сире килнӗшӗн, Римма, Валери.
Мӑн Шетмӗ, Карай та ан пулччӑр инҫе.
Кӑшт ҫывӑхлатма тав куркийӗ ҫӗклер-и!

Ан васкӑр каймашкӑн! Ларар-ха кӑштах!
Халь ВӐХӐТ ҫитмен-ха! Ҫитсессӗн — каятӑр...
Малинин Валера! Кала купӑсна!
Малинина Римма ҪӖН ЮРӐ пуҫлатӑр!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 286 | Author: Николай Петрович Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Йӑласем Чӑвашра тӗрлӗрен,
Ачаран вӗсене эс вӗрен:
Ҫӑварни, сурхури,
Кӑшарни, хӗр сӑри...—
Ку йӑлтах тӑван ен культури.

Калаҫатпӑр эпир чӑвашла.
Калаҫу тӗрлӗрен чӑвашра:
Анатрийӗ, тури,
Хутӑшшийӗ пурри — 
Ку йӑлтах тӑван ен культури.

Пирӗн тӗп тымарсем тарӑнра,
Тӗпчеме ан ӳркен Ан хӑра!
Пулӑшсассӑн турри
Вӗҫне тупӑпӑр-и... 
Ку йӑлтах тӑван ен культури.

Асатте—асанне тумӗсем,—
Авалхи чӑвашсен чунӗсем!
Тӗлӗнтермӗш тӗрри
Паян кун та чӗрри...—
Ку йӑлтах тӑван ен культури.

Туррисем те чӑвашӑн нумай.
Вӗсене хисепле эс, пуҫ тай:
Киремечӗ, шыври,
Пирӗшти, арҫури...—
Ку йӑлтах тӑван ен культури.

Чӑваш ялӗ! Йӑмраллӑ ялсем!
Ҫӗр пин юрӑ упраҫҫӗ вӗсем:
Карай енӗн юрри....
Шетмӗ енӗн юрри...—
Ку йӑлтах тӑван ен культури.

Хуласем те чӑвашӑн ҫук мар:
Етӗрне, Ҫӗмӗрле, Шупашкар...
Ҫӗрпӳре пултӑр-и,
Канашра пултӑр-и...— 
Ку йӑлтах тӑван ен культури.

Ҫер ӗҫне те чӑваш пултарать,
Ал ӗҫне те чӑваш пултарать:
Умӗнче мӗн пурри,
Чунӗнче мӗн пурри...—
Ку йӑлтах тӑван ен культури.

Хӑнана та чӑваш тарават!
Хатӗрлет темӗн тӗрлӗ апат:
Ак—шӑрттан, ӗнерри...
Ак—шӳрпе, пыл сӑри...—
Ку йӑлтах тӑван ен культури.

Ӗҫкӗ-ҫикӗ чӑваш пуҫтарсан,
Кӑмӑлне ирӗке вӑл ярсан...
Ҫук унран паттӑрри!
Ҫук унран маттурри!
Ку йӑлтах тӑван ен культури.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 566 | Author: Николай Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хисеплӗ  тӑванӑм!
Хисеплӗ  юлташӑм!
Паян сан умра тӗлӗнтермĕш хаҫат.
Ăна эс тытсамччӗ,
Ăна эс уҫсамччӗ –
«Мăн Шетмӗ  хыпарӗ» санпа калаҫать.
 
Тин  ҫеҫ  вӑл ҫуралнӑ,
Ҫапах ҫирӗп  халлӑ!
Пултарчӗ кашни кил-ҫурта вӑл ҫитме.
Сана   та   манмарӗ,
Мана  та манмарӗ –
Апла-тӑк ӑна эпир пурте кӗтнĕ!
 
Кирек мӗн ĕҫре  те
Эпир - ял  ӗҫченӗ:
Вӑй хур фермӑра,
Уй-хирте е шкулта –
«Мӑн  Шетмĕ  хыпарӗ»
Пире   вӑй-хал   парӗ
Татах та   хастарлă,   мухтавлӑ пулма.
 
Кам  пилӗкӗ   тӳрӗ,
Кам  ӳрӗк те  сӳрӗк,
Ĕҫре те, кил те те ҫапать ыйӑха -
«Мӑн   Шетмӗ   хыпарӗ»
Пĕр шелсĕр ҫунтарӗ
Мӗнпур ӗҫкӗҫе, кахала, йӑх-яха!
 
Пуху  мӗн  иртет-и...
Хуҫа  мӗн ӗҫлет-и? -
(Кашни  ӑнкарасшӑн  ертӳҫӗ  ӗҫне!)
«Мӑн  Шетмӗ  хыпарӗ»
Пурне те  хыпарлӗ:
Мӗн сӳтнӗ,  мӗн явнă – йӑлтах тĕрĕсне.
 
Ĕҫне те  ӗҫлесчӗ,
Канма  та  пӗлесчӗ –
(Пӗлменлӗх  ялан этеме вăл пăсать!).
«Мӑн   Шетмӗ   хьшарӗ»
Пире   те   кантарӗ
Пӗр-пĕр халиччен илтмен шӳт каласа.
 
Кам  хӑй  те  ҫырасшӑн –
Чару  çук! Тархасшӑн!
Талантлӑ  ҫынсем  санӑн нур, Шетмĕ ен!
«Мӑн  Шетмӗ   хьшарӗ»
Пурне те ҫул парӗ:
Хӑть яшӑ, хӑть ватӑ - ҫырма ан ӳркен!
 
Кун хыҫҫӑн кун иртӗ,
Ҫул хыҫҫӑн ҫул   иртӗ –
Шанатӑп:   (Шанмасӑр май ҫук пурӑнма)
«Мӑн  Шетмӗ  хыпарӗ»
Ун  чух  та  пултарӗ
Кашни ҫын патне кашни кун ҫул тупма.
 
Хисеплĕ  ял-йышӑм!
Атя,   эппин,   йышӑн -
Паян сан умра эсĕ кӗтнĕ хаҫат!
Чи  ҫывӑх тӑван пек,
Чи ҫывӑх юлташ пек,
«Мӑн   Шетмӗ   хыпарё»   санпа калаҫать!
06.10.99   ҫ.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 378 | Author: Николай Петрович Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1970-мĕш çулта Мăн Шетмĕри
вăтам шкултан вĕренсе тухнă
тус-тантăшсене, хамăра вĕрентнĕ
учительсене халаллатăп.

Анчахчĕ - Çутă Ир...
Умра - Хĕвеллĕ Çул...
Çав çул çинче - эпир...
"Сыв пул, юратнă шкул!"

Ах, Вăхăчĕ тăмасть...
Иртет çул хыççăн çул.
Анчах чĕре манмасть
Сана, юратнă шкул.

Пире вĕрентрĕн эс, 
Ăс патăн вунă çул.
Мĕнпе сана тÿлес...
"Сыв пул, юратнă шкул!"

Калаттăн яланах:
"Малтисенчен ан юл!"
Юлмарăмăр. Тавах
Сана, юратнă шкул.

Хăш чух ятлаттăн çав:
"Пĕлÿ вăл - пысăк мул!
Тÿрех кĕмест пуçа...".
Тавах, юратнă шкул.

Ах, Вăхăчĕ тăмасть...
Нивушлĕ вăтăр çул?..
Çук! Çук! чĕре манмасть
Сана, юратнă шкул.

Хаваслă Çутă Ир!
Умра - палланă Çул!
Çав Çул çинче - эпир!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 325 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 15.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz