Ытларикун, 23.04.2024, 21:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ача-пăча пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 49
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 3 ... 9 10 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Праски инкепе Петĕр пичче килне те савăнăç çитрĕ — вĕсен пĕчĕк ача çуралчĕ. Çичĕ çул хушши кĕтрĕç вĕсем çак пепкене. Арçын ача çут тĕнчене килсен савăнмаллипех савăнчĕç вара. Эрне кун çуралнăран-ши, Эрçук ят пачĕç ăна.
Ват аслашшĕсен йăлине хисеплесе Петĕр пичче ывăл ачи ячĕпе пӳрт умне пĕр пĕчĕк йăмра лартрĕ. Тавлашмалла тенĕ пек ӳсме пусларĕç Эрçукпа йăмра.
Эрçук питĕ патвар çитĕнчĕ, сăнĕпе те питĕ чипер каччă пулса тăчĕ. Ялти чи илемлĕ пикене юратса пăрахрĕ те ăна качча илчĕ. Вара çамрăк мăшăр тăван килтен уйрăлса тухса хăй тĕллĕн пурăнма тытăнчĕ.
Йăмра та хăй еккипе çӳлелле çĕкленчĕ, аяккалла сарăлчĕ. Кил умĕнче мăнаçлăн курăнса ларакан пулчĕ. Праски инкепе Петĕр пичче час-часах йăмра айне тухса ларса хăйсен çамрăклăхне аса илетчĕç, пĕртен пĕр ывăлĕн шăпи телейлĕ пултăрччĕ тесе ĕмĕтленетчĕç.
Пĕррехинче Праски инкепе Петĕр пичче ывăлĕпе кинĕ тата мăнукĕ патне хăнана кайрĕç. Тунсăхласа çитнĕ пулмалла та — тĕттĕм пуличченех шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç. Каялла киле çурçĕр çитеспе тин таврăнчĕç. Каç пулсанах выртса çывăрма хăнăхнăскерсем, анаслакаласа кил умне çитсе тăчĕç. Ак, тĕлĕнтермĕш! Кил умĕнчи йăмран кашни туратти çинче пĕрер çăлтăр çутатса ларать. Кашниех çепĕç юрă юрланă пек илемлĕ сасă кăларать. Кун пек тĕлĕнтермĕше ĕмĕрте те курман-илтмен пиччепе инке çăварĕсене карсах пăрахрĕç. Хăйсене юмахри тĕнчене лекнĕ пек туйса, илемлĕ кĕвĕ асамлăхĕпе киленсе йăмра айĕнчи сак çине кайса ларчĕç. Çăлтăр çутипе çиçсе тăракан йывăç айĕнче ларма ытла та канлĕ иккен. Çепĕç кĕвĕ-çемĕ чуна сĕртĕнсе кăмăла çĕклет.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 320 | Author: Елена Григорьева, Красноармейски | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.12.2013 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Микулай тесе чĕннĕ ăна ялта. Вăл илемлĕ те ĕçчен каччă пулнă. Хăшĕ-пĕрисем ăна ылтăн алăллă ăстаçă тесе те каланă. Кăмăлĕ те унăн питĕ ырă пулнă, никама та пĕр сивĕ сăмах каламан, нихăçан та никама та кӳрентермен. Ытла лайăх ача пулнăран юратнă та ăна ялта: ваттисем те, çамрăккисем те, ачасем те. Ытларах ачасем килĕштернĕ ăна. Микулай вĕсене юмахсем каласа кăтартнă, йывăçран теттесем туса панă. Вăл хăй те тĕлĕнтермĕш япаласем çинчен итлеме юратнă, пурнăçра пулма пултарайман пулăмсене те ĕненнĕ.
Пĕр кунхине Микулай патне пĕр пилĕк-ултă çулхи хĕр ача пынă, хăйĕн юратнă пукани валли пĕчĕк кравать ăсталаса пама ыйтнă. Микулай хаваспах килĕшнĕ. Каскаламалли хатĕрсем илнĕ те вăрмана юрăхлă йывăç шырама кайнă. 
Пĕлĕтелле кармашса ӳсекен йывăçсем çине пăхкаласа Микулай вăрмана шалтан шала кĕрсе пынă, пĕр уçланкăна çитсе тухнă. Уçланкă варринче лапсăркка йăмра лара парать. Юнашар — кӳлĕ. Çутă кӳлĕре илемлĕ акăшсем ишсе çӳреççĕ. Çак куçа илĕртекен илеме пĕр хумханса, пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса пăхать тĕлĕнтермĕшсене ĕненме хăнăхнă каччă. Йăмра йывăççине сăнасарах пăхать те — ун умĕнче ахаль йывăç мар иккен. Ун тураттисем пĕлĕтелле кармашаççĕ, тымарĕсем йывăçа çирĕп тытса тăраççĕ, çулçисем сип-симĕс тĕслĕ.
Çак йывăçран питĕ илемлĕ теттесем тума пулать тесе ĕмĕтленсе Микулай йăмра умне пырса тăрать те ăна касма хăтланать.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 321 | Author: Настя Харитонова, Красноармейски | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.12.2013 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Ĕлĕк-авал чăваш çĕрне пĕрмаях тустарнă, çунтарнă, çаратнă. Ялсенчен нимĕн те тăрса юлман, йĕри-тавра çунăк шăрши çеç тăнă. Чăваш çыннисем унта-кунта тарса пытаннă, пуринчен те хăраса пурăннă. Анчах нимĕн тума та май çук, никам та нимĕн те тума пултарайман.
Пĕррехинче ял хĕрринчи вут-çулăм тивмесĕр тăрса юлнă пĕчĕк çурт патне ватă мучи пырса тăрать. Вăл алăкран шаккаса хăйне пĕр татăк çăкăр пама ыйтать. Çамрăк каччă алăка уçать те старике пӳрте кĕртет, ăна пĕр курка шыв тата юлашки çăкăр татăкне парать. Мучи темиçе кун çимен пулмалла, ырханлансах кайнă. Ку çуртра пурăнакан Илехмет уçă кăмăллă çын пулнине сиссе ватă çын ăна: «Тавах сана, каччă, ырă кăмăлушăн», — тет.
— Мĕн эсир, мучи, маншăн нимĕн шел мар.
— Куратăп эп, ывăлăм, эсĕ питĕ ырă чунлă çын. Эсĕ чăваш çĕрĕ çинчи вăрçа-харçа чарма пултарассине те куратăп эпĕ. 
— Мĕнле чарма пултаратăп-ха эпĕ ăна? Манăн вăйăм çитес çук.
— Эпĕ сана пулăшăп. Эпĕ сана çăра уççи паратăп. Эсĕ унпа пĕр арчана уçма пултаратăн. Çав арчара асамлă йăмра йывăççин турачĕ выртать. Йăмра турачĕ çынсем хушшинчи килĕшĕве, çураçăва, юратăва çирĕплетет. Ку арчана шыраса тупма вара чи малтан чăваш çĕрĕн чĕрине тупса палăртмалла.
Çак сăмахсем хыççăн старик мăйĕнче çакăнса тăракан çăра уççине илет те çамрăка тыттарать. Çăра уççин вĕçĕнче йăмра çулçи çакăнса тăрать.
Ватă мучи çамрăк çынна тепĕр хут тав тăвать те пӳртрен тухса каять.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 326 | Author: Лидия Кузнецова, Красноармейски | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тахçан авал пысăк вăрман çумĕнче пĕр пĕчĕк ял лăпчăнса ларнă. Ял çыннисем ĕçчен те пуян чунлă пулнă. Вĕсене çывăхри вăрман тăрантарнă, ăшăтнă. Çурт-йĕр çавăрма пĕренесем, кăмака хутма вутă турттарнă. Пӳрт тăррине витме чĕренче е çăка хуппи, пештĕр çыхма тата çăпата тума пушăт хатĕрленĕ. Курăс хутса мунчала тунă. Савăт-сапа ăсталама та юрăхлă йывăçсем вăрмантанах касса килнĕ. Карçинккапа лăпă çыхма хăва хуллисем те унтах тупнă. Милĕкĕ те, улми-çырли те, кăмпи-мăйăрĕ те, сиплĕ курăкĕ те — ытлашшипех пулнă вăрманта. Çавăнпа ĕнтĕ мĕн авалтанах: «Вăрман — пирĕн пуянлăх», — тенĕ.
Çак пуян вăрман сывлăшĕпе, сиплĕхĕпе, илемĕпе киленсе пурăннă та ĕнтĕ пĕчĕк ялти пысăк чунлă çынсем. Ялти çамрăксем те хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе вăхăта ирттернĕ, ашшĕ-амăшне ĕçре пулăшнă, каçхине вăййа тухнă.
Икĕ чипер хĕр, Катуçпа Сайрухха, пĕр-пĕринчен уйрăлмасăрах çӳренĕ, питĕ туслă пулнă вĕсем. Вĕсен туслăхне çынсем те ăмсаннă. 
Пĕррехинче амăшĕ Катуçа вăрмана серте татма янă. «Кайса пуçтарса кил-ха, хĕрĕм, пĕр хутаç серте, тутлă яшка пĕçерсе çийĕпĕр», — тенĕ. Ашшĕ-амăшне итлеме хăнăхнă хĕр ача хаваспах килĕшнĕ. 
Катуç юрлакаласа вăрман хĕрне çитсе тăнă. Серте пуçтарма унăн шаларах кĕмелле пулнă. Шикленме пĕлмен хĕр нимĕн шухăшламасăрах йывăçсен хушшине кĕрсе кайнă. Серте нумай шăтса тулнă иккен. Пикенсех пуçтарнă Катуç сип-симĕс çимĕçе. Сасартăк такам утса килнине асăрханă. Палламан карчăк утать иккен вăрманпа. Пĕр хутаç вир кăмпи татса тултарнă хăй, аран сĕтĕрсе пырать. Катуçа курсан савăнсах каять. «Пулăш-ха мана, чиперккем», — тет.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 330 | Author: Надежда Козлова, Красноармейски | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.12.2013 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Пурăннă тет ĕлĕк-авал пĕр ватă çын. Унăн виçĕ ывăл пулнă. Туслă пурăннă вĕсем, анчах ватă старик хытă чирлесе ӳкнĕ, вилме патнех çитнĕ. Унăн ывăлĕсем хытă куляннă.
Пĕррехинче урамра унăн ывăлĕсене хирĕç асамçă юмăç тĕл пулнă, вĕсен хуйхи-суйхине ыйтса пĕлнĕ: 
— Эпĕ пулăшăп сире, чире сыватма май пур, ватă йăмра çинчи ылтăн çулçă кăна пулăшĕ сирĕн аçăра. Анчах ырă кăмăллă çын çеç çав йăмрана тупма пултарĕ, — тенĕ ватă çын. 
Часах виçĕ çамрăк инçе çула пуçтарăннă, ылтăн çулçă шырама тухса кайнă.
Вунă кун та вунă каç виçĕ ывăл çул çинче пулнă, вуннăмĕш каçне вĕсем пĕр уйра çывăрма выртнă. Кĕçех тӳпере Çутă Уйăх курăнса кайнă. Уйăх вĕсенчен пулăшу ыйтнă:
— Манăн аллăмсем питĕ хуралса кайрĕç, тасатса-çуса парăр, тархасшăн.
Анчах та аслă пиччĕшĕсем çул çинче хытă ывăннă пирки уйăха пулăшман.
Кĕçĕнни вара уйăха пулăшнă: çĕрĕпех унăн аллисене çуса ларнă.
Ир пулсан çамрăксем малалла çул тытнă. Тепĕр вунă кун та вунă каç ватă йăмра çинчи ылтăн çулçа шыранă вĕсем. Анчах та тупайман. Аслă пиччĕшĕсем киле таврăннă, кĕçĕнни вара малалла çул тытнă. 
Кĕçех кĕçĕн ывăл Алтăр Çăлтăра тĕл пулнă. Унран çăлтăр пулăшу ыйтнă:
— Тӳпе тĕтĕм-тусанпа хупланчĕ. Тасатса пар-ха, тархасшăн. 
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 301 | Author: Анастасия Алексеева, Красноармейски | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.12.2013 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz