Шăматкун, 23.11.2024, 08:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 69
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 3 ... 13 14 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Ванюкпа Санюк пĕрле
Хăвăрт çитрĕç шыв хĕрне.
Ларчĕç пĕлтĕрхи тĕле,
Хăвалăх ÿснĕ енне.

— Тĕлĕк куртăм иртнĕ каç, —
Тет Санюк хăлаçланса.
— Кĕнĕ вăлтана карас! —
Йăл! кулать хăй мухтанса.

— Ан шавла-ха, шăпăрт пул, —
Тет Ванюк хирĕçлесе. —
Пулăсем хăраççĕ пуль,
Вăлтуна пăх тимлесе?

— Ванюк, пăх-ха, ку мĕскер,
Ишет шывра шăртлăскер?..
Асăрхамасть вăл пире,
Ишсе çитрĕ шыв хĕрне!

Сăмсипе нăш-нăш! туртать,
Ешĕл курăка татать.
Пире курчĕ те çакскер,
Шыва чăмрĕ шиклĕскер.

Тепре тухать-ши тесе
Шăп ларатпăр итлесе.
Халăм пĕтрĕ сыхласа,
Ăман тиртĕм васкаса.

Салху юлчĕ ăшăмра,
Çухатнăшăн вăхăта.
Хăвалăхри ăтăра
Çаклатаймăн вăлтапа.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 317 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 07.11.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

— Эрхип Толи пулатӑп, —терӗ,
Ентеш хӑйпе паллаштарса. —
Пирӗн ҫӑкӑра ас тивӗр, — терӗ
Чӑваш пикийӗ йӑл! кулса.

Ҫак саманта епле-ха манӑп,
Манмассине чӗре сисет.
Мухтав Сире, лартасчё палӑк,
Тивӗҫ эсир чыс-хисепе.

Уяв кунсем хыҫа-ҫке юлчӗҫ,
Ҫула тухма ҫитрӗ черет.
Сума суса туссем те ҫитрӗҫ,
Петӗр Раманч сӑмах илет.

Ашшӗ вырнех хурса хакларё
Ҫумри юлташ вара мана.
Чун-чӗрепе хӑпартлантарчӗ
Ҫӗпӗр ҫинчен хайлав ҫырма.

Эрхип Толи ҫине те ҫитрӗ:
Эпир чи ҫывӑх тӑвансем.
Асаттесем пӗрле-ҫке ӳснӗ,
Пулнӑ вӗсем пӗр вартисем.

Ҫапла, туссем, эпир телейлӗ,
Куратпӑр, халӗ те пӗрле.
Атте-анне панӑ пехилӗ —
Хӑват хушать чӑваш чӗлхи.

"Эй, ырӑ тӑвансем, чӑвашсем!
Ыйхӑран вӑранӑр.
Тӑван халӑхӑмӑр чӗлхипе 
Калаҫма ан манӑр.

Кӑкӑр сӗчӗлелех ӳстерӗр
Сӑпкари ачине.
Чӑваш чӗлхинех вӗрентӗр
Пӗчӗклех пепкине.

Манран, чӑваш каччинчен,
Мамҫари тӑвансене
Калам хӗрӳллӗ салам
Сирӗнпе пӗрле ялан!"

Йӑван Эрхипч Толин сӑмахё
Асра юлать ӗмӗрлӗхе.
Тюмень чӑвашӗсен ахахӗ
Ҫутаттӑр пӗтӗм Ҫӗпӗре.

Курнӑҫасса вӗсем шантарчӗҫ,
Чи сумлӑ Ҫӗпӗрти туссем.
Вӑрӑм ҫула пире ӑсатрӗҫ —
Умра капмар Урал тусем.

Уйсем, хирсем хыҫа юлаҫҫӗ,
Умрах пек Ҫӗпӗрти туссем.
Трак ен юрӑҫисем юрлаҫҫӗ —
Пурин те ҫутӑ ӗмӗтсем.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 442 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.04.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Упири 'Парус" ача садне чӗрӗк ӗмӗрхи юбилей ячӗпе ырӑ сунса

"Парус" ятлӑ ача сачӗ
Кунта уснӗ ачаран.
Ҫӗкленет ун сӑн-сӑпачӗ.
Тухас ҫук асран нихҫан.

Чӗрӗк ӗмӗр эс ишетӗн,
Такӑр пулчӗ сумпӑ ҫул.
Ҫулсерен хӑват хушатӑн,
Улӗм те ҫапла эс пул.

Пепкесем ҫунат сараҫҫӗ,
Ăс пухаҫҫӗ пӗчӗкрен. 
Тӑван кётесе манмаҫҫӗ,
Саламлаҫҫӗ инҫетрен.

Эх, юрлар-и пурте харӑс,
Юхтӑр юрӑ таврара,
Ача сачӗ пирӗн — "Парӑс",
Ячӗ юлтӑр халӑхра!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 358 | Author: Г.Е.Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тюмень хулинчи Михайловский пасарта пулнă май

Мишша пасарĕ тесе ят панă
Тюменьри кермен çурта. 
Епле ăна тума пултарнă, 
Кĕрсен утан хутран-хута. 

Зал варринче чечен фонтанĕ 
Хĕл варринче тапса тăрать. 
Çак илеме курсан кам манĕ? — 
Таса çăл куç ума тухать. 

Тавраллипех лавкка — сăнатпăр, 
Пуян епле сентрийĕсем. 
Чăваш таварĕсене сутатпăр, — 
Тееç пире сутуçăсем. 

Ертÿçĕ пирĕн пултаруллă,
Ахальтен мар кермен хуçи. 
Эпир Вăрнарпала та туслă — 
Пахалăх лайăх кăлпассин. 

Ентеш Володьăна ырлаççĕ: 
"Находка” пирĕншĕн, тесе. 
Пасарĕсем татах пур, теççĕ, 
Вĕри апат çиме чĕнсе. 

Çÿлти хутра кафе-столовăй —
Кăмăл пулсан ларса çиме. 
Ман мухтамашкăн пур сăлтавĕ — 
Хамăр ентеш çине çитсен.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 305 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 05.03.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Красноармейскинче "Трак керамики” завод тăвакан хупă йышши "ТУС” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне, ЧР тава тивĕçлĕ строительне, "Мухтав Ылтăн Çăлтăрĕ” орденĕн кавалерне Николай Федорович Угаслова халалласа

Тюменьсемпе чăваш енсем,
Пĕр çулпалах утаç туссем.
Хитре, илемлĕ çурт-йĕрсем
Ку тăрахра та пур вĕсем.

Хастар чĕреллĕ тантăшсем, 
Чăваш ятне çĕклекенсем. 
Мухтава тивĕç ĕçченсем, 
Чыс-хисепре ыр ĕçĕсем. 

Трак ен чăвашĕ савăнать, 
Завод илемлĕ курăнать. 
Кĕçех вăл кирпĕч кăларать, 
Пурăнăç çĕнелсе пырать. 

Ятран калассăм ман килет, 
Çан тавăрсах халь вăл ĕçлет. 
Хĕветĕр ывăл — Микулай, 
Сан пултăр яланах вăй-хал! 

Кĕскен кăна çеç каласан —
Ĕçсем ăнса пыраççĕ сан. 
Шупашкарпа Мускав таран — 
Тĕслĕх илеç фирма "ТУСран!” 

Çут ĕмĕтпе эс пурăнан,
Хула çырмийĕнчи тăван. 
Тăван ялта чиркÿ уçсан, 
Манмĕ ял-йыш ĕмĕр сана! 

"Ылтăн Çăлтăр” кăкăр çинче, 
Тивĕçлĕ пултăн хисепе. 
Асра тытсан ваттисене, — 
Телейлĕ пулăн çĕр çинче. 

Трак енсем халь — тус-тăван, 
Чун савăнать ĕç-пуç ăнсан. 
Тюмень тăрăхсене ан ман, 
Туссем пĕрле пулсан аван.

Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 331 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz