Ытларикун, 19.03.2024, 14:24
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем

Каталогра пурĕ миçе материал: 110
Миçе материал кăтартнă: 1-10
Страницăсем: 1 2 3 ... 10 11 »

Фёдоров Анатолий Павлович 1944 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Чăваш  Республикин Красноармейски районĕнчи Хĕлеç ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Янкасри çичĕ çул вĕренмелли тата Красноармейскинчи вăтам шкулсенче вĕреннĕ. 1966 çулта çар хĕсмечĕ витĕр тухнă хыççăн конкурсра çĕнтерсе Чăваш патшалăх музыкăпа драма театрне хор артисчĕн ĕçне кÿлĕннĕ. 1967 çулта профессиллĕ пĕлĕве туптас тесе Ленинградри патшалăх театр институтне вĕренме кĕнĕ. 1969 çултан паян кунчченех хор солистĕнче тата режиссёр пулăшуçинче, каярах режиссёр управленийĕн заведующийĕнче тăрăшать. Пурĕ 57 çул пĕр вырăнта пĕр улшăнмасăр ĕçленĕ!

     Артист пурĕ 30 ытла роль вылянă, калăпланă паллăрах сăнарсем çаксем: Граф Чепрано «Риголеттора», Джузеппе Верди тата Нотариус  «Севильский Цирюльникре», Джоаккино Россини, Микс «Сильвăра», Имре Кальман тата Патриарх «Борис Годуновра», Модест Мусоргский оперинче, Судья  «Тоскере», Джакомо Пуччини тата Лакей Иоганн Штраусăн «Летучая мышь» оперинче. Асран тухман сăнарсем вара музыкăллă комедисенче калăпланнă: Чудеев (Тимофеей Фандеевăн «Виçĕ туй»), Хĕлип (Юрий Кудаковăн «Кăвак сирень айĕнче»), Антун (Геннадий Терентьевăн «Çимĕк умĕнхи каç»), Кукшумов (Аристарх Орлов-Шуçăмăн «Юратнă Шупашкар») тата Миша (Геннадий Максимовăн Энĕш хĕрринче»).

     Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1991), «Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул» медаль кавалерĕ (2020).

2023 çул | Миçе çын пăхнă: 11 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 15.02.2024 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Степанова Татьяна Платоновна 1956 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш  Республикин Шупашкар районĕнчи Янăш ялĕнче çуралнă. Янăшри 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине театроведени уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн пĕр хушă Кÿкеçри Культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче вăй хунă. 1977 çулта пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетне вĕренме кĕнĕ. Институтра алла илнĕ профессипе Трак енри Карай вăтам шкулĕнче, Шупашкар районĕн Янăшри сакăр çул вĕренмелли шкулта, Шупашкарти 31-мĕш номерлĕ шкулта ĕçленĕ. Шупашкарти электроаппаратура завочĕн коммуналлă хуçалăх системинче воспитательте, хулари 6-мĕш шкулта хушма пĕлÿ паракан педагогра, çав шкулти пукане театрĕн ертÿçинче, Чантăр ялĕнчи клуб заведующинче, Чăваш Республикин ĕçлев министерствин социаллă хÿтĕлев учрежденйĕнче воспитательте тимленĕ.

     Вăл 20 çул ытла ĕнтĕ Трактор тăвакансен завод çумĕнчи «Çăлкуç» халăх театрĕн артистĕнче вылять. Нумай спектакльте тĕрлĕ енлĕ сăнар калăпланă, «Мыскарасăр туй пулмасть», «Пуçа килсен пуçана», «Хĕрсĕр ялта хĕсĕр мар», «Таврăнатăп, кĕт мана» кинофильмсенче ÿкерĕннĕ. Пултаруллă çын таçта та пултаруллă: сăвă çырать, юрă кĕвĕлет, хăй юррисемпе концертсенче халăха савăнтарать. Юрă-кĕвĕ дискĕ те кăларнă. Кунсăр пуçне виçĕ сăвă кĕнеки кун çути кăтартнă: «Пурнăçри тĕрленчĕксем», «Тÿпере тăри юрларĕ», «Çуркунне çитсессĕн». Çĕнĕ сăввисене тĕрлĕ пичет хатĕрĕсенче вырнаçтарать.

     Халĕ çемйипе Красноармейски муниципалитет округĕнчи Алманч территори пайĕн Супар ялĕнче пурăнать.

2023 çул | Миçе çын пăхнă: 13 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 15.02.2024 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Красноармейски салинчи Тĕп вулавăш ĕç коллективне (ертÿçи – Григорьева Наталья Львовна) таврапĕлÿлĕх ĕçне çÿллĕ шайра туса пынăшăн, паллă ентешсен пултарулăхне халăх хушшинче анлă сарнăшăн тата чăваш наци культурине сумлă аталантарнăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕ тăратнă.

2022 çул | Миçе çын пăхнă: 41 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Николаев Андрей Николаевич (1923-2005), Красноармейски салинче пурăннă Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕ, учитель-педагог, шкул директорĕ, РОНО ертÿçи, РОНОн методика пÿлĕмĕн ертÿçи, тăван ен историйĕпе таврапĕлÿлĕх музейĕн заведующийĕ, хăй тĕллĕн аталаннă сăвăç-çыравçă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, РСФСР çут ĕç отличникĕ Педагогпа наставник çулĕнче çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа тата авторăн çĕнĕрен пичетленсе тухнă «Аслă Атăл юххине тухасчĕ...» сăвăсемпе юрăсен пуххишĕн Нестер Янкас ячĕллĕ Премийĕн лауреачĕ ята тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски муниципалитет округĕнчи «Тĕп вулавăш» бюджет культура учрежденийĕ тăратнă.
НИКОЛАЕВ Андрей Николаевич (р. 9.2.1923, д. Ванюшкасы –13.10. 2005) – учитель. Окончил Чебоксарское педучилище (1940), исторический факультет Чебоксарского пединститута (1950). Участник Великой Отечественной войны. Заведующий Синьял-Убеевской начальной школой, учитель Тюрарской начальной школы (1940–1941). В 1942 – курсант арттехучилища в г. Ижевск. В 1943-1944 воевал на Первом Прибалтийском фронте, был тяжело ранен. После войны работал учителем в Убеевской, Большешатьминской средних школ, инструктором райкома партии, директором Албахтинской восьмилетней школы (1950-1969), зав. Красноармейским РОНО (1969-1976), зав. методкабинетом РОНО (1976-1981), директором и учителем Янгасинской восьмилетней школы (1981-1983). По его инициативе в 1985 открыт районный краеведческий музей, где проработал в течении пятнадцати лет директором. Заслуженный учитель Чувашской Республики, отличник народного просвещения. Награждён орденом Отечественной войны, медалью "За отвагу" и юбилейными медалями.
Является самодеятельным поэтом родного Траковского края. Написал около 100 стихов, которые в свое время печатались в районной газете «Ял пурнăçĕ». В 2023 году вторично был издан сборник его стихов «Аслă Атăл юххине тухасчĕ…» (редактор – Лауреат Премии имени Нестера Янгаса композитор и поэт Николай Карлин).

2022 çул | Миçе çын пăхнă: 39 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Терентьева (Тимофеева) Людмила Михайловна, Чăваш Республикин Вăрнар муниципалитет округĕн Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Нурăс вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен педагог тата эстрада юрăçи, чăваш юрри-кĕввине Чăваш Республикин тĕрлĕ тăрăхĕнче анлă сарнăшăн, Трак ен халăхне "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" фестивальте хăйĕн ăсталăх-пултарулăхĕпе паллаштарсах тăнăшăн тата 2022 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи Вăрнар муниципалитет округĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Нурăс вăтам шкулĕ» бюджет учрежденийĕ тăратнă.
Терентьева Людмила Михайловна, родилась 29 февраля 1964 года в с.Исаково Красноармейского района Чувашской Республики.
Терентьева Людмила Михайловна В 1971 году поступила в 1 класс Исаковской восьмилетней школы. В 1981 году окончила 10 класс Красноармейской средней школы. Во время учебы в школе активно занималась общественной работой школы, была комсоргом класса, членом редколлегии.
В этом же году поступила учиться в ЧТУ им.Ульянова в г.Чебоксары на историко- филологический факультет чувашского отделения. За время учебы в университете активно участвовала в культурно - массовых мероприятиях университета, города. Была солистской ансамбля «Мерчен», гастролировала вместе с агитбригадой по районам Чувашии, а также за ее пределами.
По окончании университета с 1986 по 1989 год работала в Ямашевской средней школе Канашского района учителем русского и чувашского языка. В школе организовала фольклорный кружок, ансамбль «Ложкари», активно участвовала в культурной жизни села, школы.
С 1989 по 2008 работала библиотекарем, преподавателем, освобожденным секретарем комсомольской организации в Калининском профессиональном училище Вурнарского района. Организовала в училище драмкружок, фольклорный кружок, выступала солисткой эстрадной группы Калининского Дома культуры, состояла в женсовете Калининского поселения, организовала различные культурные мероприятия.
С 2008 по сегодняшний день работает в Калининской СОШ школьным библиотекарем и учителем чувашского языка и литературы. Её ученики являются частыми призерами и победителями районных олимпиад, районных и республиканских конкурсов.
Занимает активную жизненную позицию, поёт в церковном хоре, а также участвует в различных эстрадных концертах чувашской эстрады в г.Чебоксары. Награждена многочисленными грамотами и дипломами районных и республиканских конкурсов.

2022 çул | Миçе çын пăхнă: 50 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Власова (Скворцова) Роза Анатольевнăна, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, журналистсен Н.В.Никольский ячĕллĕ преми лауреатне, «Хыпар» издательство çурчĕн журналистне республикăмăрти «Хыпар» обществăпа политика хаçат страницисенче Трак енри паллă ентешсен пурнăçне çутатакан статьясемшĕн тата 2022 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкар хулинчи «Трак ен» ентешлĕх правленийĕ тăратнă.

Свою творческую деятельность Власова Роза Анатольевна начала в 1990 году. Будучи ученицей 11 класса, победила в республиканском конкурсе «Молодой журналист - 90». С 1 августа 1995 года работает в Издательском доме «Хыпар». Была корреспондентом отдела образования и науки в газете «Хыпар», с 1996 года работала корреспондентом газеты «Ҫамрӑксен хаҫачӗ». 2005-2007 годах была редактором газеты «Ҫамрӑксен хаҫачӗ». В 2008 годе переведена на должность корреспондента отдела журналистких расследований газеты «Хыпар». С 15 октября 2008 года - редактор отдела хроники и собственных корреспондентов. С 1 января 2016 года - обозреватель отдела социальной жизни, культуры и спорта.

 

2022 çул | Миçе çын пăхнă: 48 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

"Куракансен йышĕнче пĕр чăваш та пулин тупăнатех", - тет Трак енре çуралса ÿснĕ Светлана Калачёва юрăçă. Раççейĕн кирек хăш ял-хулине çитсен те хăйĕнпе: «Эпĕ - чăваш халăхĕн хĕрĕ», - тесе паллаштарать çĕршыв тăрăх тăван чĕлхепе çырнă юрăсене шăрантарса çÿрекен Светлана Калачёва.

Калачёва (Ефремова) Светлана Михайловнăна, Мускав хулинчи «Русская гармонь» продюсер центрĕн юрăçине, вырăс тата чăваш культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, чăваш юррисемпе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсене куллен савăнтарнăшăн тата 2022 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ.

Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕнчи  «Карайри кану центрĕ» бюджет учрежденийĕ тăратнă.

Родилась 16 апреля 1968 года в деревне Кюльхири Красноармейского района Чувашской АССР в семье работников животноводства колхоза «Россия» Михаила Ефремовича и Анисии Игнатьевны Ефремовых. С1975 по 1985 год училась в Караевской средней школе 1985 -1986 годы - учеба в Чувашском государственном университете и работа в тепличном цехе  Чебоксарского агрегатного завода. В августе 1986 года переехала в село Никольское Кадуйского района Вологодской области. С 29 августа 1986 года - работа в комсомольской бригаде оператором машинного доения в совхозе «Андога». 7 сентября 1987 года - избрана освобожденным секретарем комсомольской организации совхоза «Андога». 1992 -1994 годы - работа в детском саду села Никольское. 1994 - 2015 годы - работа художественным руководителем Никольского Дома культуры в Кадуйском районе Вологодской области. С 2014 года и по настоящее время - солистка и заместитель гендиректора по творческой работе продюсерского центра «Русская гармонь», Москва. /Из Энциклопедии Вологодской области/

2022 çул | Миçе çын пăхнă: 62 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 19.01.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Степанов Александр Иванович (Пăртта) 1963-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче ҫуралнӑ Кӑштахран çемье Туҫи-Чуракасси ялне куҫса килнӗ.1970 ҫулта ҫав ялтах пуҫламӑш шкула кайнӑ. Ялта виҫҫӗмӗш класс таран кӑна вӗрентнӗрен малалла Алманчри вӑтам шкула ҫÿреме пуҫланӑ. Шкул ҫулӗсенчех сӑвӑ-калав ҫырас туйăм вӑраннӑ. Хӑйӗн хайлавӗсене районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетленӗ. 1980-мӗш ҫулта вунӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти тракторсем тӑвакан завода ЧПУ станокçă вӗренекенĕ пулса ӗҫе вырнаҫнӑ. 1985-мӗш çултан Ярославльти театр институчӗн студенчӗ тата пукане театрӗн артисчӗ пулса тӑрать.

Пукане театрӗнче артистра вӑй хунӑ вӑхӑтра ача-пӑча журналӗсене валли чылай сӑвӑ-калав хайлать. «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Ҫил ҫунат», «Коммунизм ялавӗ», «Пионер сасси» тата ытти хаҫат-журналсенче пичетленет.

1990 -мӗш ҫулта вӑл Чӑваш ҫамрӑксен театрне ӗҫлеме куҫать. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки «Ҫил ҫунат» журналта «Эс - ман хӗвел» ятпа 1994-мӗш ҫулта пичетленсе тухать. 1997-мӗш ҫулта «Турӑ пурмен юрату» пьесине Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче лартаҫҫӗ. Ҫав ҫулах Александр Пӑрттана Раҫҫей писательсен союзне илеҫҫӗ.

Ҫамрӑксен театрӗнче 1993-мӗш ҫулта «Качча кайиччен» икӗ пайлӑ лирикӑлла драма, 2001-мӗш ҫулта ҫав сцена ҫинчех «Вӑрмана юлнӑ ҫамрӑклӑх» драми тухать. 2018-мӗш ҫулта Чӑваш Республикин Халӑх артисчӗ ята тивӗҫет. 2003-мӗш ҫулта ӑна Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ хисеплӗ ят параҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Александр Пӑртта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче артистра вӑй хурать.

Драматургири çитĕнÿсем: «Турӑ пӳрмен юрату» (Запретная любовь) ЧПАДТ–1997; «Качча кайиччен» (До замужества) ЧПҪТ – 1998; «Вӑрмана юлнӑ ҫамрӑклӑх» (Потеренная юность) ЧПҪТ – 2000; «Ҫиҫӗм тивнӗ чунсем» (Пораженные молнией сердца) ЧПАДТ – 2006; «Чӑн телей юратура» (Счастье в любви) ЧПҪТ – 2008; «Укҫа чул кастарать» (Деньги глаза слепят) ЧПАДТ – 2009; «Килех килчӗ тур ҫырни» (Суженая сама пришла) ЧПАДТ – 2010; «Кирек ӑҫта та пӗр хӗвел» (Андеграунд) ЧПҪТ – 2011; «Ылтӑн кӗрӳ» (Золотой зять) ЧПҪТ – 2012; «Сансӑрах санпа» (С тобой и без тебя) ЧПАДТ – 2016; «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» (Быстро деньги - голова кругом) ЧПАДТ – 2017; «Çил ачисем» (Дети Ветра) ЧПАДТ – 2018. Пурĕ 12 пьеса çырса пичетлнĕ.

Театр сцени çинчи тӗп рольсем: Йӑкӑнат («Шупашкарти савни») Н. Сидоров, Гаврила («Ҫынна каласан ҫын та ӗненмӗ») М. Ворфоломеев, Сергей («Пирӗн телей ҫавнашкал») Е. Еллиев, Игорь («Ма кӗске-ши яш ӗмӗр») Н. Угарин, Африкан («Пушмак пӑру мыскари») Н. Сидоров, Гена («Ма тӗл пултӑм-ши санпа») Н. Угарин, Якуш («Юратусӑр телей ҫук») Н. Сидоров, Репников (« Прощание в июне») А. Вампилов, Хведюк (« Шӑнкӑрав курӑкӗ») Н. Сидоров, Хуан («Тапса тӑмасть текех ҫӑлкуҫ») Г. Лорка, Слава («Мӑкӑнӗм, чунӑм, савниҫӗм») А. Зайцев, Алтаким («Чуп-чуп уйӑхӗ») Н. Сидоров, Сергей («Ҫураҫнӑ хӗр валли парне») В. Коровкин, Волк («По зеленым холмам океана») С. Козлов, Кот Шараф («Где живет театр») С. Белов, С. Куваев, Петух («Не хочу быть собакой») С. Белов, Павел Петрович («Отцы и дети») И.Тургенев, Глостер («Лир патша») У. Шекспир, Александр Петрович («Ылтӑн кӗрӳ»). Пурĕ 70 ытла сăнар калăпланă.

Пичетленсе тухнă кӗнекесем:

2001-мӗш ҫулта «Юратса юратман юрату» сӑвӑсен пуххи кӗнекине кӑларать. 2005-мёш ҫулта виҫӗ авторӑн сӑввисен пуххи «Уйӑх ачи». 2010-меш ҫулта «Пирӗн урам» сӑвӑсен пуххи. 2015-мӗш ҫулта «Атьӑр туслашар» сӑвӑсен пуххи. 2021-мӗш ҫулта «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» повесть, калавсем, пьесӑсем.

     Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх тăратнă.

2021 çул | Миçе çын пăхнă: 106 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 06.03.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Порфирьева Елена Юрьевна (Эншей) 1992 çулта ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă. 1999-2010 çулсенче Еншик Чуллă шкулĕнче пĕлÿ пухнă. 2010-2016 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университчĕн искусство факультетĕнче «Солист. Вокалист. Педагог» специальноçĕпе професси алла илнĕ. 2013-2017 çулсенче Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă шкулĕнче ачасене музыка пĕлĕвĕ панă. 2017 çултанпа Чăваш патшалăх телерадио компанийĕнче радиовещани службин информаци программисен пайĕнче редакторта вăй хурать.

Пурнăçри çитĕнĕвĕсем: 2016 çулта пултарулăхра тунă çитĕнÿсемшĕн Республика пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçлĕ пулнă. 2021 çулта Красноармйски районĕнчи хĕрарăмсен канашĕ тăратнипе «Эпĕ – хĕрарăм» республика конкурсне хутшăннă. Çав çулах Республикăри районсем хушшинчи XXII «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль-конкурсĕнче «Чи лайăх солист-юрăç» номинацире пĕрремĕш степеньлĕ  диплом лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. 2021 çултах Раççей регионĕсем хушшинчи вокал искусствин «Вокальная Чувашия – 2021» 2-мĕш конкурсĕнче 1-мĕш степеньлĕ лауреат пулса тăрать.

Общствăлла ĕçсем: 2012 çулта Республикăмăрти «Чăваш пики-2012» конкурса хамăр район ячĕпе хутшăннă. Чăваш наци конгресĕн çамрăксен «Хастар» ушкăнĕн председателĕ. 2020 çулта «Чăваш пики-2020» конкурса тăван районта ертсе пынă. Аннесен кунне халалланă концертсенче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. 2021 çулта районти ĕçпе юрă уявĕнче – Акатуйра хăйĕн юррисемпе куракансене савăнтарнă. Çав çулах хамăр райпо ĕçченĕсем çинчен радиопередача ертсе пынă. Çулталăк вĕçĕнче республикăри пичет ĕçченĕсен уявĕнче хăй юррисене юрласа тĕлĕнтернĕ.

     Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕнчи Хĕрарăмсен канашĕ тăратнă.

2021 çул | Миçе çын пăхнă: 90 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 06.03.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

    Архипова (Александрова) Ольга Александровна педагога, фольклориста тата общество хастарне, Чăваш Республикинчи А.Ф.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреатне (1998), Пĕтĕм чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ наци премийĕн лауреатне (2015) 2019 тата 2020 çулсенче Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçатĕнче Чăваш енпе Трак тăрăхне тата ун çыннисене мухтакан статьясем кун çути кăтартнăшăн тата юлашки вăхăтра пичетленнĕ «Кун-çул таппи» историпе краеведени очеркĕсен пуххи (2020), 2021 çулта «Чун-чĕре юррисем» юрӑ пуххи, «Çунатлан, чӗрем» сӑвӑ пуххи кун çути кăтартнăшăн тата юрӑ пуххин «Вĕçет хур кайăк...» электронлă дискне хатӗрлесе кăларма пултарнăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх тăратнă.

         Архипова (Александрова) Ольга Александровна 1929 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ колхозсем йĕркеленнĕ пăтравлă вăхăтра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1941-1945 çулĕсемпе пĕр килнĕ. Тусайри пуçламăш, Упири вăтам шкулта (1949),  Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕнчен историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă (1953). Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари вăтам (1953-1956),  Кĕçĕн Таяпари çичĕ çул вĕренмелли (1956-1957),  Елчĕкри вăтам(1957-1958),Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вăтам (1958-1985) шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ.

Педагог, фольклорист, таврапĕлÿçĕ, общество деятелĕ, ĕçпе вĕрентÿ (1953-1985) тата тыл (1941- 1945) ветеранĕ, вăрçă ачи, Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), фольклор ансамблĕн никĕслевçи тата ертÿçи (1970), «Ылтăн тата хурçă перо» тăван чĕлхепе литература  кружокне пуçараканĕ тата ертсе пыраканĕ, «Çамрăк хунавсем» литература антологийĕпе альманахне йĕркелекенĕ,  республика тата Раççей пичет кăларăмĕсенчи статьясен тата чылай кĕнеке авторĕ, радио-тележурналистикăра та палăрнă.

Алексей Талвир ячĕллĕ литература, И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш наци премийĕсен лауреачĕ, чăваш халăх пултарулăхĕн тĕрлĕ фестиваль-конкурс лауреачĕ (1960-1980), СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина ячĕлл илемлĕ вулав конкурсĕн лауреачĕ (2017).  «Ĕç ветеранĕ», 2-мĕш степенлĕ «Медаль материнства», Раççейри ача çыравçисен пĕрлешĕвĕн «Мудрая сова», «Вăрçă ачисем», Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçин Çĕнтерĕвĕн юбилейлă медалĕсене тата Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Ольга Александровна Севастиан Михайлович Архипов мăшăрĕпе пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентессипе, воспитании парассипе çыхăнтарнă, халăха çутта кăларас тесе нумай тăрăшнă. Севастиан Михайлович вун çиччĕре чухнех çак ĕçе пикеннĕ, 58 çул педагогика тытăмĕнче тăрăшнă, 20 çул ытла Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вăтам шкул директорĕнче вăй хунă. Ольга Александровна çамрăксен темиçе ÿсĕмне хамăрăн пăлхар-сăвар-чăваш чĕлхин евĕрентес пархатарлă ĕçе пĕтĕм пурнăçне хывнă, чăваш сывлăшне сиплĕх кÿрес енĕпе пысăк утăмсем тунă. Архиповсем пилĕк ачана ура çине тăратнă. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕн çулĕпе утаççĕ. Çемьен пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ 550 çул ытла шутланать. Ольга Александровна тата Севастиан Михайлович Архиповсем вĕрентÿпе культура аталанăвне пысăк ÿсĕм кÿнĕ.

2020 çул | Миçе çын пăхнă: 113 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 11.06.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz