Ытларикун, 07.05.2024, 10:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 6-10
Страницăсем: « 1 2 3 4 ... 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
16
Çав йăхранах (виç сыпăк пулĕ)
Туркова Наçтан хĕр ачи –
Ячĕпеле калас тăк – Оля -
Шкулта вĕреннĕ çулсенчех
Çырма пуçланăччĕ: тĕрленчĕк,
Заметка, очерк хаçатра
Пĕр хушă тăтăш пичетленчĕ.
Вăл пулнă ун чухне шутра.
Поэзи патнелле те туртăм
Сисĕнкелетчĕ хушăран.
Сăввисене... Вуланă-курнă.
Анчах... хăçанччĕ-ши... Хăçан...
Ăна паян аса илме те...
Çук! Çук! Тăванăмсем! Пулмасть!
Çĕннисене вуласчĕ питĕ! —
Эп мар, хăй айăплă: çырмасть!
17
Упа çырма енне каçар-и...
Пулин çул-йĕрĕ сакăлта.
Чăваш поэзин сумлă арĕн
Çуралнă вырăнĕ кунта.
Вĕрентекен тата тĕпчевçĕ,
Чĕлхемĕрĕн наукисен
Чăн кандидачĕ! Чăн поэчĕ!
Çапла. Вăл - Петĕр Яккусен.
Шăпа темле те тĕрĕслерĕ
Çав пултаруллă ачана...
Анчах та пурпĕр вăл... «вĕçмepĕ»
Çитес тесе çав... "маччана"
Хăш-пĕрисем пек: çав ултавлă,  
Элеклĕ ,çул çине.тăрса.
Шăп çавăнпа вăл хăй куçарнă
Сăваплă Библи пек таса!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 252 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

18
Упа çырма... Кунта çуралнă
 Матвеев Николай Михалч.
Четрик енче çемье пÿрт лартнă,-
Туртса илет ăна çĕн влаç .
Кулак тесе. Хупса хураççĕ
Ун ашшĕ-амăшне. Ача
Çын патĕнче ÿсет. Кĕç вăрçă.
Каять хăй ирĕкпе. (Ан чар!)
Наградăсем... Килет урасăр.
Колхоз ревком ĕçне шанать.
Курать: хуçа пĕр вăтанмасăр
Колхозăн пурлăхне вăрлать.
"Канаш" хаçат. Тухать заметка.
Милицисем кĕç районтан.
Заметка авторне... пĕçерккĕ:
"Тепре çырсассăн!.." Вăл... çырман.
19
Владимир Улăхсем тесессĕн, 
Пĕлетпĕр пурте: журналист.
Вăл çырнине йăлт пичетлес тĕк...
Çитеймĕ хут! Ан çиттĕр-иç!
Апла тăк пур ун мухтанмалăх!
(Ытлашшипех те пулĕ, тен...)
Пĕр-ик сăмах каламаллах-и -
Кĕскен - ун пурнаçĕ çинчен:
Учитель вăл, таврапĕлÿçĕ,
Тăрмашнăччĕ комсомолта...
Редакцире унтан пĕр хушă
Шырарĕ "тĕрĕслĕх тата"...
Анчах "...пăта вăл... мăлатукшăн
Нихçан та тĕрĕслĕх пулман" —
Тенийĕ хисепре халь уншăн.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 243 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

20
Журавлева та (Анатолий)
Пĕлеççĕ пурте Шетмĕре.
Ку таврара пулман та пулĕ
Ун пек шÿтлевçĕ! Вăл — пĕрре!
Ача чухнех вăл пултаратчё,
Шкулта вĕреннĕ чух - пушшех!
Ахаль-им Сÿпенкке ку ялччё?
Çав Сывлăш витĕмне кÿнех!
Ÿсерехпе таланчĕ унăн
Пыратчё хăйĕнчен малта!
Чĕлхийĕ кăларатчё çулăм
Çырма ларсассăн, тупата!
Район, республика пичечё
Пуçларĕ ун ятне пĕлме!
Шел... перине çĕре ÿкерчĕ....
Илес темерё вăл... темме...
21
Кăлаваран Степанов Гена.
Философ. (Мĕн калас: шăпа-а-а!)
Поэзи картишне вăл кĕнĕ
Историлле поэмăпа.
Хакне парас пулсан — тархасшăн:
(Поэмине, паллах) "Пырать!"
Анчах та малалла "утмашкăн",
Пĕлместĕп, мĕскертен хăрать...
Пур псевдоним та ĕнтĕ унăн;
Вăл — Хун ачийё Аслати!
Мĕнле-ха тепĕр утăм тумăн?
Ун пек вара вăл... юрать-и? ,
Çырас пулать ниме пăхмасăр!
Хăвна валли хăть! Савăнма!
Çырсан-çырсан... "асăрхамасăр!"...
Чăн-чăн поэт та, тен... пулма!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 218 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

22
Йĕпрем ялне, тархасшăн, килĕр! 
(Хăш-пĕрисем, тен, ыйтĕç: "Ма?" 
Арсентий ывăлĕ Владимир 
Ĕçĕсемпе кăшт паллашма! 
Кăмăлĕпе вăл питĕ уçă, 
Сăпайлă, шухăшлă ялан, 
Мăн Шетмĕ тăрăхне ун чухлĕ 
Пĕлекенсем... çукрах паян! 
Ун ĕçĕнче — вун виçĕ ялăн 
Кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕсем... 
Кама мĕнле "турти, пăявё" 
Лекет... Тата вăл хăш енчен... 
Пурне те тупнă, йĕркеленĕ 
Пĕччен. Вуншар çулсем хушши. 
Пĕл: Нестор çакăн пек ĕçленĕ! 
Владимир — çав çынсем йышши! 
23
Тăват пурт хĕрĕ те Алина 
Çырма пуçланă хаçата 
Шкулта чухнех. "Пулать ун! — тенё 
Редакци çыннисем. — Хута
Вараламасть сăлтавсăр-мĕнсĕр!"
Хĕр университеталла 
Шăп çавăн пек хаклавшăн ĕнтĕ, 
Çул тытнă. Ак, кĕçех алла 
Илет диплом. Тăван чĕлхемĕр 
Пуянланать çав самантран — 
Пĕр шÿтлемесĕрех, ĕненĕр —  
Чăн-чăн специалиста! Аван!
Ишек енче тымар вăл янă — 
Çак сăвăç чунлă хĕр-пике. 
Ĕçлет шкулта. Çырать. Кăларнă
Ик-виçĕ пĕчĕк кĕнеке!
{Малалли пулать).
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 253 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

24
Илья Романович Степанов — 
Обществӑлла корреспондент.  
(Турри тата ӑна кӑшт панӑ
Ҫырмашкӑн музыка. А...тен...
Памасӑрах вӑл... илнĕ. Вӑрттӑн... 
Анчах та... тивмӗпӗр ӑна.
Ку темӑпа.., кайран... йӑлт, курттӑм... 
Халь мӗн... пустуйшӑн вакланма.) 
Ҫапла. Вăл Кушкӑ ял ҫыннийӗ; 
Килте лармасть: ялан шырать.  
Ӑҫта мӗн пулнӑ-курнӑ-илтнӗ-
Шырӑнӑ-тупнӑ — йӑлт ҫырать! -  
Чылай чухне унран пӗлетпӗр  
Ялта мӗн пулнӑ-иртнине.
Паллах, ҫӗн ӳсӗмсем кӗтетпӗр:
Ан тутӑхтартӑр перине!
25 
Ун мӑшӑрӗ — колхоз-совхозшӑн —
Чи "перекетлӗ" шут ăсти.
(Ӗненмесен... килсе... тархасшӑн...
Пӗлмесӗрех... суятӑп-ши? 
Суйсассӑн та пӗрре хӑть;А мĕн? 
Ҫук-ҫук! Ун пек вăл... аван мар...
Тата... тӗллев те урӑхла ман. 
Вӑт ун ҫинчен кӑшт... калаҫар.)  
Паллаштарам: "тӗллевӗм" — Нина.
Ивановна, хисеплесе. 
Муркаш енчен кунта вӑл килнӗ.
Экономист. Ҫырать текстсем,
Юрра-кӗвве хӑш чух хывмашкӑн
Талант-вӑраннӑ самантра
Ун упӑшкин. Ҫынсем... юрлаҫҫё!  
Алла тăк... вăл та халь шутра!
(Малалли пулать)
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 249 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz