Эрнекун, 22.09.2017, 03:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 589
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 3 ... 117 118 »

Чăваш наци библиотекин пысăк залĕнче Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн çулталăкри отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Унта 100-е яхăн халăх академикĕ хутшăнчĕ. Республикăри хула-районсенчисемсĕр пуçне Мускавран, Санкт-Петербургран, Хусантан, Ĕпхỹрен, ытти çĕртен чăвашлăха аталантарассишĕн çине тăракансем килчĕç. Президиум суйласа кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн пухура 7 çынна халăх академикĕн йышне илчĕç. Малалла академи президенчĕ Е. Ерагин çулталăкри ĕç-хĕл çинчен отчет турĕ. “Халĕ академи членĕсен йышĕ 307 çынна çитрĕ. Вĕсен йышĕнче пурнăçран уйрăлнисем — 50-а яхăн. Тепĕр çавăн чухлĕн тухса çỹреймеççĕ. 196-ăн çĕнĕ йышши удостоверенисем алла илчĕç”, — пĕлтерчĕ Евгений Евстафьевич. Пурнăçра активлă позици йышăнакансем хушшинче вăл ыттисемпе пĕрлех Чăваш наци конгресĕн спорт комитечĕн председательне В. Васильева та (сăмах май, Виталий Петрович — пирĕн районти Еншик Чуллă ялĕн кĕрỹшĕ) асăнчĕ. Тĕрлĕ мероприятисен йышĕнче вара Çеçмер ялĕнче çуралнă Т. Кириллов çыравçăн вулавĕсене йĕркелесе ирттернине палăртса хăварчĕ.

Пирĕн çинчен çыраççĕ | Миçе çын пăхнă: 20 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.02.2017 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

("Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ" кĕнекене вуласа тухнă хыççăн пуçа килнĕ шухăшсем)

Шупашкарти “Çĕнĕ Вăхăт” типографире 6 çул каяллах кун çути кăтартнă кĕнеке пирки тахçанах тивĕçлĕ хаклав сăмахĕ калас тесе пурăнса çак тарана çитсе тухнине сиссе те юлаймарăм пулас. Пĕр ĕмĕт-тĕллев тытнă “Трак ен” ентешлĕхпе Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ вулакансене чăннипех паха парнепе савăнтарни мĕн паян кунчченех уçăмлăн сисĕнсе-курăнса тăрать. Çавăншăн авторсен ушкăнне, редколлеги членĕсене, пухнă материалсене вырнаçтарса редакциленĕ Осип Алексеевич Алексеева (Ăсан Уçăпне) пуçăма çĕре çитичченех тайса чун-чĕререн тав тăвас килет. (Кун-çулĕ пỹкле килсе тухнă Ăсан Уçăпĕн чунĕ çỹлти патшалăхра, йышлă çăлтăр тĕнчинче вĕçсе çỹретĕрччĕ). ...Çичĕ çуллăх шкула çỹренĕ чухнех пуçласа илтнĕччĕ эпĕ Н. Янкас ятне. Унăн хрестоматие кĕме тивĕçнĕ “Чапаев вилĕмĕ” сăввине пăхмасăр калаттăмăр. Поэтăн ытти сăвви-поэмипе те шкул сакки çинчех паллашнăччĕ. Анчах Çавалпа Шетмĕ хутлăхĕнче вырнаçнă Янкас ялĕн мухтавлă ывăлĕн кун-çулĕ ытла та кăткăс лару-тăрура иртнине, вăл “Сармантей саманин” мăшкăлĕ пулса тăнине, аллинчи кĕслине вăхăтсăр, вăтăр виççĕрех ỹкернине чылайран тин, хам Красноармейски районĕнчи “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçласан кăна пĕлме тỹр килчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче Трак енĕн çĕнĕрен тухма тытăннă вырăнти пичет органĕ хăй тавра мал ĕмĕтлĕ те хастар, пултаруллă та талпăнуллă çамрăксене явăçтарнăччĕ. Вĕсем пурте мана Янкасăн пĕчĕк тăван çĕршывне лайăхрах та тĕплĕнрех пĕлес шутпа çакăнта килсе тухнăн туйăнатчĕç. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла очерк-тĕрленчĕк çыракансем хушшинче ытларах сăвăçсемччĕ. Чĕлхем çине килнисене кăна асăнса иртем-ха апла: Михаил Сперанский, çак йĕркесен авторĕ, Петĕр Эйзин, Иван Егоров, Николай Ершов-Янгер, Николай Карай... Николай Ершов-Янгер хăй Нестер Янкаспа пĕр ялтан пулнипе тивĕçлипех мăнаçланатчĕ, мана тĕрлĕ енлĕ пултаруллă та анлă тавракурăмлă сумлă ентешĕ çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕрччĕ вăл.

Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă презентацисем | Миçе çын пăхнă: 21 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.02.2017 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сурăх тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕкне Хĕлимун çамки çине пусарарах лартнă. Хăлхине салтса антарман пулин те, капла ăшăрах. Раштав сивви, çилĕ хăть ытлашши хуçаланаймасть пулин те, ытлашши пăркăчлаймасть арçынна. Ял çине, пусма картлашкисем евĕр, кăвак çут улăхса хăпарсанах урасем çинче Хĕлимун. Ватă çыннăн ыйхи кĕске çав. Хăть çитмĕл çул çине капашать пулсан та, аптрамасть-ха вăл. Шăмшакĕ çăмăл, чусынккă тăхăннă урисене çăмăллăн яра-яра пусать. Кĕçĕр çĕрĕпех юр канăçсăрлантарчĕ тата. Пĕтĕм кил-çурта, хуралтăсене ахах, мерчен пĕрчисем хупларĕç. Çавăнпа та иртерех ĕç-пуçа тытăнчĕ кил хуçи. Йывăç кĕреçе тытнăскер çурт таврашне, кил картине юр кĕрчĕсенчен тасатрĕ. Кил умне те, чĕркуççи таранах ашса, пăштик-пăштик! сывласах йĕркене кĕртрĕ. — Хĕлимун, Хĕлимкка, ясар куçĕсене тăруках мăчлаттарчĕ калитке умне тухнă Хреççи. — Манăн кил умĕ те пулăшу кĕтет... Лутрарах çан-çурăмлă, пит çăмартисем ăмăртмаллах пăт! путакан хĕрарăма куç хывнă-ха кỹрши. Пĕррехинче мунчара çурăмне те тикĕслесе янăччĕ. Курăс мунчалапах, супăньпе кăпăклантарсах ĕнтĕ, ырлăх кỹнĕччĕ. Тепрехинче тата, така пусса тирпейленĕ хыççăн, эх, çав хаяр шĕвеке, Хреççине сĕтел хушшинче тутинчен чуптуса та илнĕччĕ. Юрать-ха ку хыпар Варуççи хăлхине çитмен... Унсăрăн тĕк тăкма хатĕрленнĕ автан евĕр, самаях тĕк-çăмне вĕçтеретчĕ пулĕ арăмĕ. — Хĕлимун, Хĕлимчик... — сылтăм аллисене çил арман çунаттисем пекех çавăрттарчĕ Хреççи. — Ман пата юр уçма, вперед! Ачисем ỹссе çитĕннĕ, çын пулнă ĕнтĕ Хĕлимунăн. Ашшĕ килĕнче тĕтĕм-çулăм сỹнтермен. — Паян пĕр пăта çапмасан, ыран вара вуншар пăта çапма тивет, — хаштах сывлать арçын. — Чăн-чăн арçын пулмалла. — Чăн-чăн арçын пулмалла тенине ытахальтен каламасть вăл. Çавна ĕçĕпе те çирĕплетет, паллах... Пĕччен пурăнакан, качча тухман хĕрарăма алăран вĕçертесшĕн мар-мĕн... Ун патне çăмăллăнах çыпçăнать. — Çурăмне çунă, такине пусса тирпейленĕ... Халь, арăм çуккипе усă курса, Хреççи килне кĕрсе çаврăнса тухмаллах. Юрне те хырса парăпăр, кăмăл тăвăпăр, — пуçра шухăш çуралчĕ Хĕлимунăн. — Куç курать те алă тăвать... Лутрарах çан-çурăмлă хĕрарăмпа хăвăртах пĕр сак çине вырнаçрĕ Хĕлимун. Автан çулталăкĕ çывхарса килет тенĕн, ай-вай, ку-ка-ре-ку тукмакĕсем, газ кăмакинче ăшаланнăскерсем, пỹрт-çуртра техĕмлĕ шăршă сарнă. — Пĕрер стакан пыл сăри, Хĕлимухха...Тĕл пулнă ятпа хаклă ентешĕм, юратăвăм! — чăпăрт! чуптурĕ арçынна пĕчĕкрех хĕрарăм. — Раштав сивви пире нипочем! — Çуралнă кун ячĕпе кĕпе... Мана килĕшекен кĕлетке-çурăма, кĕпе... — иккĕмĕш стакана алă ытамне çаклатиччен килне чупса кайса килчĕ сăн-питне палан тĕсĕ çапнă арçын. — Çулталăкра пĕрре çаврăнакан уяв вĕт... Кĕпи чăнах та капăр. Чечеклĕ, унăн илемĕ чуна тыткăнлать, кĕлетке-çурăма та туххăмрах çамрăклăх сăн-сăпатне парнелет. Хакĕ-шывĕ те йỹнех мар çав... Тĕрĕссипе, кĕпине мăшăрĕ валли илнĕччĕ. Ара, унăн çуралнă кунĕ Автан çулĕнчи кăрлач уйăхĕпе сыпăнать-çке. Район центрĕнчи “Инесса” лавккара туяннă Хĕлимун хăтлă парнене. Арçынăн çемçе кăмăлĕ... Халь çав кĕпе, икĕ пин тенкĕ патне тăраканскер, лутра Хреççи çан-çурăмĕнче вырăн тупрĕ. Виççĕмĕш стакана, Турă калашле виççĕмĕшне, сарлака тути патне çывхартнăччĕ Хĕлимун... Алăка шак! шак! шаккарĕç... — Эпĕ-ха ку, Сухви почтальонка... Çĕнĕ çул умĕн ватлăх укçине парасшăн. Илме хатĕрех пуль... — хĕвел шевли евĕр йăл! кулăпа çиçекен Варуççи çине ăмсанса пăхрĕ хĕрарăм. — Вăт, ку кĕпепе чăннипех те патша майри пек ларатăн эсĕ Хреççи. Хамăр çын, лайăх çын тесе, шалт! çеç йăвантарчĕç тутлă сăрана. Алăкра каллех сасă пулчĕ. Йывăç пỹртре çитмĕлелле çывхаракан, туллирех сăн-питлĕ хĕрарăм курăнчĕ. Хĕлимун арăмĕ Варуççи иккен... Сĕтел кукринче, икĕ хĕрарăм хушшинче ыталанса ларакан Хĕлимуна асăрхасан тăруках чышкисене чăмăртарĕ Варуççи...

Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 30 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.02.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Дата рождения: 1909 г.

Место рождения: ЧАССР, Цивильский р-н, дер. Янгасы

Пол: мужчина

Национальность: чуваш

Профессия / место работы: в редакции журнала "Сунтал", поэт

Место проживания: ЧАССР, г. Чебоксары, ул. К. Маркса, д.11, кв.10

Дата ареста: 25 июня 1941 г.

Обвинение: ст.58 п.10 ч.1 УК РСФСР - "Распространял панические настроения, вел антисоветскую агитацию. "

Осуждение: 21 октября 1941 г.

Осудивший орган: Судебной коллегией по уголовным делам Верховного Суда ЧАССР

Приговор: "Ефимова-Янгас подвергнуть лишению свободы сроком на 10 лет, с последующим поражением его на основании ст.34 УК в избирательных правах сроком на 5 лет. Зачесть предварительное заключение под стражей с 25.06.1941 г. и с этого времени считать ему время отбывания наказания. Меру пресечения оставить содержание под стражей." Определением Судебной коллегии по уголовным делам Верховного Суда РСФСР от 20.03.1942 г. приговор суда оставлен в силе.

Дата реабилитации: 19 апреля 1957 г.

Реабилитирующий орган: Президиумом Верхсуда РСФСР

Основания реабилитации: "Приговор Верхсуда ЧАССР и определение Верхсуда РСФСР в отношении Ефимова-Янгас Н.К. отменить, а дело по ст.4 п.5 УПК РСФСР производством прекратить."

Архивное дело: РГУ ГИА ЧР, Ф. 2669, оп.3, д.2511

Источники данных: БД "Жертвы политического террора в СССР"; Гос. Архив Чувашской Республики

Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Миçе çын пăхнă: 21 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.02.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн
2015 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин
2016 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн
пĕрремĕш номерлĕ протоколĕ


Комисси йышĕ:
1. Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
2. Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
3. Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 84

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2017Сделать бесплатный сайт с uCoz