Юнкун, 24.04.2024, 17:52
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Галина Яковлева-Çуткÿл

Категорире миçе материал: 6
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Авкаланчăк Шетмĕ юхан шывĕ

Ик енпе кашлаççĕ хăмăшсем.

Ирĕн-каçăн канăçсăррăн темшĕн

Куç илмеççĕ сăрă хумсенчен.

 

Шĕмпĕлт-шĕмпĕлт чỹхенсе ачашшăн

Хумĕсем лăпкаççĕ хăмăшне.

Мĕн курни-илтни çинчен васкавлăн

Пĕлтереççĕ пулĕ пĕр-пĕрне.

 

Çырана,ав, чăнкине пăхмасăр

Сырса илнĕ çĕр чĕкеçĕсем.

Вĕсене пачах асăрхамасăр

Ярăнса вĕçеççĕ чарлансем.

 

Йывăçсем те пуçĕсене тайнă,

Саламлаççĕ тейĕн илеме.

Савнă Шетмĕ, чăннипех мухтавлă

Çулна тыт мал ĕмĕтсем патне.

Галина Яковлева-Çуткÿл | Миçе çын пăхнă: 329 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пурнăçу сан тикĕссĕн килмерĕ,
Эс тимлерĕн чун-чĕреренех.
Тÿсĕмлĕн вĕрентĕн те вĕрентĕн
Пулаясчĕ ырă çын тесе.
 
Янкасра пуçламăш шкул пĕтертĕн,
Тăсрăн пĕлĕвне эс Упире.
Малалла Çĕрпÿ шкулне тĕллерĕн,
Каярах вара — ФЗО шкулне.
 
Типографие те кăмăлларăн,
Самарта та эс Шупашкарта.
Çак ĕçе чунна парса тăрмашрăн, —
Çавăнпа пуль тивĕçрĕн сума?!
 
Асăрхарĕç çав, чăн, асăрхарĕç
Пултаруллă, çамрăк маттура.
Ахальтен-им "Сунтал" йыхравларĕ
Хăй патне ĕçе, сана шанса.
 
Ун яваплă секретарĕ пултăн
Манăçми талантлă ĕçсемпе.
Вулакансене пурнма ăс патăн
Çут малашлăх пултăрччĕ тесе.
 
Пархатарлă çынсемпе туслашрăн,
Хавхалантăн хăв ĕçÿсемпе.
Пулăшу кÿме пайтах тăрмашрăн
Шанчăк паракан çамрăксемпе.
 
Халăх умĕнче яваплăх туйрăн,
Çыртăн çынлăх, паттăрлăх çинчен.
Çирĕм пĕр çултах вĕт-ха кăлартăн
Чаплă сăввусен кĕнекине.
 
Самана шăпи унта сăнланнă.
Савнă çĕр-шывун ĕçчен çынни —
Ак кама эс ывăнми мухтанă,
Сăввусем сан, чăн та, манăçми.
 
"Чуншăн çывăх сăввăма" ĕç халăх
"Тараватлă йышăнсан" вара
"Эп телейлĕ пулăттăм", — çыратăн
Тивĕçлĕ хак парасса шанса.
 
Умлăн-хыçлăн кун çути ав курчĕç
"Иккĕмĕш парне", "Парне", "Михаç".
"Ĕç хĕрарăмĕ" те "Хатĕр пул” журналĕ,
Ав "Сунтал" та пулчĕç ăш вучах.
 
Эс прозаик та, эс — очеркист та,
Чаплă куçаруçă та эсех.
Уççăн чăвашла çырса янратрăн
Пушкин, Лермонтов сăввисене.
 
Джамбул, Шевченко, Маяковский
Ĕçĕсем те куçрĕç чăвашла
Эс тăрăшнипеле, ентешĕм,
Уншăн чыс та сум, мухтав сана!
 
"Катя" калавна епле хакламăн,
Е "Телейлĕ çул" текеннине?
Ĕçсенче ыр çынсене мухтарăн,
Пурăнтăн таса ĕмĕтсемпе.
 
Юратупала хĕмленнĕ çамрăк,
Чăмăртарăн шанчăклă çемье.
Килсе тухрĕ темшĕн тĕрĕс марлăх,
Çын элекĕ хур турĕ сире.
 
Айăпсăртанах "халăх тăшманĕ"
Туса хучĕç ирсĕр суеçсем.
Сив тĕрмерен тухасси пулмарĕ —
Хупăнчĕç унтах сан куçусем.
 
Шантăн эсĕ, шантăн çирĕп-çирĕп:
Чăнлăх çиеле тухать тесе.
Тĕрĕслĕх чăннипелех çĕнтерчĕ —
Тавăрчĕç таса ятна санне.
 
Ĕмĕрÿ питех кĕске-çке пулчĕ,
Вăтăр виçĕ çул — ытла сахал.
Пур пĕр сумлă ĕçÿсем сан юлчĕç,
Вĕсене ырлать-ха вулакан.
 
Ĕмĕр-ĕмĕр пурăнăн асра эс,
Чыслă та ыр çыннăмăр, Янкас.
Сан ятпа таса ĕçсем тăватпăр,
Пĕрлĕхре туптатпăр ăс, вăй-хал.
Галина Яковлева-Çуткÿл | Миçе çын пăхнă: 304 | Author: Г. Çуткÿл | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.02.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ĕç ялан вăл сумлă пулнă,
Ĕç — уяв мĕн ĕлĕкрен.
Ахальтен-им капăр тухнă
Чăвашсем çĕр ĕç патне!

Кĕрхи кун пуян та тулăх
Хыт ыйтать çĕр ĕçченрен:
"Чунтанах пар(ă)нса эс тăрăш
Шуçăмран мĕн çĕрлеччен".

Киленсех ĕçлет-ха халăх
Уй-хирте, йĕтем çинче...
"Хĕл каçмалăх та акмалăх
Пултăр тырă кĕлетре".

Çĕр-шыва тивĕçтересшĕн
Сар хĕвел пек çăкăрпа.
Тăрмашать-ха çĕр ĕçченĕ
Пархатарлă шухăшпа.

Ĕлĕкрен чăваш ĕçчен вăл,
Çĕр ĕçне тăвать ăста.
Паян кун та çирĕп тыттăр
Çĕнсе илнĕ ыр ята.
Галина Яковлева-Çуткÿл | Миçе çын пăхнă: 273 | Author: Галина Яковлева-Çуткÿл | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 07.11.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Савăнар сар хĕвел шевлисемшĕн
Çуттăн-çуттăн выляччăр вĕсем.
Савăнар йышлăн,
Туслăн пур(ă)ннишĕн
Шанчăкпа тулччăр-и чĕресем?

Пĕр-пĕрне ăнланса хутшăнсассăн
Кăмăл савăк пулать кашнинех.
Чĕререн çынсене ыр сунсассăн —
Пурнăç пулĕ тата хитререх.
Галина Яковлева-Çуткÿл | Миçе çын пăхнă: 319 | Author: Галина Яковлева-Çуткÿл | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 07.11.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Кÿлçырма ялĕ 225 çул тултарнă май 

Юратнă ялăм — Кÿлçырма —
Ыр Трак енри çăтмах кĕтесĕ 
Çут пурнăç кÿнĕ сăпкунта 
Ачашласа-савса ÿстертĕн. 

Çутçи те Хапăс, Мăн урам, 
Атте-аннен сăпайлă килĕ, 
Йăмраллă çыр, пĕве, вăрман — 
Нихçан асран тухми ăш пиллĕ. 

Вĕрентрĕн тĕрĕссĕн пурнма, 
Ĕмĕтленсе чиперленмешкĕн, 
Тĕллевлĕ шухăш-кăмăлпа 
Пуласлăха шанса кĕтмешкĕн. 

Ытарайми ыр Кÿлçырма — 
Атте-анне суйланă ялăм! 
Пурнсам, телей кÿр халăхна, 
Кун-çул тĕрекĕ эс, вăй-халăм. 

Тавах сана, эс — чун ăшши, 
Йăваш, сăваплă та сăпайлă, 
Илем тĕнчи, чĕре таппи, 
Черченкĕ, çепĕç те хăватлă.
Галина Яковлева-Çуткÿл | Миçе çын пăхнă: 347 | Author: Галина Яковлева | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

1-5 6-6


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz