Шăматкун, 27.04.2024, 03:15
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Лука Семенов пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 7
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Ҫавран-ҫавран, каҫса кайса,
Шӑратнӑ шӑпчӑк юррине.
Хура курак, ӑна чарса.
Ҫапла тиркенӗ кӗввине:

"Юрру-кӗввӳ янравлӑ мар.
Игле, верен манран: карр! карр!
Туймаҫҫӗ-ши талантӑма —
Санах мухтаҫҫӗ, мана мар".

Каланӑ шӑпчӑк ӑнмана:
"Илеймӗн турӑ памана.
Карр! Карр! тени вӑл юрӑ мар,
Ан пӳл мана, карма ҫӑвар".
Лука Семенов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 395 | Author: Лука Семенов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Авалтанпах ҫын ӗмӗтленнӗ
Вӗҫмешкӗн ҫӑлтӑрсем патне.
Паян чунсем епле сӗкленнӗ
Ӗмӗт килнишӗн куҫ умне.

КӗрлетҪӗр-шыв, шавлать тӗнчемӗр—
Чӑваш сас пачӗ космосран!
Мухтав ӗҫӳшӗн ӗмӗрӗмӗр,
Тавах, тӑванӑм, Андриян!

Сана паллаҫҫӗ халь таҫта та,
Калаҫҫӗ: "Ав маттур чӑваш!"
Аван-ха ку. Пӗлет планета:
Чӑваш вӑл—аптраман тавраш.
1962 ҫ.
Лука Семенов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 404 | Author: Лука Семенов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Илем курсе Васнар уйне
Пӗр тӑрӑх ӳснӗ йывӑҫсем. 
Ҫитсессӗн ешӗл ҫуркунне
Кунта юрлаҫсӗ шӑпчӑксем.

Параҫҫӗ хутлӗх тыр-пула
Ҫӑка та тополь, вӗрене.
Кунта ҫырла пиҫет ҫулла,
Кӑмпа пухаҫҫӗ кӗр енне.

Вӑрман ларать каш кашласа.
Ăна лартсаччӗ васнарсем.
Тӗрӗс-тӗкеллӗн упранса
Ҫуллен вӑй илнӗ хунавсем.

Сив ҫил ҫинче те ҫумӑрта
Хуралҫӑ туснӗ сахал мар.
Ярса пусман пӗр выльӑх та,
Ҫӗкпеннӗ йывӑҫсем патвар.

Ят панӑ халӑх вӑрмана,
Ҫын ячӗ вӑл, туятӑр-и?
Ҫав ят чыслатъ хуралҫӑна
Вӑрман чӗр палӑк пултӑр-и?
Лука Семенов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 347 | Author: Лука Семенов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Шӑнкӑр-шӑнкӑр Шетмӗ теҫҫӗ, 
Тек ҫыраҫҫӗ сӑвӑсем.
Шӑнкӑрсассӑмра илтмеҫҫӗ
Манӑн упкеве вӗсем.

Мӗншӗн-ха мана ҫын манчӗ?
Ма эп ӗҫсӗр шӑнкӑрти?
Кунашкал ят-сумсӑр марччӗ —
Астӑватӑн пуль, ватти?

Мӗн чул ҫын шьвра чухеннӗ,
Ярӑннӑ хур-кăвакал,
Ҫыранпа хумсем пупленӗ,
Хум яма юлмарӗ хал.

Ҫӑвӗн-хӗлӗн хӑнтӑртатнӑ
Ман вӑйпа улт-ҫич арман.
Тырӑ авӑртнӑ, ҫӑм тапнӑ—
Эп ахаль шӑнкӑртатман.

Эп ҫӗкпенӗ нӳрӗ варкӑш,
Сывлӑм шӑрҫисем акса.
Авӑтнӑ каҫ-ирӗн карӑш,
Пурҫӑн улӑха савса.

Шетмӗ — ГЭС тени пӗр хушӑ
Ҫутатсаччӗ Васнара.
(Тӑрӑшнӑ пӗр вырӑс уншӑн,
Ял усрать ятне асра).

Халӑх! Ӳпкеве илтсемӗр,
Пулӑшсамӑр: ҫӗкленем!
Яманак ял-йышӗн евӗр
Пулччӑр ҫирӗп пӗвесем.

Пулӑсем сиксе выляччӑр,
Тулӑхланччӑр улӑхсем.
Ырлӑхӑм ҫинчен ҫуралччӑр
Ҫĕнӗ сӑвӑ-юрӑсем.
Лука Семенов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 386 | Author: Лука Семенов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эс лаштраран, симпыллӑран 
Сана лартатпӑр ӗмӗртен.
Ҫӗр-аннене те эс упран
Шыв-шурпала ишӗлесрен.

Санпа, йăмра, ҫырма-ҫатра
Вӑрман пек лартӑр кашласа.
Ҫӑл куҫ вӑй илтӗр сулхӑнра,
Палкатӑр, юхтӑр юрласа.
Лука Семенов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 341 | Author: Лука Семенов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-7


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz