Эрнекун, 26.04.2024, 22:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем

Категорире миçе материал: 5
Миçе материал кăтартнă: 1-5

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Манмастпăр, Виталий Петров, сана,

Манмастпăр эпир юрӑçа.

Пуриншěн те çывăх, ентеш сан ятна

Тытатпăр ир-каç ăна асра.

 

Эс чаплă юрӑç пулса пурнăçра

Çунтарнă пиншер чěрене.

Юратнă çěр-шывшăн чипер самантра

Тăман хěрхенсе вăй-хална.

 

Патвар, улăп евěр чăваш ачине,

Мухтатпăр сана сăвăра.

Çак сăвва сан палăку вырăнне

Упратпăр тăван халăхра.

 

Усраççě ятна Чӑваш ен çыннисем

Ентешě пекех чěрере.

Пуриншěн те хаклă та çутă сăнна

Çухатмěç куçран ěмěрех.

Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем | Миçе çын пăхнă: 290 | Author: Ольга Андреева, Тавăшкасси | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.05.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Унăн ячĕ чĕрĕ ĕмĕре!

Унăн ячĕ халăх асĕнче!

Ан манăр, тархасшăн, ыйтатăп:

Манма юрамасть юрăçа.

Вăл - пирĕн шăпчăк,

Вăл - çутă çăлтăр.

Виталий, парсамччĕ пархатар!

Сана асра тытса

Ырă ĕç тăвар -

Сан палăку умне

Сукмак хывар!..

Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем | Миçе çын пăхнă: 292 | Author: Ольга Паневина, Тавăшкасси | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.05.2014 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Виталий! Сан яту чаплă,

Чун хавалу пуян та аслă,

Ĕçÿ, чăнах та, пархатарлă,

Вăл ĕмĕр пултăрччĕ мухтавлă!

 

Тĕнчери мĕн пур чечек - 

Сирĕн валли, Виталий!

Чунран тухан ăш сăмахсем - 

Пурте Сирĕншĕн вĕсем.

 

Юрăç ĕçĕ çăмăл мар - 

Туртать-çке вăл чи йывăр лав.

Тĕрлĕ юрă шăрантарать,

Итлекенсене савăнтарать.

 

Чунна парса вăйна хунишĕн,

Çĕр-шывшăн пысăк ĕç тунишĕн,

Юрласа кăмăла çĕкленишĕн

Тавах, Виталий, сана!

Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем | Миçе çын пăхнă: 333 | Author: Настя Федорова, Тавăшкасси шкулĕ | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.05.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Трак районĕ пит пуян

Пултаруллă çынсемпе:

Юрă-сăвă çыракан,

Сăн ÿкерчĕк тăвакан,

Юрлама юратакан,

Сцена çинче вылякан…

 

Вĕсенчен чи маттурри,

Талантли, пултарулли,

Юрă шăратаканни,

Чуна тыткăнлаканни –

Петров Шăнкăрч-Витали –

Кĕçĕн Шетмĕ сар каччи.

 

Вăл юрланă  Чăвашра,

Венгрире те Польшăра,

Италире, Мускавра,

Германире, Хусанта,

Францире, Чулхулара,

Чĕмпĕрте те Кавказра.

 

Чăваш халăх юррисем,

Вырăс халăх юррисем,

Арисем те романссем –

Вăл юратнă юрăсем –

Пурте халăх чĕринче,

Чăваш ен кун-çулĕнче.

Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем | Миçе çын пăхнă: 321 | Author: Анна Васильева, Красноармейски | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.05.2014 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче

Сивĕ хĕл уйăхĕнче

Çуралать пĕр сар ача,

Уçă саслă хай ача.

 

Шăнкăрч теççĕ çуралсан,

Пултăр кайăк пек таса,

Ырă-сывă та маттур –

Ан çулăхтăр чирпе мур.

 

Чăннипех те кайăк пек

Çитĕнет Виталий тек.

Юрăç пулать çитĕнсен,

Шăрантарать юрăсем.

 

Унран чаплă юрăç çук

Пирĕн Трак тăрăхĕнче:

Ăмсанмалăх сасси пур,

Мухтанмалăх чапĕ пур.

 

Хисеплетпĕр чĕререн

Хамăр ентеш-пиччене.

Тухчăр татах Трак енрен

Уçă саслă артистсем.

Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем | Миçе çын пăхнă: 311 | Author: Надежда Козлова, Красноармейски | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.05.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz