Эрнекун, 29.03.2024, 16:22
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Юрий Шепилов юррисем

Категорире миçе материал: 4
Миçе материал кăтартнă: 1-4

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Н. ЕРШОВ. районти Нестер Янкас ячёллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлехӗн хисеплӗ ертӳҫи

Юрий Шепилов юррисем | Миçе çын пăхнă: 2271 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.10.2009 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Таврари вӑрмансем, уй-хирсем, Шетмӗ шывӗ, 
Янратать ҫут тӗмче сан ҫинчен ҫӗнӗ кӗвӗ. 
Эс ешер, чечеклен савнӑ ял, Красноармейски, 
Санран ҫывӑх ҫӗр-шыв эпир урӑх пӗлместпӗр. 

Хутлӑ-хутлӑ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ мӑнаҫлӑн, 
Сарлака урамсем хулари пек выртаҫҫӗ.
Эс ешер, чечеклен савнӑ ял, Красноармейски, 
Санран ырӑ ҫӗршыв эпир урӑх пӗлместпӗр.

Трак енчи ҫынсене тӑрӑшуллӑ тееҫҫӗ, 
Ӗҫлеме, вӗренме, савӑнма та пӗлеҫҫӗ. 
Эс ешер, чечеклен савнӑ ял, Красмоармейски, 
Санран лайӑх ҫӗр-шыв эпир урӑх пӗлместпӗр.


Юрий Шепилов юррисем | Миçе çын пăхнă: 567 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 17.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Мӑнаҫлӑн юхать сарлака, тулӑх Атӑл. 
Хумсем илсе килнĕ салам инҫетрен. 
Вуншар халӑхпа ӗмӗр туслӑ пурнатӑн, 
Эс туслӑх Ҫӗршывӗ, Тӑван Чӑваш ен.

Ӗҫчен халӑха ҫӗн кунпа саламланӑн 
Тухать йӑлкӑшса сар хӗвел ирсерен.
Таса тӳпери ҫут хӗвел пек ҫунатӑн 
Телейлӗ кунҫулшӑн, Тӑван Чӑваш ен.

Садсем ҫурӑлсан янӑрать уҫӑ саслӑн 
Маттур ҫамрӑксен юррисем шуҫӑмччен.
Ҫӗр-пин юрӑпа кӑмӑла йӑлататӑн,
Эс хӑв ҫепӗҫ юрӑ, Тӑван Чӑваш ен.

Инҫет ҫӗрсене эп ҫитсе курнӑҫемӗн 
Вӗри чунӑмпа туйса илтӗм хитрен, 
Ҫуралнӑ Ҫӗршыв, эсӗ пурнӑҫ илемӗ,
Санпах ӗмӗр пулӑп, Тӑван Чӑваш ен.


Юрий Шепилов юррисем | Миçе çын пăхнă: 694 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 17.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Хаклӑран та хаклӑ эс, аннеҫӗм, 
Халӗ эп инҫе-инҫе санран.
Тунсӑхлать, ҫунать вӗри чӗреҫӗм: 
Куҫа-куҫӑн тӗл пуласчӗ ман. 
   
Юнашар манпа ялан тӑратӑн.
Куҫ умне тухать йӑваш куллу.
Ырлӑх-сывлӑх та телей сунатӑи, 
Асăмрах тӑрать сан ҫут сӑну.

Çырупа çеç çыхăну тытатăн – 
Ҫепӗҫ сӑмахсем чӗрӳ тулли.
Пурнӑҫра хӑват парса тӑратӑн –
Нимӗн те шел мар хӗрӳ валли.

Тусӑмсем! Ак мӗн сире калатӑп:
Аннӗре ан манӑр нихӑҫаи.
Юратма та упрама ыйтатӑп:
Пурнӑҫ .лайӑх, аннесем пулсан!


Юрий Шепилов юррисем | Миçе çын пăхнă: 677 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 17.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz