Юнкун, 08.05.2024, 04:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 91-94
Страницăсем: « 1 2 ... 17 18 19

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Юхать, юхать Мӑн Шетмӗ, 
Хӑй тупнӑ йӗрӗпе. 
Эпир шкула ҫӳретпӗр 
Мӑн Шетмӗ хӗррипе.

Кӗнекесем вулатпӑр,
Шутлатпӑр примерсем.
Тетрадь ҫине ҫыратпӑр,
Тӑватпӑр йӑнӑшсем.

Пӗри ҫырать «Мӑн Шетмӗ»
Ҫемҫелӗх (ь) паллипе.
Тепри пуҫне чикет те
Ҫырать ӑна пӗрле!

А виҫҫӗмӗшён, курӑр, -
Шыв ячӗ пӗчӗкрен!
Ҫук! Ҫук! Пӑхмастӑп урӑх,
Ҫыратӑп хам... Пӗччен!

Тен... эп те йӑнӑш ҫырнӑ...
Ах! Кам-ши тӗрӗслет...
Вулать... Вулать учитель... 
Вулать те... Тӗлӗнет!

Эп хам та тӗлӗнетӗп:
Мӗнле вара, ҫапла.
Юхать, юхать Мӑн Шетмӗ
Виҫ тĕрлӗ йӑнӑшпа?..

Юхать, юхать Мӑн Шетмӗ
Ҫавна пӗлмесёрех.
Эпир шкула ҫӳретпӗр 
Мӑн Шетмӗ хӗррипе.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 311 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 22.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ганна Петровна АНДРЕВĂНА, чӑн-чӑн ВЁРЕНТЕКЕНЕ.

Камшăн пурнăç — вăйă-кулă,
Камшӑн — тӗпсӗр кӗленче. 
Камшӑн — лӑпкӑ, пӑнтӑх кӳлӗ. 
Саншӑн — тӑвӑллӑ тӗнче!

Тӑвӑлра этем вӑй-халлӑ! 
Тӑвӑлра — чёри ун вут!
Эс ҫапла пулма ҫуралнӑ! 
Лӑпкӑ пурнӑҫ саншӑн ют.

Эс утатӑн тӑвӑл витӗр 
Кунĕн-ҫӗрӗн малалла. 
Кам сана халь хуса ҫиттӗр —
Камӑн чунё тӑвӑлра!

Ҫав чуна эс ӑнланатӑн
Хӑв чунна ӑнланнӑ пек, 
Ёненӳ, вӑй-хал паратӑн ... 
Вӑл ҫавна курима пӗлет

Вӑл пӗлет: хӑш чух сана та
Шеллемеҫҫӗ тӑвăлсем.
Эс ҫавах. ҫавах утатӑн 
Ас-тӑнпа йӑлт ҫёнтерсе!

Вӑл пӗлет: ҫул-йӗр тумхахлӑ,
Тепӗр чух яка, шуҫлак .
«Ҫав ҫулпа утни —ухмахлӑх!»-
Тенине те илтрӗ ак.

Вӑл пӗлет: ун хӑйӗн ҫулӗ...
Тусӗсем... Тӑшманӗсем...
Хӑйӗн савӑнӑҫ. Куҫҫулĕ...
Туррипе шуйттанĕсем.

Вӑл пӗлет: сан пек пулаймё;
Ҫитесси сана —инҫе.
Чи кирли—пуҫа вăл таймĕ  
Тӗрӗсмарлӑх умӗнче!

Вӑл пӗрре ӳксе аманчӗ,
Ҫунчӗ ирсӗр элекре. 
Эс ӑна паратăн шанчӑк 
Ҫав асар-писерлӗхре.

Тӳрленмен-ха ун суранӗ:
Чун тени—ытла черчен!
Пурпĕр ҫӑмӑллӑх шырамӗ
Вӑл, юлсассӗн та пӗччен.

Вӑл шанать: темле пулсан та-
Ӳктӗр! Ҫунтӑр вӑл тепре!— 
Эс ӑна чунпа ӑнланӑн,
Парӑн вӑй ҫӗнме тӗпрен!

...Чунӗпе те, чӗрипе те
Вӑл тӑрать ҫав ҫул ҫинчех... 
...Камшӑн пурнӑҫ лӑпкӑ питӗ.
Камшӑн — тӑвӑллӑ тӗнче...
25.02 — 4.11.99.
Николай ПЕТРОВ
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 340 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 22.03.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

—Пулас килет ман йыт ҫури! 
—Апла пулсассӑн — пултăр-им. 
Xăйнe Кампур тесе чӗнме каларӗ. 
Ляв! Ляв! теме, чӑнах та, йывӑр мар. 
Анчах пӗр каҫ та «йытӑ» сас памарӗ!
Ирех кӗрсе выртасшӑн ҫывӑрма!
—Пулас килет кушак ҫури!
—Мӗнле шутлатӑр? Пултӑр-и?
Мӑр-мӑр тума ҫур сехетрен вӗренчӗ,
Питне ҫӑвать апат ҫисен анчах.
Шӑши тытма хушсан вара «именчӗ»... ' 
Кун пек кушак пулман тӗнчен пачах!
Пулас килет ман... cap автан!
—Пулах, эппин хӑв пултарсан...
Килкартинче ҫур кун ҫӳрекелерӗ, 
Каҫчен темскер шырарӗ пахчара.
Ирпе вӑл хӑй «ӗҫне» кӑшт пӗлеймерӗ—
Хӗвел тухмарӗ ҫав кунне вара!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 281 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 22.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Генӑн «тӗлӗнтермӗш» мотоциклĕ ҫине ача-пӑча куҫӗпе пӑхни
Илсе панӑ Генӑна
Мотоцикл... тем тума...
Урама тухмассерен
Йӗкӗлтет пур шӑлйӗрен:
—Ну, мӗнле сан, Геннади,
Мотоцикл чупать-и?
—Чуптарас пулсан ӑна,
Руль тытас пулать кӑна!
Урӑх нимӗн те кирлӗ мар!
—Пулаймасть-тӑк —хама пар!..
Мотоцикл Генӑна
Ывӑлӗ мӗскер тума
Илсе панӑ. Ых! Ӑна...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 361 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 22.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 ... 81-85 86-90 91-94


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz