Вырсарникун, 19.05.2024, 22:58
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 81-85
Страницăсем: « 1 2 ... 15 16 17 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Тракторпа ӗҫлет Илле,
Мӗн калас та, ҪЁНЁЛЛЕ! 
Мӗнле?
Итле.
Унӑн тракторĕ куллен
Айккалла «чупать» иккен
Хуллен.
Тӳррен...
Ял ҫыннин терт-нушине
Вӑл «тиенӗ» хӑй ҫине.
Айле —
Ҫийпе.
Анкарти, ав, сухалать. 
Вутӑ-шанкӑ турттарать,
Турат...
Юрать.
Вӑранман-ха ыйхинчен—
Ҫын тӑрать ун умӗнче.
Пӗччен
Темччен...
Тархаслать. Ыйтать. Чӗнет...
«Ку» та, «леш» те хатӗр, тет,
«Тӑр!» —тет,
Кӗтет...
Ма нумай кӗттермелле? 
Вӑшт! Сиксе тӑрать Илле! 
Мӗнле
Тимлет!..
Тапратать вăл мотора 
Хӑйӗн кӑмӑлне кура.
Вара...
Ларать.
Кӑмӑлӗ ун - ай-ай-яй!
Сыпмалли пĕрмай...
«Пирвай
Тавай!...»
Паянхи ӗҫке нихҫан
Ырана вӑл хӑварман!
Ан ман,
Тӑван.
Пырӗ ярӑнсан—ШУРРИ!
Ярӑнмасть-тӑк—МЁН ПУРРИ!
Хӗрли...
Пур-и?
Ним те пулмасан, вара —
Хӑяр шывĕ те... СӐРА?
Ара,
Парас...
Пит-куҫне пӗркелесе Банкӑран хӗпӗртесех
Веҫех...
Ĕҫех...
«Тӑн пырса кӗрсен»... кӑштах
Вӑл сиксе тӑрать вӑштах!
«Тӑхта!
Хӑта!...
Хӑяр шывӗпе-и?.. Тьфу!
Вӑл шывпа ӗҫле эс ху! А-Апчху!..
.....!»
Ун БАРОМЕТР-ПЫРНЕ
Улталаймӑн ӗмӗрне!
Мӗнех;
Кил! Me...
Вара тин (ан иккӗлен)
Тракторпа хуллен-хуллен
Тӳррен...
Вĕрен!..
Чӑн та тёлӗнмелле!
Ҫӗнӗлле-тӑк ҫӗнӗлле!
Илле
Ĕҫлет...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 286 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ача чухнехи вӑхӑта асилсессӗн
Тухать куҫ умне тӗлӗнтермӗш пӗр ҫурт.
Эпир — шкул ачи
Вулама та пӗлместпӗр,
Чупатпӑр унта кунсерен миҫе хут!

Библиотека
Уҫӑ-ши тетпӗр,
Ман кӗнеке вулас килет.
Ашӑ пит-куҫлӑ
Библиотекарь
Ырӑ сунса пире хӑйӗн ачи пек кӗтет.

Сисмерӗмӗр те — иртсе кайрӗ Ачалӑх.
Умра халь пачах урӑхла Ёмӗтсем!
Ҫав Ёмӗтсенче Юрату пур! Тасалӑх!..
Тата... хуравне тупма ҫук ыйтусем...

Библиотека
Уҫӑ-ши тетпӗр,
Ман кӗнеке вулас килет.
Ӑшӑ пит-куҫлӑ
Библиотекарь
Ырӑ сунса пире хӑйӗн ачи пек кӗтет.

Ҫулсем иртнӗҫем Пурнӑҫа ӑнланатпӑр.
Ҫыратпӑр паян хамӑрах Кӗнеке.
Хальччен пӗлменни патнелле ӑнтӑлатпӑр
Хуса ҫитес пек Ёмӗтри Ёмӗте.

Библиотека
Уҫӑ-ши тетпӗр.
Ман кӗнеке вулас килет.
Ӑшӑ пит-куҫлӑ
Библиотекарь
Ырӑ сунса пире хӑйӗн ачи пек кӗтет.

Хальхи Самана хӑш чухне питӗ шелсӗр,
Пире мантарать Хитре Ёмӗтсене...
Анчах та Этем пурнаймасть Ҫут Хӗвелсӗр!
Хӗвелӗ вара — сан умри Кӗнеке!

Библиотека
Уҫӑ! Пӗлетпӗр.
Ман кӗнеке вулас килет.
Ырӑ чӗреллӗ
Библиотекарь
Халь те пире чун-чӗре ӑшшине парнелет.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 291 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ҫут Тӗнче темпе пулсан та Ырӑ! 
Ҫуралать Ҫӗн Юрӑ кунсерен.
Атьӑр-ха, туссем, юрлатпӑр Юрӑ
Хамӑр савнӑ Трак Енӗ ҫинчен.

Вӑл пире ҫак Пӗр Йыша пуҫтарнӑ — 
Ҫавалпа Мӑн Шетмӗ Тӑрӑхне.
Пулнӑ пирӗн несӗлсем мухтавлӑ!
Ҫӗр ҫинче хӑварнӑ хӑй Йӑхне.

Ҫав Йӑха эпир халь Тӑсаканӗ —
Трак районӗн ывӑль-хĕрĕсем.
Ҫӗнӗ Ӗмӗре Ҫул Хываканӑн 
Пулмаллах Мухтавлӑ Ӗҫӗсем!

Чӑн Ӗҫре кӑна Этем Телейлӗ!
Ăнланатпӑр хамӑр Тивĕҫе:
Пурӑнасчӗ Пурнӑҫа Йӗркеллӗ. 
Кашни Кун Ӗҫлесчӗ Ҫӗр ҫинче.

Уй-хирте кашлатӑр тырӑ-пулӑ.
Симӗс тум тумланччӑр Вӑрмансем.
Уявра янратӑр вӑйӑ-кулӑ. 
Сывӑ усчӗр пирӗн Ачасем.

Юмахри пек Керменсем ҫӗкленччӗр,
Илем куччӗр пирӗн Ялсене.
Ҫамрӑк-кӗрӗм юратса пӗрлештӗр.
Хисеплеччӗр Ватӑ Ҫынсене.

Ҫут Тӗнче темле пулсан та Ырӑ!
Ҫуралать Ҫӗн Юрӑ Кунсерен.
Атьӑр-ха, туссем, юрлатпӑр Юрӑ
Хамӑр савнӑ Трак ЕНĔ çинчен.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 270 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Юлташ ман пурччĕ вăрçăра
Кулли йӑваш, ҫилли кӑра —
Виҫ ача ашшӗ.
Чӑвашчӗ ман пекех. Ялтан.
Ну, мĕн тата хушса калам —
Аван юлташчӗ.
Юлташ пулсан — пурнать салтак:
Пурри-ҫукки — пӗрле йӑлтах,
Ӑшши-сивви те!
Мана вӑл ҫӑлнӑ вилӗмрен.
Ыйтса пӗлес — вал тӳрӗрен
Калатчӗ: "Ҫитӗ!
Тӗллевӗ пирӗн — ҪЁНТЕРӲ!
Пурнас килет-ҫке мӗн тери
Пурин те пирӗн!"
А вӑрҫӑн урӑхла саккун:
Шутлать вӑл кун. Шутлать вӑл чун
Ав, каҫӑн-ирӗн.
Тӑшманӗ те хӗсет ай-ай!
Ҫухатусем... Ах тур! Нумай!
Хуллен чакатпӑр.
Сахал йышпа та хушӑран »
Тӑшман ҫине сиксе ларан...
Эпир те паттӑр!
Атакӑна ҫӗкленсенех
Юлташ сасси ҫине-ҫинех
Кӗрлет матуррӑн:
"Эй! Аслӑ Сталиншӑн! Урра!.."
Эп кӗлтӑваттӑмччӗ ТУРРА:
"Илтсемччӗ, ТУРА!
Ыйтатӑп эпӗ хамшӑн мар—
Юлташӑма ҫӑлса хӑвар!
Мана ун хыҫҫӑн...
Эп... мӗн... ҫапах та авланман,
Килте никам та ман юлман...
Вӗсем вӗт йышлӑ..."
Чӑнах та, мирлӗ вӑхӑтра
Эп ӗненместтӗмччӗ ТУРРА...
А, тен, ӗненнӗ!
Ҫапла-ши вăл ТӖНЧЕН йĕрки...
Юлташӑмран эп ун пирки
Ыйтма именнӗ.
А вăл кулатчӗ хушӑран:
"Усси.. Усси ҫав ТУРӐРАН...
Мӗн... Талисман-им?
Пӗр ТУРӐ ҫеҫ ку вӑрҫӑра:
(Ыттисене эс ан шыра)
Вӑл — Аслӑ СТАЛИН!
Вăл хӳтӗлет сана! Мана!
Ҫӑварлӑхлать ҫав тӑшмана!
Чӑн вӑй — УНРА ҫеҫ!.."
Тен, тӗрӗс те пӗр шутласан...
Ҫапах та, ТУРА, ҫырлахсам —
Ӑна упрасчӗ.
Пӗлме май ҫук ҫав ВИЛЁМЕ —
Хӑҫан килет пире илме...
Камра черечӗ?
Тьфу! Тьфу! Ӑна асӑнмасан
Ырри пулмасть, тет, нихӑҫан...
Ҫапла пуплеҫҫӗ.
Каллех приказ: "Атакӑна!"
Мӗн пулчӗ?.. Чим... Вӑл такӑкать...
Ҫук-ҫук! Ӳкмерӗ!
"Эй!.. Аслӑ СТАЛИНШӐН... Ур...ра..
Эп кӗлтӑвасшӑнччӗ ТУРРА —
Ёлкӗреймерӗм...
Юлташӑм ӳкрӗ ҫӗр ҫине...
Tvpex вилмерӗ-ха, чӗнет:
"Ӑҫта эс, СТАЛИН?..
Хӳтĕлесем хӑть ТУСӐМА...
Ку — манӑн юлашки сӑмах...
Тата... медалӗм..."
"Тӑхта, тӑванӑм!.. Тӑхтасам!..
Пурӑнмаллаччӗ вӗт-ха сан...
Тем... йӑнӑш пулчӗ..."
А вӑрҫӑн хӑйне май саккун:
Пӗр вӗҫӗмсӗр ыйтать вӑл чун:
"Тата кам юлчӗ..."
Кӗрлерӗ залп масар ҫинче...
Ытла хӑрушӑ-ҫке ТĔНЧЕ
Юлташӑм! Сансӑр!..
Таҫта... Малта-ха ҪЁНТЕРӲ...
Пурте унта ҫитӗпӗр-и —
Сукмакӗ ансӑр...
Атакӑна ҫӗкленсенех
Пӑшӑлтататӑп пӗчченех:
"Ҫавах ҫитетпӗр!"
ТУР пулӑшсан ӗнтӗ, паллах:
Кама ХРИСТОС... Кама АЛЛАХ,
Тата темтепӗр...
... Киле эп таврӑнтӑм сывах...
Вăл марччӗ манӑн тӗп сӑмах —
Ах! Пӗлеймерӗм...
Юлташ ман пурччӗ вӑрҫӑра...
Эп... кӗлтӑвасшӑнччӗ ТУРРА —
Ёлкӗреймерӗм...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 485 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Таня, Галя, Витя, Лена,
Валя, Миша, Саша, Леня
Тата эпӗ ҫав шутра—
Пурте пур иккен класра!
Доскана ҫуса тасатнӑ,
Кӗнеке-тетрадь кăларнă.
Шăнкӑрав пулать кӗҫех. 
Эпир хатĕр — килӗрех!
Тен, эсир кӑшт тӗлӗнетӗр,
Мӗн паян чупать ку тетёр?
Халь юрать пуль калама:
Эп — дежурнай. Ҫав кӑна.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 358 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz