Вырсарникун, 19.05.2024, 22:19
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 76-80
Страницăсем: « 1 2 ... 14 15 16 17 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Пурăнатпăр пурнăçа
Шутламасăр нимĕн.
«Çĕр çинче эпир хуçа
Ĕмĕрлĕхех!» - тенĕн.

Пурнăç вĕçĕнче кăна
Пурте ăнланатпăр:
Çĕр çинче эпир хăна!
Çитрĕ-и? Каятпăр…
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 322 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çĕр çинче этем пĕччен,
Çапкаланчăк майлă:
Хăйĕн ачисем çинчен
Турă манса кайнă!

Анчах уншăн, тусăмсем,
Ан кÿренĕр пĕртте.
Чи кирли – пире, чĕнсен,
Турă КИЛЕ кĕрттĕр!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 313 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Мĕн – телей… Çук япала!
Хăть мана мĕн тейĕр.
Пур пулсан – тупăнмалла:
«Ак вăл – эпĕ! Мейĕр!»

Çук вăл…Тĕнчере,
Пур тесе суятпăр!
Ĕненет çавна чĕре:
Шырама пуçлатпăр!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 293 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.04.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Мe коньки! Ак—шайба!
Клюшка!
Выльӑр! Савӑнӑр!
— О кей!
Пӑр ҫине утать пӗр ушкӑн:
«Юрӗ! Ҫапӑпӑр хоккей!»
Пӗр самант пӑхса тӑратӑп  
Вӗсене эп кантӑкран.
Ыранхи пирки шутлатӑп...
Мӗн туса парас ыран?
Тен, ирпе сырас та йӗлтӗр
Йӗр тӑвас пуль ҫырмара?..
Тӑваймарӑмӑр та пӗлтӗр—
Ярнаканӗсем... Шыра!
Хӗлӗпе те курӑнмарӗҫ!
Ачисем-ши ҫавнашкал...
Е (хама илсе каларăм)
Ашшӗ-амӑшӗ кахал...
Ав, ҫулла, ача тапсассӑн,
Мечӗк куснӑ ҫырмана.
Кӳршӗ ман илсе парсаччӗ
Виҫӗ кун иртсен кӑна.
Пĕлеймен тӳрех, мӑнтарӑн...
Эп—килте пулман пуль ҫав.
Виҫӗ кун ҫапла вӗт ларнӑ
Мечӗксӗр ача-пӑча.
Сӑпаҫҫипӑ сана, кӳршӗ!
Эс пулман пулсан... чӑнах...
(Вӑхӑтра каламаннишӗн
Мӗн вӑрҫатӑн ачана...)
Алӑкран такам шаккарё:
—Мӗн сана тата, ачам?
Лӑпкӑн вӑл ҫапла каларӗ:
—Катокне ма тасатман?..
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 247 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

—Мӗн, хӑратӑн-и, ачам
Ҫыртасран ҫав йытӑ.
Алла ил те пӗр рычак
Çan ӑна эс хытӑ!
Вӑл вара хӑех тарать
Каялла пӑхмасӑр!
Е чулпа пер ҫав мура...
— Ҫук! -Паратӑп сахӑр!
Ачашлатӑп ҫурӑмран—
Вӑл хӳре вылятӗ...
Хӑрамастӑп йытӑран...
Эп... санран... хӑратӑп...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 312 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz