Вырсарникун, 19.05.2024, 22:30
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Хăшĕн тутлăрах
Пилӗк кило иҫӗм.
Илнӗ тет Упрам
Виҫӗ килограмм.
Ҫиме ларнӑ иккӗн—
Унта пынӑ Никӑн:
—Иҫӗм! Иҫӗм! Ах!
Хӑшӗн тутлӑрах?
—Манӑн,—тет Униҫӗм,—
Пилӗк кило иҫём!
—Манăн,—тет Упрам,—
Виҫӗ килограмм!
—Тӑхтӑр! Тӑхтӑр! Тӑхтӑр!
Никӑн ҫисе пӑхтӑр!
Вӑл калать сире
Тӗп-тӗрӗссине!
—Санӑн,—. тет Униҫӗм,
Питӗ тутлă иҫĕм!
Санӑн, тет,— Упрам, 
Питӗ те шyлmpa! 
Ҫук! Халь сан, Униҫӗм!
Ҫук! Халь сан, Упрам!
Ҫук, Халь сан, Униҫӗм!
Ҫук! Халь сан, Упрам!..
Ҫирӗ, ҫирӗ Никӑн—
Пӑхса ларчӗҫ иккӗн:
—Иҫӗм! Иҫӗм! Ах!
Хӑшӗн тутлӑрах?
Ачасем кӗтеҫҫӗ!
Пӗлесси килет-ҫке! 
Никӑнӗ темме -
Шутламасть «пӗлме»...
—Пĕтрӗ!—тет Униҫӗм,—
Пилӗк кило иҫӗм!
—Пĕтрĕ! —тет Упрам,—
Виҫӗ килограмм!
—Ну! Кала халь, Никӑн!—
Ыйтрӗҫ харӑс иккён,—
Иҫӗм! Иҫӗм... Ах!
Хăшӗн тутлӑрах?
Ачасем кӗтеҫҫӗ,
Пӗлесси килет-ҫке!
Никӑнӗ вара
Ялт! сиксе тӑрать:
—Мӗншӗн чӑрмантартӑр?
Шухӑша вӗт тартрӑр!
Халь вара каллех
Ҫӗнӗрен йӑлт... Эх!..
Ил тепре, Униҫӗм,
Пилӗк кило иҫӗм.
Эс те ил, Упрам,
Виçĕ килограмм...
Малалла мӗн пулнӑ—
Эп пӗлмесӗр юлнӑ.
Кам-ха пӗлекен? 
Пире калӗ тен:
Илнӗ-ши Униҫӗм
Пилӗк кило иҫӗм..
Илнӗ-ши Упрам
Виҫӗ килограмм.
Категори: Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (31.03.2013) | Автор: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ)
Миçе çын вуланă: 294 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz