Кĕçнерникун, 02.05.2024, 09:52
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 96
Миçе материал кăтартнă: 11-15
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 ... 19 20 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Оксана ялти вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ те малашне ĕçлесе вĕренме Шупашкара кайрĕ. Ăна автобус чарăнăвне асламăшĕ хăех ăсатса ярас терĕ. Автобус килни курăнмасть-ха. Иртерех тухрĕç-ши? Çынсенчен аяккарах — лаштра йăмра айне кайса тăчĕç. 
— Асăрханса çÿре, — терĕ Кĕтерук кинемей. 
— Асанне, эп çĕр çинче паян кăна пурăнмастăп вĕт, — хирĕçленçи пулчĕ мăнукĕ.
— Эй, шан-ха хальхи яш-кĕрĕме, — хăйĕннех печĕ асламăшĕ. — Хамăр кÿршĕри Хумми Вĕçелисĕ хуларан хырăмланса килчĕ вĕт. Яла тухса çÿреме намăс. Çавнашкал пулса ан тухтăрччĕ тетĕп-çке. 
Кĕтерук кинемин пĕркеленнĕ пит-куçне хĕрлĕ çапрĕ. 
— Мăшăрланиччен-ха, — калаçăва куларах тăсрĕ хайхискер. — Каçхине витререн тăкнă пек çумăр çуса ячĕ. Аслаçупа иксĕмĕр пирĕн анкартинчи мунчана тарса кĕтĕмĕр. Çавăн чухне аслаçу мана чăп! чуп туса илчĕ. Тепĕр кунне хамăр пĕр-пĕрне куçран пăхма вăтанатпăр. Ан ман, чуп тунă чух аллисене пилĕкрен аялалла яракан каччă ырă каччă мар. Ун пеккине çывăха та ан яр... 
Автобус килсе чарăнчĕ. Каякансем унта хыпаланса кĕрсе ларчĕç. Кĕтерук кинеми аллине лăш сулчĕ. Мăнукне вăл татах темĕн каласшăнччĕ — автобус тапранса кайрĕ.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 328 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.09.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ман валли тем чухлех ырлăх сан. 
Маншăн эсĕ — кун-çул иленки. 
Эпĕ-и? Чăннипе каласан, 
Тĕл пулман халиччен сан пекки. 

Ан васка-ха кайма. 
Ма васакан? 
Васкаса ман чуна ан амант. 
Пурнăçра маншăн урăх нихçан 
Килмĕ, тен, кун пек ырă самант.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 310 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

"Юрататăп” — темен те, теместĕп. 
Тен, сана килĕшмест ман йăла? 
"Юрататăп” — тесе мана эс те 
Ан кала, ан кала, ан кала. 

"Юрататăп” — хĕрÿллĕ сăмах —
Ăна тахăшĕ шутсăр ĕненĕ. 
Чĕререн иртейместĕн çавах 
Темĕн чул "юрататăп” тесен те.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 315 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ватлăха савăнса кĕтсе илекен çын пур-ши? Çук та пуль. Ватлăхра пĕчченлĕхрен кичемми мĕн пултăр? Сăмах хушсан та, хирĕç сас паракан çук. Çитмĕл урлă сиккипе каçнă Ваçли пĕр çĕре кăн-н пăхса ларчĕ. "Эх, ваттăм, ваттăм!” — терĕ, ассăн сывласа илсе. Унтан аллисене выляткаларĕ — хул икерчисем иккĕшĕ те ыратса кайрĕç. Карчăкки пур чухне маçсемпе сĕрсе яратчĕ те хăюллăнах таплаттарса çÿретчĕ Ваçли. 
Карчăкки тенĕрен Шупашкартан тупса килчĕ те... Васси ятлăччĕ. Тахçан полковник арăмĕ пулнăскер тет-и. Ача-пăча тăваканскер пулмарĕ. Тахăшĕ тытса пăхнă-çке — Вассин кăвапа тымарĕ тапраннă, терĕç. 
Ваçли йÿçĕ пан улми çинĕн кĕпе тукмакĕ пек лаптăк питне пĕркелентерчĕ. Унăн çак вăхăтра кампа та пулин питĕ калаçас килчĕ. Ăна аса илчĕ, кăна... Пÿрт купаланă чухне такам: "Мунча вырăнне пÿрт лартмаççĕ”, — тени хăлха чиккинчен ярса панă пекех туйăнса кайрĕ. 
Ваçлисен ялĕнче мунча пÿрне хуçса шутламалăх кăначчĕ. Темиçе кил пĕр мунчара кĕретчĕç. Ваçли, мунча пăсса, ун вырăнне пысăк кирпĕч пÿрт лартрĕ. 
— Мĕншĕн туррăн мана пĕр ача парас мар? — ÿлесе макăрса ячĕ Ваçли. 
Кама каларĕ ку сăмахсене вăл — Васси тахçанах çĕре кĕнĕ. 
Ларчĕ, тăчĕ. Унтан, шухăша кайса: "Шăрши-марши ан юлтăр ку пÿртĕн!” — терĕ. 
Шĕвĕр вĕçлĕ лом илсе мачча çине хăпарасшăн пулчĕ. Пусми шуçса кайрĕ — Ваçли хытах ÿкрĕ. 
Чылай хушă ахлатса пурăнчĕ вăл. Пĕр кун выртакаласан-вырткаласан тимĕр витрепе тĕп сакайне лартнă кĕленче банка илсе тухрĕ. Унти пилĕк пин тенкĕлĕх хĕрлĕ хут укçасене, ури туни тавра хурса, шурă татăкпа туртса çыхрĕ. Кĕр енне шăммипе тирĕ анчах юлнăскер вилчĕ. 
Виле çăвакансем унăн уринчи татăка тĕкĕнмерĕç. "Шеремет старикки урине таçта ыраттарнă ĕнтĕ”, — терĕç çеç. Пытарчĕç.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 312 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тăрантас кÿлнĕ хура ăйăр, уй енчен хăвăрт килсе, хупă уй хапхинче чарăнса тăчĕ. Тăрантас çинче вăтăр-вăтăр пиллĕксенчи арçынпа пуç тавра пурçăн тутăр çыхнă хĕрарăм. Кусем Курлан Яккăвĕпе унăн арăмĕ Укахви пулчĕç. Такам ачи, чупса пырса, хапхана яр уçса ячĕ. Тăрантас кÿлнĕ хура ăйăр яла кĕчĕ. Хуçи тилхепене карт туртсанах вырăнтан тапранса кайрĕ. Ял çыннисем хăнăхса çитнĕ: Курлан Яккăвĕсем "Курăр эпир камне” тенешкел, ĕçкĕрен-мĕнрен килсен, ялта катаччи чупма юратаççĕ. "Вырăс урамне” кĕрсе тухсан, "Тутар урамне” кĕчĕç. Рамансен пралукĕ тĕлĕнче вĕсем çине чул "çума” пуçларĕ. Унтан та, кунтан та вĕçрĕç чул катăкĕсем. 
— Митри, кай хăвăртрах! — терĕ Хĕветут. 
Митри сарайсем хыçĕпе чупса кайса, Курлан Яккăвĕсем çитнĕ çĕре вĕсене вырăсла алăкра кĕтсе тăчĕ. Те Митри чулĕ, те Хĕветут чулĕ Укахвие çамкаранах тивнĕ — çамки шыçса тухнă.

* * * 
Пурнăç малаллах шурĕ. Ялта ытлă-çитлĕ пурăнакансем — Курлан Яккăвĕ çил арманĕ, Кăрмăш Элекçейĕ кĕрпе арманĕ лартрĕç. 
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 292 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.08.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz