Эрнекун, 17.05.2024, 09:58
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Хĕрлĕ улах Калав
Тăрантас кÿлнĕ хура ăйăр, уй енчен хăвăрт килсе, хупă уй хапхинче чарăнса тăчĕ. Тăрантас çинче вăтăр-вăтăр пиллĕксенчи арçынпа пуç тавра пурçăн тутăр çыхнă хĕрарăм. Кусем Курлан Яккăвĕпе унăн арăмĕ Укахви пулчĕç. Такам ачи, чупса пырса, хапхана яр уçса ячĕ. Тăрантас кÿлнĕ хура ăйăр яла кĕчĕ. Хуçи тилхепене карт туртсанах вырăнтан тапранса кайрĕ. Ял çыннисем хăнăхса çитнĕ: Курлан Яккăвĕсем "Курăр эпир камне” тенешкел, ĕçкĕрен-мĕнрен килсен, ялта катаччи чупма юратаççĕ. "Вырăс урамне” кĕрсе тухсан, "Тутар урамне” кĕчĕç. Рамансен пралукĕ тĕлĕнче вĕсем çине чул "çума” пуçларĕ. Унтан та, кунтан та вĕçрĕç чул катăкĕсем. 
— Митри, кай хăвăртрах! — терĕ Хĕветут. 
Митри сарайсем хыçĕпе чупса кайса, Курлан Яккăвĕсем çитнĕ çĕре вĕсене вырăсла алăкра кĕтсе тăчĕ. Те Митри чулĕ, те Хĕветут чулĕ Укахвие çамкаранах тивнĕ — çамки шыçса тухнă.

* * * 
Пурнăç малаллах шурĕ. Ялта ытлă-çитлĕ пурăнакансем — Курлан Яккăвĕ çил арманĕ, Кăрмăш Элекçейĕ кĕрпе арманĕ лартрĕç. 

* * * 
Малти уйра, тÿпемре, çил арманĕ хăлаçланать. Уçă алăкран арман чулĕ тÿлеккĕн çавăрăнни тулах илтĕнет. Армантан çăнăхланса пĕтнĕ Митри тухрĕ. Шакканчĕ. 

* * * 
Утмăл виçĕ киллĕ, пăхма лăпкă пек Карай ялне те 1930 çул самана уттипе утса кĕчĕ. Пушар вышкиллĕ ял Совечĕн çурчĕ çинче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшет. Икĕ енчен те анкартисем тухакан уçă вырăнта улăм витнĕ икĕ вăрăм çурт курăнать. Ĕне витипе лаша вити вĕсем. Инçех те мар шултра пĕренеллĕ кĕлет. Пĕрене пуçĕсем катăккинчен тÿрех пĕлетĕн: ăна такам патĕнчен илсе тухнă. 

* * * 
Ял халăхне калаçмалли мĕн те пулин кашни кунах тупăнса пычĕ. Анчахрах ял хыçĕнчи Улан кÿлли патĕнче тир тăвакан икĕ майдан вырăсне çапса пăрахнă пирки шавларĕç. Такам илтнĕ-çке, пĕр вырăсĕ: "Пĕтĕм укçана паратăп, пуçа кăна сывă хăварăр”, — тенĕ тет. Çакăн хыççăн "Карай ялне "хура юпа” лартаççĕ” тени сарăлчĕ таврара. 

* * * 
Ял совечĕ çумĕнче ĕçлекен чухăнсен ушкăнĕн пухăвĕ пулчĕ. Сăмах Курлан Яккăвĕ çинчен пычĕ. "Чăн-чăн кулак хуçалăхĕ. Çил арманĕ пур. Çынсене тара тытса ĕçлеттерет. Пĕтĕм хуçалăхне аркатмалла. Хăйне май пур таран хăвăртрах Чăваш Республикинчен кăларса ярас...” — терĕç пĕр кăмăллăн унта. 

* * * 
Курлан Яккăвĕн хуçалăхне тем хушăра аркатса та тăкрĕç. Туй тесен тукмак йăванать, теççĕ. Янтă пурлăха хапсăнакансем кÿршĕллĕ ялсенчен лашасемпех килнĕ. Кÿлхĕрринчи Кавĕрле Çитăрĕ уяр кунта Курлан Яккăвĕн хура тăлăпне тăхăнса урам варринче саркаланчĕ. Кире пуканĕсем те такама кирлĕ пулчĕç. Вырăсла алăкне, юписем качки кăларса, лаша вити умне кайса лартрĕç. Кăткă пек кĕшĕлтетрĕ халăх. 

* * *
Спецтройка приговорĕ тата хăрушăрах янăрарĕ: "1883 çулта çуралнă Федоров Яков Федоровича вунă çуллăха ĕçлесе юсанмалли лагере ямалла”. 

* * *

Пăралукри çăл патне çынсем пухăннă:
— Якку ĕçкейпе пĕрле Митрие те тĕрмене ямалла тунă тет-и? —терĕ Павăл арăмĕ Анна.
— Митрие?! — сиксе ÿкрĕ ун çине Антун Варварийĕ. — Мĕншĕн? 

Хăватькапа арăмĕ ирех çĕре кĕчĕç. "Хуçалăхне кам тытса пырĕ ĕнтĕ?” — хаш сывларĕ урам урлă пурăнакан Çимакки Çерукĕ. Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть. Хăватька хуçалăхне те куç хывакан пулчĕ — Курлан Яккăвĕ. Тăххăрти Митрипе вун пĕрти Хĕветуçе хăй патне пурăнма илсе кайрĕ.

* * * 
Митрипе Варвари вăл кун кĕтÿ кĕтрĕç. 
— Якку! — терĕ арăмĕ. — Шăрттан хуртланнă. 
—Ан пăрах! —асăрхаттарчĕ упăшки. — Çиекенсем пур. 
Кĕтÿ кĕтекен Митрипе Варвари сарă питлĕ шăрттаншăн чунтан савăнчĕç. Касса пăхрĕç — унта хурт. 

* * * 
Курлан Яккăвĕпе пĕрле Митрие те репрессилеççĕ тени ялта чылайăшне хытă хумхантарчĕ. Вĕсем Кăркка Ăхванеçĕ патне "хĕрлĕ улаха” пухăнчĕç. 
— Митри вĕсен тарçи анчах пулнă! — терĕç пĕрисем. 
— Тĕрĕс! Тĕрĕс! — кăшкăрчĕç теприсем. 
"Хĕрлĕ улахра” тата Кăрмăш Элекçейĕн хуçалăхне "раскулачить” тумаллине палăртрĕç. 

* * * 
Кăрмăш Элекçейĕсен ирех кăмака хутса янă. Хăйсен умне çынсем пухăннине курсан, Кăрмăш Элекçейĕпе арăмĕ крыльца çине чупса тухрĕç. Куптак Кĕркури, пусмапа пÿрт тăррине хăпарса кайса, тĕтĕм тухакан мăрьене пĕр витре шыв ячĕ.
Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (01.08.2012) | Автор: Николай Карай
Миçе çын вуланă: 294 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz