Эрнекун, 17.05.2024, 05:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 96
Миçе материал кăтартнă: 21-25
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 7 ... 19 20 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
"Малтан ăшшăн пăхса ларчĕ, — 
Хăраса кайран хăй тарчĕ”. — 
Калаçса кушак паян 
Тухрĕ тĕп сак айĕнчен. 
"Кам вăл?” — ыйтрăм та унран — 
"Секрет”, — терĕ вăл кĕскен.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 328 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.04.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ир вăратнă Сашăна, — 
Каймалла ача садне. 
Макăрса: "Ман вырăна 
Кай-ха!” — тет асламăшне. 

Ырă ватă йăл кулса 
Пуçран шăлчĕ мăнукне. 
Вăранмасăр калаçса 
Тĕлĕк курчĕ каçхине: 
Вăл мăнукĕ вырăнне 
Кайнă пек ача садне. 

Вĕçелис, Çеруш, Кирук, 
Аня, Кĕркури, Уртем, 
Павăл, Петĕр, Кĕтерук — 
Пурте пĕлнĕ ачасем. 

Мечĕк хыççăн хĕвĕшсе 
Чупрĕç пек ăмăртмалла. 
Çирĕ пек килĕштерсе 
Çуллă пăтă кăнтăрла. 

Тепĕртак пур-и? — тесе 
Ыйтрĕ пек те — вăранса 
Кайрĕ çур çĕр çитеспе. 
Пÿлĕмре кăн-кан пăхса 
Ларчĕ ыйхă тĕлĕшпе.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 299 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.04.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Тен, кам та пулин пĕлет? — 
Эп пĕлместĕп чăннине, — 
Аптрашки тесе чĕнет 
Кинеми хăй кушакне. 

Шурă юр пÿрт тăрринче 
Ирĕлет — тумла тумлать.
Шăнкăрч çĕнĕ вĕллинче 
Тем тăвать — кĕрет, тухать...
Аптрашки юпа çинче 
Чăр-чăр-чăр пăхса ларать. 

Шăнкăрча ши! шăхăрса 
Тусĕ чĕнчĕ сад хыçне. 
Çав тери савăнтарса 
Ячĕ ку Аптрашкине — 
Йăпăр-япăр хăпарса 
Кайрĕ вăл вĕлле патне.

Вĕллене пуçне чиксе 
Тĕрĕслесшĕнччĕ иккен. 
Пуçĕ ларчĕ хĕсĕнсе 
Шăтăкра кĕтмен çĕртен. 

Кама тульккă? Мĕн кăна 
Каламарĕ Аптрашки! 
"Çав та кирлĕ-ха сана!” — 
Лăх-лăх кулчĕ кил кăркки.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 295 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.04.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Шăшисем паян çимен. 
Вĕсем çăкăр пĕçермен, — 
Килте çăнăх çук иккен. 

Шăшисем калаçнине 
Илтрĕç Петĕрпе Яким. 
Шыв арманĕ пÿрт умне 
Туса лартрĕç. Йывăр-им? 

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать, — 
Шыв арманĕ авăрать. 

Шăши тырă хутаççи 
Йăтнă — армана каять. 
Ун çине кушак аçи 
Кантăкран пăхса ларать.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 417 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.04.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эп пĕррехинче çулла
Пушă вăхăт пур чухне
Курмалла, уçăлмалла
Кайрăм Сурăм вăрманне.

Шĕвĕр чăрăш тăрринче
Куккук уççăн авăтать.
Ÿкнĕ йывăç çумĕнче
Курăнса темскер выртать.

"Тем те пулĕ вăрманта”, —
Терĕм — хамăн чун хăрать.
Пырса пăхрăм та, унта
Ват упа хуп турттарать.

Петĕм йĕкелпе ăна —
Вăратма мар, хăратма!
Сиксе тăчĕ те, мана
Тытăнчĕ хăвалама.

Эп тÿп! ÿкрĕм такăнса,
Хайхискер хăлаçланса
Чупса пычĕ ман пата.
Ураран вăл кашт хывса

Илчĕ вĕркĕчлĕ атта.
Пăхса тăчĕ ун çине.
"Атти, — терĕ, — пит паха”.
Хĕстерсе хул хушшине
Кĕрсе кайрĕ чăтлăха.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 329 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.04.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz