Кĕçнерникун, 02.05.2024, 09:33
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 96
Миçе материал кăтартнă: 91-95
Страницăсем: « 1 2 ... 17 18 19 20 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Арăм ман Улатăр тăрăхĕнчен. Юлашки вăхăтра: «Киле каяс килет», — тесе анратсах çитерчĕ. «Сан килӳ халь кунта», — йăпатма пăхрăм ăна йăпăлтатса.

Хамăр ялтан икĕ çухрăмри шоссе çулĕ çине çитичченех ăсатса ятăм.

Вăл кайни уйăх та çитрĕ. Эрнеренех килме пулнăскер çук та çук. «Ашшĕ-амăшĕ чирлерĕ-ши? Хăйне тем пулчĕ-ши? — тем те шухăшларăм. — Кайсах килем-ха!»

Çула тухрăм. Хĕвел аннă çĕрелле Улатăра çитрĕм.

— Автобус Иваньковăна ыран ир тин пулать, — ăнлантарчĕç мана вокзалта.

Хăна çуртне кайса çĕр каçма май пурччĕ-ха. Ман часрах çитсе арăма ыталаса илес килетчĕ. Кучченеçсем чикнĕ сумкăна çурăм хыçне çавăрса хутăм та урампа малалла танкăлтаттартăм. Хуларан тухсан нумай та каяймарăм — сăпкаллă мотоцикл хăваласа çитрĕ. Чарăнчĕ.

— Лар, — терĕ хам ӳсĕмри арçын шлемне çĕклесе.

Çул тăршшĕпех: «Ăçта курнă эпĕ ку этеме?» — тесе пытăм. Яла кĕнĕ çĕре тупсăмне тупрăмах.

Иваньковăна хĕр илме пĕлтĕр туйпах килтĕм эпĕ. Кунта йăли çапла: качча каякан хĕре тăванĕсем каччинчен тартаççĕ. Йĕкĕтĕн вара ăна шыраса тупмалла.

— Пичче, аппа кунта! — систерчĕ мана пĕр пĕчĕк хĕрача аллипе кĕлет еннелле кăтартса.

Эпĕ алăка яр уçса ятăм. Унта... унта çак арçын ман пулас арăма ыталаса ларать..

Мотоциклист мана кил умнех çитерчĕ. Укçа сĕнтĕм те илмерĕ. «Кирлĕ тĕк, каялла та леçсе яма пултаратăп», — терĕ çеç.

Кил хушшине кĕтĕм. Хуняма мана курсанах таçта тухса шурĕ. Хуняçа пĕр-ик сăмах хушрĕ те сарайне кĕрсе çухалчĕ. Ман арăм çумĕнче ачашланас килчĕ. Ăна ыталама хăтлантăм. «Кай. Ютшăнтăм», — лаплаттарса хучĕ вăл кăмăлсăррăн. Хирĕç нимĕн те калама пĕлмерĕм.

Урама тухрăм. Паçăрхи мотоцикл алăк умĕнчен кайман. Хуçи хама кĕтнĕ пек туйăнчĕ мана...

Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 404 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Йăпатать вăл,
Вăл сиплет.
Тухатать вăл.
Вăл йĕртет...
 
Арçынна та вăл хăйне —
Кирлĕ-тĕк — итлеттерет.
Хăй арçын чĕрçи çинче
Юр пĕрчи пек ирĕлет.

Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 410 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эп каятăп. Эс юлатăн.
Ан хĕрет йĕрсе куçна.
Сан питри куççуль пылаккăн
Темшĕн туйăнчĕ мана.
 
Аякра чух сенкер тунсăх
Вылĕ час-часах чунпа.
Юрату епле-ха унсăр? —
Юрату хитре унпа.
 
Шантарса сана калатăп:
Тухас çук эс ман асран.
Аякри çултан мана та
Эс кĕтсе илме ан ман.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 360 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

"Пĕр-пĕрне эпир юратсах чунран,
Мăшăрлантăмăр", - терĕн-çке.
Хăвăн шухăшна пытарса манран
Вăрттăн туйăмпа ан чĕрке.
 
Маншăн эс мĕнли уйрăмах паян
Паллă унсăрах чĕрене. 
Аш çу кунĕнче урамри йăмран
Çулçи тăкăнать кил умне.
 
Макăрсассăн та пирĕн çук текех
Пĕр-пĕрин валли чун ăшши.
Пĕр-пĕрне савса пурнас çĕртенех
Ма уйрăлмалла пулчĕ-ши?
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 436 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ĕçлеттерес тесе те мар,
Выçсассăн, çăкăр ыйтнăран,
Мана анне çурла тытма
Вĕрентнĕ, эп вунна пуссан.
 
Ята çурла аври çине
Эп çырнăччĕ хитре касса,
Уйра тупсан, Кам çурлине,
Такам та пĕлнĕ, вуласа.

Пăхмастчĕç эс камне.
Ана Виçсе паратчĕç — упален.
Выраттăмччĕ, Хыçри çынна
Хамран эп пур пĕр ирттермен.

Кашни пучах — çăкăр чĕлли,
Çакна эп пĕлнĕ пĕчĕкрен.
Пурне çине вырма палли
Çурла лартман пуль ахальтен.
 
Эп тунă сар кĕлтесенчен
Çавра çĕмел ӳссе ларсан,
Çут тĕнчере маншăн, ĕнен,
Унран пахи нимскер пулман...
 
Çиме ларсан, ĕшеннине
Туяттăмччĕ кĕлеткере.
Ачалăха эп хăш чухне
Куратăп халь те тĕлĕк
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 398 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 ... 81-85 86-90 91-95 96-96


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz