Эрнекун, 17.05.2024, 05:32
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Мунча вырăнне пÿрт лартмаççĕ (Калав)
Ватлăха савăнса кĕтсе илекен çын пур-ши? Çук та пуль. Ватлăхра пĕчченлĕхрен кичемми мĕн пултăр? Сăмах хушсан та, хирĕç сас паракан çук. Çитмĕл урлă сиккипе каçнă Ваçли пĕр çĕре кăн-н пăхса ларчĕ. "Эх, ваттăм, ваттăм!” — терĕ, ассăн сывласа илсе. Унтан аллисене выляткаларĕ — хул икерчисем иккĕшĕ те ыратса кайрĕç. Карчăкки пур чухне маçсемпе сĕрсе яратчĕ те хăюллăнах таплаттарса çÿретчĕ Ваçли. 
Карчăкки тенĕрен Шупашкартан тупса килчĕ те... Васси ятлăччĕ. Тахçан полковник арăмĕ пулнăскер тет-и. Ача-пăча тăваканскер пулмарĕ. Тахăшĕ тытса пăхнă-çке — Вассин кăвапа тымарĕ тапраннă, терĕç. 
Ваçли йÿçĕ пан улми çинĕн кĕпе тукмакĕ пек лаптăк питне пĕркелентерчĕ. Унăн çак вăхăтра кампа та пулин питĕ калаçас килчĕ. Ăна аса илчĕ, кăна... Пÿрт купаланă чухне такам: "Мунча вырăнне пÿрт лартмаççĕ”, — тени хăлха чиккинчен ярса панă пекех туйăнса кайрĕ. 
Ваçлисен ялĕнче мунча пÿрне хуçса шутламалăх кăначчĕ. Темиçе кил пĕр мунчара кĕретчĕç. Ваçли, мунча пăсса, ун вырăнне пысăк кирпĕч пÿрт лартрĕ. 
— Мĕншĕн туррăн мана пĕр ача парас мар? — ÿлесе макăрса ячĕ Ваçли. 
Кама каларĕ ку сăмахсене вăл — Васси тахçанах çĕре кĕнĕ. 
Ларчĕ, тăчĕ. Унтан, шухăша кайса: "Шăрши-марши ан юлтăр ку пÿртĕн!” — терĕ. 
Шĕвĕр вĕçлĕ лом илсе мачча çине хăпарасшăн пулчĕ. Пусми шуçса кайрĕ — Ваçли хытах ÿкрĕ. 
Чылай хушă ахлатса пурăнчĕ вăл. Пĕр кун выртакаласан-вырткаласан тимĕр витрепе тĕп сакайне лартнă кĕленче банка илсе тухрĕ. Унти пилĕк пин тенкĕлĕх хĕрлĕ хут укçасене, ури туни тавра хурса, шурă татăкпа туртса çыхрĕ. Кĕр енне шăммипе тирĕ анчах юлнăскер вилчĕ. 
Виле çăвакансем унăн уринчи татăка тĕкĕнмерĕç. "Шеремет старикки урине таçта ыраттарнă ĕнтĕ”, — терĕç çеç. Пытарчĕç.
Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (08.09.2012) | Автор: Николай Дмитриев
Миçе çын вуланă: 315 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz