Кĕçнерникун, 02.05.2024, 06:05
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 96
Миçе материал кăтартнă: 6-10
Страницăсем: « 1 2 3 4 ... 19 20 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Симĕс çулçă касса тиенĕ урапа вăрман енчен тăкăрттарса килчĕ те яла кĕчĕ, куккасен умĕнче чарăнса тăчĕ. Урам алăкне яриех уçса хучĕç. Кил хушшинче çынсем уткаласа çÿрени курăнчĕ — анчах кÿрсе килнĕ çулçăллă туратсенчен шыльăк карти турĕç. Кил умне çулăксемпе шăлса тухрĕç. Ташланă чух тусан вĕçесрен чашлаттарса шыв сапрĕç. Сăнчăрти Хураçкана урăх вырăна куçарчĕç.
Паян куккасен аслă хĕрĕ, Лисук аппа, Çеçмере качча каять. Ăна илме туй килмелле. 
Эпир куккасемпе пĕр урамрах пурăнатпăр. Кăнтăрла иртсен пирĕн урама халăх пасарти пек пуçтарăнчĕ. Хамăр ялсем анчах-и? Çырмапуçсем, сурăмхĕррисем... Кÿлхĕрри каччисемпе хĕрĕсем кăшт аяккинерех кайса тăнă. Якур Мишки хут купăс калать. Каччăпа хĕр ташша çапаççĕ. 
Тахăшĕ: "Туй килет! Туй килет!” — тесе кăшкăрчĕ. Пĕр самант сывлăшра тăвăл умĕнхи пек шăпăрт пулчĕ, унтан пĕтĕм урам куккасем патне куçнă пек туйăнчĕ. 
Çеçмерсем Лисук аппана илме çăмăл кăвак машинăпа, автобуспа килчĕç. Уçă саслă туй арăмĕсем кăкăр умĕ тулли тенкĕсемпе. Туй ачисем мăн муркаллă пиçиххисем çыхнă. Юрри-ташши чун-чĕрене çĕклентерет. Ватă енне сулăннипе ниçтах та тухса çÿремен, тахçан пирĕн яла Çеçмертен качча килнĕ Анюк кинеми кулкаласа: "Çавăн пек çав вĕсем çеçмерсем”, — тет. 
Туй тĕттĕмчченех тăрас темерĕ пулмалла — кайма хатĕрленчĕ. Марку Михалĕ васкасах хăй тавра ял каччисене пухрĕ. "Уй хапхине кайса çыхмалла. Четвĕртсĕр хĕр парса ямастпăр”, — терĕ. 
Лисук аппана лартнă çăмăл кăвак машина куккасен умĕнчен тапранчĕ. Ăна çавăнтах пĕр каварлă ял каччисем кĕпĕр сырса илчĕç. Кошкин Витти купăс калама пуçларĕ. Хăшĕ ларса, хăшĕ ура хуçса ташлать. Пурте: "Четвĕрт! Четвĕрт!” — тесе кăшкăраççĕ. 
Уй хапхи патне çитерехпе Лисук аппана лартнă çăмăл кăвак машинăна каччăсем малтан та, кайран та тытса çĕклерĕç... 
Машинăран тулли четвĕрт йăтса пирĕн йысна тухрĕ. Хапха çăмăллăн уçăлса кайрĕ.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 261 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Кăвакарнă çÿçÿ тĕллĕн çех.
Улшăнман нимĕн чухлĕ сăнран. 
Кĕлеткÿ, чăн, унчченхи пекех — 
Ман савниччĕ вĕт-ха эс тахçан. 

Шухăша кайса тăкăрлăкра
Чылай тăтăм паян кăнтăрла. 
"Иртсе кайнă хитре çумăра 
Утпа, — терĕм, — ан та хăвала”.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 256 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.02.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Варук кинеми таçтан васкаса килет. Тарăхнă-калаçнинчен пĕлтĕм. Манран чиперех килне кĕрсе юлчĕ. Чун чăтмарĕ — "Мĕн пулнă-ши?” тесе ун патне кайрăм. Калушĕсем кил хушшинче лараççĕ — хăй çук. Алăкĕ çинче пысăк çăра. Ăна темиçе хутчен те кăшкăрса чĕнтĕм. Анкартине тухрăм. "Таçта кайма та-ши ĕлкĕрнĕ ку?” — терĕм. Унччен те пулмарĕ — çенĕкĕн хыçал енчи икĕ хăми уçăлса кайрĕç. Унтан хĕсĕнкелесе Варук кинеми тухрĕ. Тĕлĕнтерсех ячĕ ку мана. Кайран Варук кинеми хăех каласа пачĕ. Акă мĕн: 
— Пенси укçи патне почтăна кайрăм, — сăмахне пуçларĕ вăл. — Манашкал хăлтăр-халтăр вуннă та пухăннă. Люся Шутова сĕтел хушшинче мăртлатса анчах ларать — пенси парать. Захар Палчча хар-р-р кăшкăрса тăкрĕ. Лешĕ, уксахскер, чечек куршакне перĕннĕ те. Çынсем çине пăсара пек пăхать. Мана, ара, алă пустарса тăнранах ячĕ. Пусса паратăп та, "Мĕн мунчали ку?” — тет. Йĕп-йĕпе тарах ÿкрĕм. Пенсие аран-аран пачĕ вĕт. "Эсĕ,— тет, — чăх-чĕп усратăн. Кайсанах пĕр-иккĕшне пусса ăшала. Каçхине алă пусма вĕрентме пыратăп”, — тет.
Варук кинеми, лараканскер, сиксе тăчĕ.
— Кĕртместĕп! — терĕ.
Сăмах çинех кÿршĕри Мархва кăштăртатса кĕчĕ. Эпир кам çинчен калаçнине пĕлчĕ те:
— Люси анчах-и? Амăшĕ тата? Ялта ятлаçман çын хăвармарĕ, — тесе хучĕ.
Çынна сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет, теççĕ.
Люся шăллĕ салтакран майрапа килчĕ. Килтисем çĕнĕ çын хушăннă ятпа сĕтел хушшине хăна-вĕрле пухса кĕреке çавăрасшăн пулчĕç. Чĕнмен кил хăвармарĕç. Пĕрисем: "Чĕнни паха”, теприсем: "Юрĕ! Юрĕ!” — текелерĕç.
Тăххăр иртрĕ. Вуннă çитрĕ. Куккуклă сехет вун иккĕ авăтрĕ. Пăлтăр айĕнчи хура йытă çын мĕн килнине систерсе сас памарĕ.
Ларчĕç, ларчĕç кĕтсе. Çамрăксем анаслакаларĕç те — çывăрса кайрĕç. Люсьăпа амăшĕ сĕтел тулли апат-çимĕç çине куç айĕн пăхса илчĕç, диван çине йывăррăн кайса ларчĕç.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 281 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.01.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ялтан тухса каймарĕ вăл. Уй хапхи çумĕнчи пĕччен пурăнакан Хĕветÿç патне кĕчĕ.
Хĕветÿç Куçма Иванчпа пĕр вăхăталлискерех. Качча каймасăр пĕр ывăл çуратрĕ те... Пĕлтĕр ывăлĕ ачи-пăчи мĕнĕпех курма килсеччĕ. Таçта Çĕпĕрте пурăнать тет-и?
Унччен пырса çÿременрен Куçма Иванч кĕтмен çĕртен килсе кĕни Хĕветÿçе тĕлĕнтерчĕ.
— Хулана кайма тухрăн-им, Куçма Иванч?— интересленчĕ вăл.
— Хули мĕнĕ...— хуравларĕ Куçма Иванч. — Пысăк уяв ман паян.
— Мĕн уяв-ши тата?
— Юратса пăрахрăм эп сана, Хĕветÿç.
— Ватсупнă.
Хулпуççи çине чечеклĕ тутăр уртнă, çÿçĕ тĕл-тĕл кăвакарнă, тулли мар вăтам пÿ-силлĕ, "юрататăп” сăмаха тахçантанпа кĕтсе тунсăхланă хĕрарăм çак сăмаха сăнласа пама май çук темле ăшă туйăмпа каласа хучĕ.
Куçма Иванч кушăрканă аллипе Хĕветÿçе пилĕкĕнчен тытрĕ. Лешĕ çат! çапрĕ.
Куçма Иванч нимле мар пулса кайрĕ. Кайма хатĕрленчĕ.
— Каятăн та-им? — ыйтрĕ Хĕветÿç.
Вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Тутисенче ăшă кулă палăрчĕ.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 266 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.11.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

(Шÿт)

Хам сăвăçран çÿрет ман ятăм
Хаçат-журнал картишĕнче.
Таçта кайсассăн та туятăн —
Çил шăхăрать кĕсьесенче.

Чăн-чăн уяв сăвăç-этемшĕн
Тухсассăн сăвă çын умне.
Тĕлĕнмелле ман сăвă темшĕн
Каять ытла та-çке йÿне.

Выçмастăп эп. Кăçал туянтăм
Кивçен илсех шур качака.
Пĕр выльăх пур ман хама ятăн —
Сĕтне парать пĕрер курка.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 284 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.11.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz