Юнкун, 18.12.2024, 21:32
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 69
Миçе материал кăтартнă: 31-35
Страницăсем: « 1 2 ... 5 6 7 8 9 ... 13 14 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Чирлĕ çын асапне эс курсан,
Хăвăртрах сиплемешкĕн васкан.
Хăш чухне канăçа çухатса,
Вилĕмрен хăваратăн çăлса.

Илсе килчĕç, çапла, сĕм каçпа,
Чирлĕ ватă выртать ахлатса.
Суранне пăхма йывăр куçпа –
Эс сиплерĕн ăна пит ăста!

Чун-чĕре ăшшипе сиплесе,
Сывататăн çынна чир-чĕртен.
Кун каçа вăй хурса, тимлесе,
Вĕри тар юхтаран сăн-питрен.

Суйласа илнĕ чух çак ĕçе
Эс каларăн: «Эп тивĕç…» тесе.
Çирĕп тыт яланах сăмахна,
Халăх манмĕ вара ыр ятна!

Тухтăр ĕçĕ, пачах çăмăл мар,
Çын шăпийĕ ялан – сан алра.
Салтак пек хуралта эс тăран,
Телейна çакăнта эс куран.

Хисеплеççĕ сана чирлисем,
Юратаççĕ ĕçре тусусем!
Çак йышра пĕр чĕлхе эс тупни –
Пур-ши урăх унтан та хакли?..
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 300 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çĕпĕр çĕрĕ çывăх мар та,
Çитсе килме çăмăл мар.
Пирĕн тăвансем аякра та,
Куллен курас çĕрте мар.
 
Йĕтĕн акса пир тĕртрĕм те,
Тутăр турăм тĕрлеме.
Хам пĕвĕме ÿстертĕм те,
Çичĕ ютра тĕмсĕлме.
 
Атте панă лашине те,
Кÿлсе çÿрес тенĕччĕ.
Çичĕ ютра тĕпленсе те,
Телей курăп тенĕччĕ.
 
Йĕлме касрăм, ким турăм та,
Мăн шыв тăрăх çÿреме.
Апай мана çуратнă та,
Тĕнче тăрăх çÿреме.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 282 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Нимĕчкассийĕ - эс çуралнă ял,
Юбилей сан çитрĕ раштавра кăçал.
Ăс-тăнран çивĕч, иксĕлми вăй-хал –
Аçупа аннÿ пилленĕ ăраскал.
 
Кукаçу енчен - Çеруш йăхĕнчен,
Аслаçу енчен – Майреç таврашĕнчен.
Несĕлсен ятне сÿнмешкĕн ан пар,
Кĕрнеклĕ пултăр ĕмĕрех çак тымар!
 
Усмашкăн пуçна сăлтавĕ çук сан,
Хăв чысна яланах çÿлте эс тытан.
Пурнăç çулĕпе утатăн хастар,
Чĕрÿ çумĕнче хĕм сапать шĕл-кăвар!
 
Хурçă утна алăран яманран.
Çитмен кĕтес çук-тăр Тăван çĕр-шывра?
Тус-тăванна чĕререн савнăран,
Санпа курнăçап тăтăшах Алманчра.
 
Ĕмĕр сакки сан пултăр сарлака,
Тăнăç пурнăçу – кĕленче пек яка.
Çемье хунавĕ тата кил ăшши –
Ялан пĕрле пултăр юрри те ташши!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 301 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Чечек пек илемлĕ пикесем –
Урологири медсестрасем.
Кăмăллă, ăш пиллĕ ĕçченсем –
Чăн та, мухтава тивĕçлисем!

Çапла пулăр яланах вăр-вар,
Чĕрере ан сÿнтĕр шĕл-кăвар!
Ырлăх-сывлăх, пархатар сире –
Çирĕп сывлăх панăшăн пире!

Ĕмĕр сакки пултăр сарлака –
Чирлисемшĕн мĕн тери паха!
Çакна асра тытăр, тусăмсем!
Хаклăран та хаклă тухтăрсем!

Çуркунне пулать-и е хĕлле –
Халăхпа ялан эсир пĕрле.
Сиплемешкĕн хатĕр çынсене –
Чыс, мухтав сывлăх хуçисене!
2004 çул, çу уйăхĕ.

Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 268 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сар хĕвеллĕ ăшă çуркунне,
Кайăксем юрлатчĕç юррине.
Анне хăйĕн кĕçĕн ывăлне,
Парнелерĕ пурнăç çеçкине.
 
Анăçра алхасрĕ вут-кăвар,
Халăх юнĕ юхрĕ сахал мар.
Çамрăк вăхăт – вăрçă çулĕсем…
Ахальтен юхман çав куççульсем!
 
Астумастăн ĕнтĕ аттене,
Тăлăха эс юлтăн пĕчĕклех.
Йывăр пурнăç килчĕ аннене,
Вăл пире ÿстерчĕ пĕчченех.
 
Кĕçĕнни эс пултăн çемьере,
Юратсах пăхаттăмăр сана.
Астăватни? Лекнĕччĕ пĕрре -
Каçарсам эс уншăн халь мана!
 
Пурнăç çулĕ пулчĕ такăр мар,
Сахал мар юхтарнă вĕри тар!
Ачаран вăй илнĕ хăватпа,
Виличчен пурнасчĕ ыр ятпа!
 
Ĕнтĕ халĕ çитрĕн утмăла,
Çулĕсем шăваççĕ малалла.
Ватăлтăм, тесе  эс ан кала,
Кам-ха сана парĕ çак çула?
 
Савăнмалăх пур сан сăлтавсем…
Ав, мĕн чуль чупаççĕ мăнуксем!?
Эп вара сунап çултан-çула
Вăй-хăват хушса пыр малалла.
       2003 çул, пуш уйăхĕн 17-мĕшĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 276 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz