Владимир
Иванович Васильев
хирурга
халалласа
Чирлĕ
çын асапне эс курсан,
Хăвăртрах
сиплемешкĕн васкан.
Хăш
чухне канăçа çухатса,
Вилĕмрен
хăваратăн çăлса.
Илсе
килчĕç, çапла, сĕм каçпа,
Чирлĕ
ватă выртать ахлатса.
Суранне
пăхма йывăр куçпа –
Эс
сиплерĕн ăна пит ăста!
Чун-чĕре
ăшшипе сиплесе,
Сывататăн
çынна чир-чĕртен.
Кун
каçа вăй хурса, тимлесе,
Вĕри
тар юхтаран сăн-питрен.
Суйласа
илнĕ чух çак ĕçе
Эс
каларăн: «Эп тивĕç…» тесе.
Çирĕп
тыт яланах сăмахна,
Халăх
манмĕ вара ыр ятна!
Тухтăр
ĕçĕ, пачах çăмăл мар,
Çын
шăпийĕ ялан – сан алра.
Салтак
пек хуралта эс тăран,
Телейна
çакăнта эс куран.
Хисеплеççĕ
сана чирлисем,
Юратаççĕ
ĕçре тусусем!
Çак
йышра пĕр чĕлхе эс тупни –
Пур-ши
урăх унтан та хакли?..
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |