Юнкун, 18.12.2024, 21:46
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 69
Миçе материал кăтартнă: 26-30
Страницăсем: « 1 2 ... 4 5 6 7 8 ... 13 14 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Фольклорпа çула тухсассăн,
Эс пире вăй-хал паран.
Купăсна алла тытсассăн,
Халăха савăнтаран.
 
Юрă-ташăпа эс туслă,
Вăл пырать мĕн ачаран.
Пурнăç икерчи сан тутлă,
Турă пиллĕх панăран.
 
Сăмаха кивçен илместĕн,
Çивĕч эсĕ ăс-тăнран.
Йăх-яха тирен, йĕплетĕн,
Çунтаратăн хаçатра.
 
Чĕререн сума сăватпăр,
Хаклă тусăмăр, Тусли!
Сывлăхпа телей сунатпăр,
Пултăр сĕтел çи тулли!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 267 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Аллă пиллĕк çул тултартăн,
Пĕр сисмесĕр – туххăмрах.
Çемьере пĕр ача пултăн,
Çунатлантăн çич ютра.

Вĕренме ăс-тăн çитертĕн,
Пуç усмарăн пурпĕрех.
Халăх сывлăхшĕн тимлетĕн,
Маттур эсĕ чăннипех!

Медицина кандидачĕ,
Хисепре – Чăваш Енре!
Тăван халăх сана пачĕ -
Çак хисеп вăл ĕмĕре!

Пурнăçăн илемлĕ тĕсĕ,
Çунтăр саншăн ĕмĕрех!
Хăв ачушăн çăлтăр эсĕ,
Хĕм сапатăн, чĕререх!

Санпала эп мухтанатăп,
Эс тĕреклĕ юманран.
Пурăнма 100 çул сунатăп,
Хавшак мар вĕт сывлăхран!

2008 çул, çĕртме уйăхĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 290 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çирĕп-ха Çерушăн йăх-тымарĕ,
Яланах ем-ешĕл çеçкисем.
Хунав хыççăн çĕн хунав кăларĕ,
Маттур пулччăр унăн папкисем!

Юбилей паян сан, ырă çыннăм,
Кĕреке тулли, ав, хăнусем!
Ташă-çемĕпе пулам эп çуммăн,
Уççăн шăратар-ха юрăсем!
 
Шут ĕçне мĕн ачаран юратрăн,
Ку ĕçе пуçларăн райпора.
Чĕрĕк ĕмĕр халь газра тимлетĕн,
Куртăн сахал мар хура-шура.
 
Алран-ал тытса пĕрле утатăр,
Пурнăç çулĕ пултăрччĕ яка.
Мăшăрпа пĕр ывăла ÿстертĕр,
«Асанне» ята илтме паха!
 
Упи çĕрĕ эс çуралнă вырăн,
Чечек пек илемлĕ те хитре!
Çĕр çула çити эс, Люда, пурăн,
Йăл куллу ан сÿнтĕр сăн-питре!
 
  2008 çул, çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 303 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çурхи кун илемĕнче,
Уйриçурт ял варринче
Униçĕмсен çемйинче
Куртăн эсĕ çут тĕнче.
 
Ас тăватăп-ха сана,
Хастар йĕкĕтчĕ, ара.
Чун юратнă мăшăрна,
Эс тĕл пултăн райпора.
 
Тур пилленĕ сывлăхпа,
Аçу панă ăс-тăнпа,
Халь утатăн пит патвар
Мăшăрупа юнашар.
 
Пурнăçу пырать кал-кал,
Пулман нихăçан кахал.
Эс ÿстернĕ ывăлна,
Хывнă вăл йăлтах хăвна!
 
Çивĕч каччă ăс-тăнран,
Юлмасть вăл та Çерушран!
Мухтанма сăлтавĕ пур,
Кукăшсем пекех маттур!
 
Аллă çул вăл - нумай мар,
Шутласан – сахал та мар.
Манма çук мĕн курнине –
Хăв чăтса ирттернине…
 
Тăванусем – чун ăшши,
Эх, хитре юрри-ташши.
Пурăнмашкăн 100 çулне.
Халаллатпăр сывлăхне!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 298 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Шур халатлă пикесем –
Пирĕн сывлăх хуçисем!
Ура çине тăриччен,
Куç илмерĕр ман çинчен.
 
Шур халатлă пикесем –
Канăçа çухатнисем!
Тимлесе хĕрÿ ĕçре –
Парăнмастăр чир-чĕре!
 
Шур халатлă пикесем –
Çурхи кун илемĕсем!
Çутă тĕнче шевлине,
Парнелетĕр çынсене!
 
Шур халатлă пикесем-
Юрă-ташă ăстисем.
Çÿресе кану çуртне,
Кăтартатăр концертне.
 
Шур халатлă пикесем –
Мухтава тивĕçлисем!
Манас çук нихçан сире.
Сывлăх панăшăн пире!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 287 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz