Тусăма –
Владимир Иванович Максимова –
50 çул
тултарнă май
Нимĕчкассийĕ
- эс çуралнă ял,
Юбилей
сан çитрĕ раштавра кăçал.
Ăс-тăнран
çивĕч, иксĕлми вăй-хал –
Аçупа
аннÿ пилленĕ ăраскал.
Кукаçу
енчен - Çеруш йăхĕнчен,
Аслаçу
енчен – Майреç таврашĕнчен.
Несĕлсен
ятне сÿнмешкĕн ан пар,
Кĕрнеклĕ
пултăр ĕмĕрех çак тымар!
Усмашкăн
пуçна сăлтавĕ çук сан,
Хăв
чысна яланах çÿлте эс тытан.
Пурнăç
çулĕпе утатăн хастар,
Чĕрÿ
çумĕнче хĕм сапать шĕл-кăвар!
Хурçă
утна алăран яманран.
Çитмен
кĕтес çук-тăр Тăван çĕр-шывра?
Тус-тăванна
чĕререн савнăран,
Санпа
курнăçап тăтăшах Алманчра.
Ĕмĕр
сакки сан пултăр сарлака,
Тăнăç
пурнăçу – кĕленче пек яка.
Çемье
хунавĕ тата кил ăшши –
Ялан
пĕрле пултăр юрри те ташши!
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |