Юра шăллăма - 60 çул тултарнă май
Сар
хĕвеллĕ ăшă çуркунне,
Кайăксем
юрлатчĕç юррине.
Анне
хăйĕн кĕçĕн ывăлне,
Парнелерĕ
пурнăç çеçкине.
Анăçра
алхасрĕ вут-кăвар,
Халăх
юнĕ юхрĕ сахал мар.
Çамрăк
вăхăт – вăрçă çулĕсем…
Ахальтен
юхман çав куççульсем!
Астумастăн
ĕнтĕ аттене,
Тăлăха
эс юлтăн пĕчĕклех.
Йывăр
пурнăç килчĕ аннене,
Вăл
пире ÿстерчĕ пĕчченех.
Кĕçĕнни
эс пултăн çемьере,
Юратсах
пăхаттăмăр сана.
Астăватни?
Лекнĕччĕ пĕрре -
Каçарсам
эс уншăн халь мана!
Пурнăç
çулĕ пулчĕ такăр мар,
Сахал
мар юхтарнă вĕри тар!
Ачаран
вăй илнĕ хăватпа,
Виличчен
пурнасчĕ ыр ятпа!
Ĕнтĕ
халĕ çитрĕн утмăла,
Çулĕсем
шăваççĕ малалла.
Ватăлтăм,
тесе эс ан кала,
Кам-ха
сана парĕ çак çула?
Савăнмалăх
пур сан сăлтавсем…
Ав,
мĕн чуль чупаççĕ мăнуксем!?
Эп
вара сунап çултан-çула
Вăй-хăват
хушса пыр малалла.
2003 çул, пуш уйăхĕн 17-мĕшĕ.
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |