Çĕпĕр çĕрĕ çинче тĕпленнĕ
тăванăмсене
Çĕпĕр
çĕрĕ çывăх мар та,
Çитсе
килме çăмăл мар.
Пирĕн
тăвансем аякра та,
Куллен
курас çĕрте мар.
Йĕтĕн
акса пир тĕртрĕм те,
Тутăр
турăм тĕрлеме.
Хам
пĕвĕме ÿстертĕм те,
Çичĕ
ютра тĕмсĕлме.
Атте
панă лашине те,
Кÿлсе
çÿрес тенĕччĕ.
Çичĕ
ютра тĕпленсе те,
Телей
курăп тенĕччĕ.
Йĕлме
касрăм, ким турăм та,
Мăн
шыв тăрăх çÿреме.
Апай
мана çуратнă та,
Тĕнче
тăрăх çÿреме.
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |