Юнкун, 27.11.2024, 17:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Вилĕмсĕр ятсем (Поэма)
Ял-йышсем вăрçа ăсатрĕç
Вăй питти арçынсене.
Нимĕçе вĕсем тустарчĕç,
Шеллемерĕç хăйсене.
 
Куçмасем пăхса ÿстернĕ
Хăйсен пилĕк ывăлне.
Çитĕнтернĕ те çитернĕ
Хĕвел анăç чиккине.
 
Ялта паллă ал ăстиччĕ
Аслă ывăлĕ Йăван.
Иккĕмĕш – Антон ятличчĕ,
Агроном - çĕрпе пуян.
 
Таврара пурте пĕлетчĕç,
Захара – виççĕмĕшне.
Именкассине çÿретчĕ
Вĕрентме ачасене.
 
Шурă халатпа çÿретчĕ
Кĕçĕн ывăлĕ Хĕлип.
Сиплеме ăста пĕлетчĕ,
Çыпăçман нихçан та грипп.
 
Упине ĕçе утатчĕ
Çамрăк вăй питти ача.
Хăй ĕçне вăл юрататчĕ -
Астăвать ача-пăча.
 
- Çырура халь пĕлтеретĕп,
Аллă çухрăм Берлинтан.
Эп киле часах çитетĕп,
Салам йышăнăр манран.
 
Юлашки çыру çак пулчĕ,
Халĕ - ĕмĕрлĕх хыпар.
Медицина лейтенанчĕ
Пулчĕ пирĕншĕн – сăнар.
 
Амăшне пăхма килмерĕç,
Пуçне хучĕç вăрçăра.
Куçĕсем типме пĕлмерĕç
Ватă амăшĕн вара.
 
Йăван Яккăльч трактористчĕ
Сухаланă уй-хире.
Вăрçăра хастар танкистчĕ.
Паман канăç ирсĕре.
 
Тупăран персе çунтарнă
Вăл кĕтмен хăнасене.
Гусеницăпа тустарнă
Юлнă шăм-шаккисене!
 
Паттăр кÿршĕ килеймерĕ
Каялла, ÿснĕ яла.
Куçĕ мăшăрĕн типмерĕ.
Юлчĕ Ольга суккăра…
 
Купăсне аван калатчĕ
Тухсан вăйă картинче.
Ташлама та пултаратчĕ -
Пулман канăç чĕринче.
 
Кÿршĕре Калли пурнатчĕ
Вăл та юлчĕ вăрçăра.
Лашапа ялан çÿретчĕ,
Хăй ĕçлетчĕ конюхра.
 
Ухванеç Унтри вырнаçнă,
Çилармань Туçи çумне.
Кăмăллă ялан калаçнă,
Йăмра лартнă пÿрт умне.
 
Танкĕпе вăл  «сухаланă»
Нимĕç окопĕсене.
Пĕрле хăй те çунса кайнă,
Курайман ачисене.
 
Йăмрасем халь те ÿсеççĕ,
Хăрайман-ха тымартан.
Хуçи çукшăн хурланаççĕ,
Килмен вăл та вăрçăран.
 
Урам урлă пурăнатчĕ
Ялта ятлă Микулай!
Тем те пĕр тума пĕлетчĕ,
Капан тунă вăл нумай.
 
Пысăк хуйхă пырса çапрĕ
Унăн пурнăç «кăшăлне».
Ывăлне вăрçа ăсатрĕ,
Хуçрĕ хăйĕн кăмăлне.
 
Йăванне пит юрататчĕ,
Çавăрасшăнччĕ кил-çурт.
Пурине туса хурсаччĕ,
Татрĕ ĕмĕтне çич ют.
 
Микихвер мучин Лекçейĕ
Вилчĕ иртнĕ вăрçăра.
Унăн ывăлĕн –Ленккийĕн,
Чапĕ тухрĕ Раççейре!
 
Охванеç Унтри кÿршийĕ
Пулнă Шурă Лариван.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçийĕ
Кÿнĕ ăна та суран!
 
Икĕ ывăл таврăнмарĕ
Çакă Аслă вăрçăран.
Чăтайман чĕре тымарĕ,
Юн хĕстернĕ кăкăртан.
 
Сталинград çĕрне çунтарнă
Нимĕç вăрă-хурахсем.
Йăван паттăра пытарнă,
Сывă юлнă салтаксем.
 
Йăван, Хветĕр пуçне хунă
Çакă юнлă вăрçăра.
Ватă амăш тăрса юлнă –
Пуçĕ унăн шап-шурах.
 
Михала Раманччă пулнă
Çарта аслă политрук.
Кунта вăл та выртса юлнă,
Кĕтнĕ арăмĕ  Анюк.
 
Раман Çитăрччă пурнатчĕ
Пĕчĕк ферма çуртĕнче.
Ывăл килессе шанатчĕ,
Хурланатчĕ ăшĕнче.
 
Килĕнче Карачăмсен те
Ялан пурнăçĕ ăнман.
Нумайччен выртса йĕрсен те
Элекçейĕ таврăнман.
 
Паянхи пек астăватăп
Ялан Вихтăр пиччене.
Ял-йышпа эп ăсататăп
Çав кун вăрçă чиккине.
 
Шут ĕçне ăста вĕренчĕ,
Юрататчĕ çак ĕçе.
Тискер нимĕçĕ вĕлерчĕ,
Çирĕ каччăн пурнăçне.
 
Ертÿçре нумай тимленĕ
Ятлă-сумлă çын – Тавит.
Вăй хурса  вăл илемлетнĕ
Савнă ялăн сăн-питне!
 
Вăрçăра вилнин хыпарĕ
Упранать паян кунччен.
Асăмра юлчĕ сăнарĕ,
Ырă ячĕ ун çинчен.
 
Кĕркури мучин Макарĕ
Ÿснĕ Куçмасен енче.
Çак вăрçа вăл тухса кайрĕ,
Ячĕ юлчĕ ял çинче.
 
Пĕр кунтах вăрçа ăсатрĕç
Пĕрле ÿснĕ Якурпа.
- Килеймес,- тесе каларĕç,
Сывпуллашрĕç ял-йышпа.
 
Шÿтлемешкĕн юрататчĕ
Яланах Якур пичче.
Лармана час-час пыратчĕ,
Нихăçан пулман кичем.
 
Вак укçа вара паратчĕ
Пĕчĕкçĕ шăхличсене.
Тем те пĕр калаттаратчĕ
Илĕртесшĕн хĕрсене.
 
Вилĕмĕ ăна тĕл пулчĕ
Аслă вăрçă хирĕнче.
Йăл кулли çеç тăрса юлчĕ
Манăн куçăм умĕнче.
 
Çывăх кÿршĕллĕ пурнатчĕ
Çерук арăм – мăнакай.
Ачисемшĕн кулянатчĕ,
Тÿснĕ хурлăха  самай.
 
Ывăлне ялан мухтатчĕ -
Юрататчĕç пикесем!
Вальккă сарă, хитре каччă –
Кăн-кăвакчĕ куçĕсем.
 
Тăшмана вăл хирĕç тăнă,
Хăраман, ятне яман!
Чĕрине тивсен те «сăнă»
Пурпĕр ним те каламан!
 
Якушсен асли – Йăванĕ
Ÿснĕ ачаран йăваш.
Тăшмана çунтараканĕ -
Паттăр пулнă çак чăваш.
 
Пулемечĕпе «ислетнĕ»
Урса кайнă тăшмана.
Мĕншĕн-ши вăл хăй те пĕтнĕ?
Манас çук нихçан ăна!
 
Ватă амăш суккăрланчĕ,
Макăрса, йĕрсе пĕрмай,
Куç хупсассăн тин шăпланчĕ,
Тен, пурнатчĕ пуль самай?
 
 
Павел Александрч çурчĕ
Ларать Шетмĕ хĕрринче.
Хăй вара нумай хĕн курчĕ,
Суран юлчĕ чĕринче.
 
Пурнăç çулĕ пулман тикĕс
Пурпĕрех пуçне усман,
Вăл хурса хăварнă никĕс,-
Ларать çирĕп – усăнман!
 
 Ялтăраççĕ «çирĕм çăлтăр»,*
Çутатаççĕ ял сăнне.
Вилĕмсĕр ятсем, куратăр,
Асра тытăр вĕсене.
 
Ача чух куçпа курнийĕ 
Ватлăхра кулянтарать.
Вăт çапла пурнăç нушийĕ
Чĕрене ыраттарать.

--------------------------------------------

*«Çирĕм çăлтăр»- ентешĕмсенчен 20 паттăр иртнĕ вăрçă хирĕнчен киле таврăнайман. Вĕсен çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенче упранĕ.



Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ
Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (12.01.2011) | Автор: Гурий Дубров
Миçе çын вуланă: 291 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz