«Ял
пурнăçĕ» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ
тухнăранпа
75 çул тултарнă май
Çитмĕл
пиллĕк çул тултартăн,
Т(ă)рак
енĕн хыпарçи.
Чыс,
хисеп илме пултартăн,
Чăнахах
«халăх тарçи».
Юратса
сана вулаççĕ,
Мĕн
пур ял ĕçченĕсем.
Хаваспах
халь çырăнаççĕ,
Хăвăн
çывăх тусусем.
Эх,
епле вĕсем пит йышлă!
Мухтанатăн
вĕсемпе.
Ĕçтешсем
те, ав, сăпайлă,
Калаçаççĕ
çынсемпе.
Конкурса
та хутшăнатăн,
Çĕнтерÿçĕ
- яланах!
Ăс-тăнпа
малта пыратăн,
Ăнăçу
сан пултăрах!
2010 çулхи мартăн 6-мĕшĕ.
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |