Асăмра
юлнă ял ÿкерчĕкĕ
Тăван
ялăм ыйха путнă, Ĕçлесе
ĕшеннипе.
Уйăх
çутипеле утнă
Хуралçă
тункăрмипе*.
Хурал
тукмаккийĕ,- тетчĕç,
Çитнĕ
вăл килтен-киле.
Пĕр
ĕç кунĕпе чыслатчĕç,
Сыхă
тăнăшăн çĕрле.
Яланах
хурала тухнă,
Ÿркенсе,
пăхса тăман.
Ачаран
ĕçе юратнă,
Нихăçан
алла усман.
Колхоз
çурт-йĕрне сыхланă,
Сарăмсăр
вут-кăвартан.
Халăх
пурлăхне упранă,
Выçă
вăрă-хурахран.
Ял
ĕçченĕн хатĕр пулнă,
Шыв
лахханĕ алăкра.
Хăйăрне
те меллĕ хунă,-
Инкек
тăтăр аякра.
Пурăннă
ял-йышăм мирлĕ,
Вăрçăнса
курман нихçан.
Çамрăк
ăрăва вăл кирлĕ,-
Пурăнма
пĕлсен аван.
Ваттисем
пире вĕрентнĕ,
Пурнăçа
тытса пыма.
Нушине
тÿссе ирттернĕ,-
Манас
марччĕ тав тума!
------------------------------------------
*Тункăрма
– инкек-синкек пулнине систермелли хатĕр
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |