Ачасем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ:Саша,Марук,Света-кăшмансем,Ленук,Миша-кăшман пăхакансем.Кăшмансенчен чи вăйли тĕпе
ларать,ыттисем ун умне,пĕри теприн чĕрçийĕ çине ларса тухаççĕ,пĕрне-пĕри пилĕкрен
хытă
ыталаса тытаççĕ.
Хветĕр пичче: Э-э,хĕрĕм. Эсĕунта ан васка.Мамрăк-ха эсĕ.
Унта пирĕн пек ватă
çынсене çеç кĕртеççĕ. Асання сана вара ав
çялтен пăхать.
Марук: Вăл ман пата
анаять-и???
Хветĕр пичче: Тĕлĕкре.
Марук: Апла эп паянчăнласах тĕлĕк курнă.
Анне каллех тĕрĕс каларĕ. Ǎçтан вăл веçех пĕлет.
Хветĕрпичче пăрăнса утать.
Марук: Тиха авă,хăй тĕллĕнех çярет. Лайăх ĕнтĕ ăна,Тарас килсен тарма пултарать… Ман анне вара манпа
яланах çепĕççĕн калаçать,нихăçан та вăрçмасть. Пĕрре хытă вăрçасчĕ те,манăн
та килтен тухса кайма сăлтав пулатчĕ.
Света: Хветĕр пичче,пирĕнпе япала илмелле вылятăр-и?
Алăк уçăлать те Нинук аппа патне тухтăр тухать.Нинук аппа сиксе тăрса,куççульĕсене шăлса ,тухтăр патне васкать.
Амăшĕ: Тухтăр,калăр-ха мĕнле вăл?
Тухтăр: Ан кулянăр. Лайăхах. Халĕ акă ăна палатăна
куçараççĕ.
Амăшĕ:(хаш сывласа ярса) Мана кĕртеççĕ-ши???
Тухтăр: Сирĕн
унта халĕ кĕмешкĕн кирлех мар. Хальлĕхе вăл
çавах çывăрать. Эсир те паян çĕр каçипех пĕрре куç хупман,çавăнпа та киле кайса канăр. Ыран килĕр. Сире ыран палатăна
та кĕртĕç. Уттарăр,уттарăр.
Ачасене,уйрăмах чирлисене,сывă аннесем
кирлĕ.